Шкул хаçачĕ те кăлараççĕ, конкурссегне те ăнăçлă хутшăнаççĕ

eMrd3FW aShhvHNmrCSQqbv R4rVQahkp9kVaRUytE YKMS3qOAa8VdKBMmAKRm18nQQmKRG0dvAllwYyAsB0KOdШкул пурнăçĕ кăсăклă та тĕрлĕ енлĕ. Ку вăл хăйне евĕрлĕ пĕчĕк тĕнче, унта вара темĕнле интереслĕ пулăм та пулса иртет, пĕтĕмпе сăнаса ĕлкĕрме те, чи пĕлтерĕшлисене асра хăварма та çăмăлах мар. Шăпах çавăнпа шкул хаçачĕсем кăларассине йĕркеленĕ. Творчествăлла туртăм шкул ÿсĕмĕнчех палăрма пуçланине шута илсен вара ачасем шкул хаçатне кăларассине хутшăннин, хăйсене журналистика ĕçĕнче тĕрĕслесе пăхнин пĕлтерĕшĕ пысăк пулни каламасăрах паллă. Ахальтен мар ĕнтĕ асăннă ыйтăва Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствинче те пысăк тимлĕх уйăраççĕ, 2022 çулта, акă, шкулсенчи массăллă информаци хатĕрĕсене аталантарас тĕлĕшпе ятарлă проект хатĕрленĕ.

Вăрмар районĕнче те чылай шкулта пресс-центрсем ĕçлеççĕ. Вĕсем хăйсен хаçатне те кăларса тăраççĕ, тĕрлĕ конкурссене те çулсерен ăнăçлă хутшăнаççĕ. Иртнĕ кунсенче Çĕнĕ Шупашкар хулинче шкул хаçачĕсен регионсем хушшинчи «Школа-пресс» творчествăлла уçă конкурсăн финалĕ пулнă, кăçалхипе 16-мĕш хут. Унта Атăлçи тăрăхĕнчи регионсенчи, çавăн пекех Волгоград, Петрозаводск, Санкт-Петербург, Челябинск тата ытти хуласемпе ялсенчи шкул хаçачĕсемпе пĕрлех Вăрмар районĕнчи шкулсенче тухса тăракан хаçатсем те хутшăннă.

IMG 6854Палăртма кăмăллă, асăннă конкурсра кăçал пирĕн районти икĕ шкул хаçачĕ чи лайăххисен шутне кĕнĕ. «Ял шкулĕнчи чи лайăх хаçат» номинацинче Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тухса тăракан «Голос школы» хаçат /руководителĕ Е.Ларионова\ çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти «Перекрес­ток» хаçат /руководителĕ А.Григорьева\ III степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Ку çеç те мар, «Голос школы» хаçатăн çамрăк корреспонденчĕ, 10б класра вĕренекен Владислав Данилов «Шкул хаçачĕн чи ла­йăх корреспонденчĕ» номинацинче 1-мĕш вырăна тухнă. Çак ятпа ăна çамрăксен киностудийĕсемпе массăллă информаци хатĕрĕсен халăхсем хушшинчи «Волжские встречи – 32» фестивальне хутшăнма сертификат панă.

Владислав та, «Голос школы» хаçатăн ытти корреспонденчĕсем те хăйсен руководителĕпе Е.Ларионовăпа фестивале кайса та кил­нĕ ĕнтĕ /сăнÿкерчĕк çинче/. Вăл май уйăхĕн пуçламăшĕнче Хусан хулинче иртнĕ. Пилĕк куна тăсăлнă фестиваль ачасен асĕнче ла­йăххипе кăна юлнă, журналистикăри опытне анлăлатма пулăшнă.

Акă мĕн çырать Владислав фестивальте пулнă кунсене аса илсе: «На фестивале собрались молодые журналисты и юнкоры со всех концов нашей необĕятной страны. В первый день был вечер знакомств. Мастер-классы начались на второй день моего пребывания на фестивале. Сначала я отправился на мастер-класс «Как сделать школьную газету интереснее». Там нам рассказали про то, как издается школьная газета «Контакт», лучшая школьная газета России, показали много поучительных видеороликов. Кроме этого нас разделили на группы, и мы придумывали, о чăм можно написать, если газета будет посвящена теме «Перемена», а также как агитировать выпуск на данную тему. Проскальзывали такие идеи, как: «Что делают учителя во время перемены?», «Будни дежурного», опрос «Что вы успеваете сделать за перемену?» и многое другое.

А на следующий день мы стали участниками «Журналистского спецназа». Мы поехали на остров-град Свияжск. Разделившись на группы, получили свои темы. Моей команде досталась тема «Предметный мир Свияжска, как сокровище». Первым делом мы решили узнать, что означает герб этого города, а затем провели среди местного населения опрос «Какая рыба изображена на гербе Свияжска?» Люди отвечали по-разному, но в основном говорили, что это окунь. После мы узнавали про местные легенды и интересные места, скрытые от туристов. Изучили сувениры этого города и провели опрос «Какой сувенир вы бы хотели увести из Свияжска?»

Вернувшись в лагерь, мы начали разбирать полученные материалы и компоновать это в одно выступление. На следующий день выступили перед участниками фестиваля, рассказали про свою поездку, поделились эмоциями и показали, почему предметный мир Свияжска – это сокровище, а также послушали интереснейшие выступления других групп.

Это были самые насыщенные и познавательные дни в моей жизни, которые я никогда не забуду. Фестиваль «Волжские встречи» - отличная возможность узнать новое и познакомиться с людьми со схожими интересами».

Конкурссем пирки сăмаха малалла тăсас пулсан, Раççей халăхĕсен культура еткерĕн çулталăкне халалланă мероприятисен шайĕнче районти ача-пăча творчество çуртĕнче те çак кунсенче шкул хаçачĕсен «Школа-пресс» конкурсĕ иртнине палăртмалла. Унта районти шкулсенче тухса тăракан хаçатсем хутшăннă.

Вĕсен пултарулăхне тĕрлĕ номинацисенче хакланă. «Чи лайăх шкул хаçачĕ» номинацинче 1-мĕш вырăна Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулти «Голос школы», 2-мĕш вырăна Пысăк Енккассинчи вăтам шкулти «Перекресток», 3-мĕш вырăна Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулти «Переменка» йышăннă.

«Шкул хаçачĕн чи лайăх иллюстрациллĕ материалĕ» номинацинче Чупайĕнчи тĕп шкулти «Школьный корабль», Кĕтеснерти тĕп шкулти «Взгляд» лауреатсем пулса тăнă. «Шкул хаçачĕн чи лайăх верстки тата дизайнĕ» номинацинче М.Н. Юхма ячĕллĕ Çĕнĕ Кинчерти тĕп шкулти «Школьная волна» хаçат лауреат пулнă.

Виçĕмкун вара районти ача-пăча творчество çуртĕнчех шкулсенче ачасен массăллă информаци хатĕрĕсене аталантарас тĕллевпе юнкорсемпе вĕсен руководителĕсем валли интереслĕ мастер-классем иртрĕç /сăнÿкерчĕк çинче\. Пухăннисем «Хаçат верстки», «Сăнÿкерчĕксемпе тата иллюстрацисемпе ĕçлесси», «Статья çырасси», «Интервью илесси» темăсемпе мастер-классене хутшăнчĕç, шкул хаçачĕ кăларас ĕçре усă курмалли нумай информаци пĕлчĕç.

«Паллашар-и? Эп юнкор» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ И.ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика