Ĕçлеме ÿркенменнисем малашлăх енне хăюллăн пăхаççĕ
Ялта пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантармалли, ял çыннисене патшалăх тĕлĕшĕнчен пулăшмалли тĕрлĕ мелсем тăтăшах вăя кĕрсе пыраççĕ, çĕнелеççĕ. Районта пурăнакансем вак хуçалăхсене аталантарас тĕллевлĕ программăсене хутшăнса çемье фермисем йĕркелесе янă тата тин ĕçлеме тытăнакан фермерсем те ăнăçлă ĕçе пуçăннă. Унсăр пуçне районти аграрисем тĕрлĕ енлĕ грантсем илме пултарчĕç. Республикăра, çав шутра пирĕн районта та, «Агростартап», «Çемье ферми», «Агропрогресс», «Перспектива» грантсем пурнăçланаççĕ. Грантсем çĕнсе илсе тата хăйсен укçи-тенкипе ялхуçалăх техникисен паркне çĕнетсе пыраççĕ тата çĕр ĕçĕпе ĕçлемелли ытти кирлĕ япаласем туянаççĕ.
2019 çулта «Агростартап» программăна хутшăнса грант çĕнсе илме пултарнă Шăхаль ялĕнчи Трофимовсен хуçалăхне çитсе куртăм.
Çăмăл пурнăçа хăнăхман, ир-ирех тăрса кил-тĕрĕшре, хуçалăхра йĕрке тăвакан çемье – Галина Алексеевнăпа Валерий Васильевич Трофимовсем пирки пырĕ паян калаçу. Хаçат вулакансене хамăр хушăрах çÿрекен ĕçчен çемье мĕн ĕçлесе пурăнни кăсăклантаратех тесе шутлатăп. Галина Алексеевна Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта истори тата обществознани предмечĕсене вĕрентет. Валерий Васильевич, маларахри çулсенче колхоз председателĕнче те вăй хунăскер, çĕр ĕçĕсĕр пурăнма хăнăхман. Çак çемье мĕнле кăмăл-шухăшпа ĕçлесе пурăннине тата мĕнре киленĕç тупса малалла ăнтăлнине хаçат вулаканăн пĕлмеллех. 2019 çулта вĕсем «Агростартап» грант илме тĕллев тытса документсем пуçтарса панă. Çак гранта илес тесен харпăр хăй укçине 250 пин тенкĕ кăларса хума тивнĕ. Пĕтĕм хутсем тĕрĕслев витĕр тухсан 2 млн тенкĕ грант илме пултарнă çак ĕçрен хăраман çемье. Çĕр ĕçне чунтан парăннисем кăна хăйсен умне пысăк тĕллевсем лартса вĕсене пурнăçлама пултараççĕ. Трофимовсен икĕ ывăл. Вĕсем çитĕнсе çитсе хăйсем тĕллĕн пурăнаççĕ. Канмалли кунсенче тăван яла килсе тĕрлĕ ĕçсене пурнăçласа хăвараççĕ.
«Мăшăрăмпа хамăр ума тĕллев лартрăмăр пулсан, пирĕн ăна тивĕçлипе пурнăçламалла. Çăмăлах пулмасан та каялла чакмалла мар, шав малалла талпăнмалла тесе вĕрентнĕ пире мĕн авалтан атте-анне. Эпир вара хамăр ĕмĕте пурнăçлама тăрăшатпăрах. Пурнăç уттинчен юлас мар тесе районăн экономикăпа социаллă аталанăвне тишкерсех тăратпăр. Районти ытти хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ырă тĕслĕхне пурнăçа кĕртес тетпĕр. Хуть те мĕнле пулсан та эпĕ çĕр ĕçченĕ, чун-чĕрепе яланах çапла пулнă», - тет Валерий Васильевич.
«Вăхăт сисĕнмесĕрех иртет, грант илни те виçĕ çул иртрĕ. Тÿрех çăмăл мар тиев лексен те кулянса ÿкмерĕмĕр. Пире тăвансем, юлташсем пулăшсах тăраççĕ. «Сарапай» тулли мар яваплă обществăн руководителĕ Анатолий Витальевич Ульянов, «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕн руководителĕ Владимир Яковлевич Иваншкин хуть те мĕнле ыйтупа пырсан та яланах ырă канашсем параççĕ, ĕçпе те пулăшаççĕ. Пире шăпа çак ĕçе кÿлнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнместпĕр, Турă çырнинчен иртеймĕн. Ман енчен пулăшу ытлах мар пулин те эпĕ чунпа яланах мăшăрăмпа», - тет Галина Алексеевна куларах.
Хăйсен çемйипе кăна ĕçлесе ĕлкĕрейменнине кура вĕсем ялти пĕр çынна ĕçе илнĕ. Алексей Валерьевич Яковлев кашни кун ĕç вырăнĕнче, хăйĕн ĕçне тивĕçлипе пурнăçлать. Ĕç-пуç малашне майлашса кайсан ялти çынсене ĕçпе тивĕçтерессине те мала хурăпăр тесе шутлаççĕ Трофимовсем. Грант укçипе 650 пин тенкĕлĕх склад туяннă. Складне кĕрсе те куртăмăр /ÿкерчĕк çинче\. Унта тĕштырăна сортласа тасатмалли агрегатсем те пур. Соя вăрлăхне михĕсем çине тултарса хунă, уя илсе тухмалла кăна. Сăмах май каласан, вĕсем грант илнĕ чухне ытларах соя туса илме шантарнă иккен, çавна кура унăн гектарне кашни çулах пысăклатса пыраççĕ. Паянхи куна вĕсем пĕтĕмпе 113 гектар çĕрпе усă кураççĕ, вĕсенчен тулă 26 гектар çинче акса хăварнă, 30 гектар ытла соя çитĕнтересшĕн. Эпир пынă кун сойăн юлашки гектарĕсене акатчĕç. Ытти гектарĕсем çинче урпа вырăн йышăннă.
Грант укçипе 1 млн та 500 пин тенкĕлĕх МТЗ-82 трактор /ÿкерчĕк çинче/, 140 пинлĕх погрузчик туяннă.
«Ырă кăмăллă, кирлĕ вăхăтра яланах пулăшма хатĕр çынсем Трофимовсем. Пулăшу ыйтсан тÿрех алă тăсса параççĕ. Эпĕ те вара вĕсем мана пулăшма ыйтсан хаваспах килĕшетĕп», - терĕ эпир пынă кун вĕсене пулăшма килнĕ В. Софронов. «Çынна пулăшакана Турă та пулăшать»,- текен ваттисен сăмахĕ вĕсем çинчен каланăнах туйăнать. Ĕçлеме ÿркенменнисем малашлăх енне хăюллăн пăхаççĕ, апла пулсан вĕсен ĕçĕ ăнăçтăр.
«Грантсем пурнăçланаççĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ Э.МИХАЙЛОВА. Кăларăма А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.