Ялта пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантармалли, ял çыннисене патшалăх тĕлĕшĕнчен пулăшмалли тĕрлĕ мелсем тăтăшах вăя кĕрсе пыраççĕ, çĕнелеççĕ. Районта пурăнакансем вак хуçалăхсене аталантарас тĕллевлĕ программăсене хутшăнса çемье фермисем йĕркелесе янă тата тин ĕçлеме тытăнакан фермерсем те ăнăçлă ĕçе пуçăннă. Унсăр пуçне районти аграрисем тĕрлĕ енлĕ грантсем илме пултарчĕç. Республикăра, çав шутра пирĕн районта та, «Агростартап», «Çемье ферми», «Агропрогресс», «Перспектива» грантсем пурнăçланаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, Тикаш ялĕнчи Николай Анатольевич Иванов 2017 çулта «Семейная животноводческая ферма» программăна хутшăнса 10,0 млн тенкĕлĕх грант çĕнсе илсе хăйĕн ĕçне йĕркелесе янă.
Салтакра пулнă хыççăн ăçта вĕренме каяссипе пуçа ватман Николай Анатольевич, тÿрех Шупашкарти ял хуçалăх институтне /халĕ академи\ çул тытнă. Ачаранах ял хуçалăх ĕçĕнче ĕçлесе ÿснĕскер, аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Анчах та ăна тăван ен хăй патнех илĕртнĕ пулмалла. «Çуралнă кĕтесре сывлăш таса та сиплĕ, пурăнма аван», - тет вăл тĕл пулнă вăхăтра. Тăван яла таврăнсан хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелесе ĕçлеме тытăннă.
Хăй çине тата ывăлĕсем çине шанса пуçăннă вăл çак яваплă ĕçе. Ывăлĕсем Ивановсен виççĕн – Иван, Дима тата Андрей. Паянхи кун вĕсем пурте ашшĕпе пĕрле вăй хураççĕ. Хуçалăхра пĕтĕмпе хăйпе пĕрле пиллĕкĕн вĕсем – Олег Иванович Нарсов тата хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Н.Иванов.
Çĕр ĕçĕ вăл пĕри теприне таптаса пырать темелле, кашни ĕçе вăхăтра пурнăçламалла. Ку вара куç умĕнче – уй-хирĕнче тап-таса, вĕсене микроудобренипе апатлантарнă, хурт-кăпшанкăран, чир-чĕртен хÿтĕлесе им-çам сапнă. Ем-ешĕл тĕштырă çил вĕрнĕ май тÿлеккĕн кашласа çитĕнет, аякран пăхсан анлă тинĕсе аса илтерет. Вăл еплерех çитĕннине пăхса савăнать унăн хуçи. Вĕсен кашни пучахне мĕнле ÿснине сăнаса тăнă пекех калаçать. Тĕштырăна мĕн пăшăрхантарнине, асаплантарнине туйса тăрать Николай Анатольевич.
Ивановсем малашлăха çирĕп пăхакан çынсем пулни каламасăрах паллă. Пысăк сумма укçа пирки калаçма кăна лайăх. 10 млн укçана çĕнсе иличчен малтан кĕсьере чылай сумма кирлĕ пулнă иккен. Ĕçе пуçăнма çемье бюджетĕнчи укçа-тенкĕне те самаях кăларса хума тивни çинчен каларĕ Н.Иванов. Çак çĕнсе илнĕ укçапа 100 пуç мăйракаллă шултра выльăх вырнаçмалăх ферма туса лартнă вĕсем. Грант укçине ĕçе кĕртме сахал мар тăрăшма тивнĕ, хăш-пĕр вăхăтсенче кану мĕнне те манса кайма тивни пирки аса илсе калаçать Николай Анатольевич.
Выльăх-чĕрлĕх тытма ансатах мар, унта сахал çынпа ĕçлес шутпа хуçалăхра апат валеçекен тата хутăш апат тăвакан оборудовани, выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлекен комбайн та туяннă. Çак хушăра вĕсем çĕр ĕçĕсене пурнăçлама кашни çул тенĕ пекех тĕрлĕ техника туянма пултарнă, çав шутра МТЗ-82 икĕ трактор, вĕсенчен пĕрне – пĕлтĕр, унсăр пуçне тата тепĕр МТЗ-1523 трактор, КБМ-8 культиватор туяннă. Курăка типĕтсе-кушăхтарса кĕртме ГВВ-6 техника пур. Вăл çулнă курăка тавăрса купалать, кĕскен каласан ĕçе хăвăртлатма пулăшать. ОПШ-2500 агрегата виçĕмçулах туяннă. Унпа тĕштырăна микроудобренипе апатлантараççĕ, хурт-кăпшанкăран, çумкурăкран, чир-чĕртен хÿтĕлесе им-çам сапаççĕ. 2022 çулта ACROS-595 комбайн туяннă. «Ку техника хальлĕхе уй-хире тухса курман-ха, ăсне пĕлместпĕр. Кĕçех унпа та усă курма тытăнатпăр. Çĕнĕ техникăсемпе ĕçлеме аван, ĕç те кал-кал пулса пырать, çын ĕçне те çăмăллатать. Вĕсемпе ывăлсем ытларах ĕçлеççĕ. Çамрăксене аванах «парăнаççĕ» вĕсем», - тет Николай Анатольевич.
Тĕллевĕсем пысăк ĕçе юратакансен. Ял хуçалăхĕнче пилĕк авмасăр пĕр ĕç те пулмасть. Кашни килограмм тырăшăн, аш-какайшăн тата ыттишĕн те тар тăкмалла. Вăй илме патшалăх пулăшса пырсан та ял хуçалăх ĕçĕнче йывăрлăхсем нумай тухса тăраççĕ. Вĕсене çĕнтерсе, ума лартнă тĕллеве пурнăçлас тесе çирĕппĕн малалла каякансем кăна ĕçлесе тупăш илме пултараççĕ. Ивановсен хуçалăх ĕçĕ çирĕп те шанчăклă çынсенче тесе калас килет, мĕншĕн тесен ашшĕпе пĕрле виçĕ ывăлĕ вăй хураççĕ. «Ывăлсем ял хуçалăхĕнче çĕнĕ çынсем мар, вĕсем мĕн ачаранах пирĕнпе пĕрле ĕçе хăнăхса çитĕннĕ. Вĕсемшĕн пĕр ĕç те ют мар, тытнă та тунă. Манăн ĕçе малалла тăсакансем тесе шансах тăратăп», - терĕ Н.Иванов ачисем пирки калаçнă май.
Ивановсем малашлăха çирĕппĕн пăхаççĕ, тĕллевĕсем те анлă, хальлĕхе вĕсене вăрттăнлăхра тытаççĕ-ха. Ĕç-хĕл пирки калаçса кайнă май, вĕсен хальхи тĕп тĕллевĕ выльăх-чĕрлĕх валли ытлă-çитлĕ утă-улăм хатĕрлесси. Хальхи вăхăтра 80 гектар çинчи нумай çул çитĕнекен курăка çулса пăрахса пысăк тюксем туса пĕтернĕ, ферма çумĕнчи пысăк склада çумăр лекмен çĕре кĕртсе хунă. Уй-хир тăрăх курса çÿренĕ май 100 гектар çинче кĕрхи тулă ешерсе ларать, çурхи тулă 180 гектар, урпа 240 гектар йышăннă. Вăрман варринче пыл хурчĕсем хуçаланаççĕ. Кунта ытларах Ивановсен кĕçĕн ывăлĕ Андрей ĕçлет иккен. Вĕсене валли тесе ытти курăксемпе пĕрле хуратул та пур. Пыл хурчĕсем пек ĕçчен çемье пурне те ĕлкĕрет. Малашне те çаплах пултăр.
«Грантсем пурнăçланаççĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ Э.МИХАЙЛОВА. Кăларăма А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.