Профессисен тĕнчи анлă та интереслĕ. Кашни çын хăйне килĕшекен, творчествăлла пултарулăхне аталантарма пулăшакан профессине суйлама ăнтăлать. Çĕр çинче миçе тĕрлĕ професси çук пулĕ, анчах пирĕнтен кашниех пурнăçне шăпах та хăйĕн кăмăлне каяканнипе çыхăнтарма тăрăшать.
«Чуна выртакан ĕç тупăр, вара пурнăçăрта сирĕн пĕр кун та ĕçлеме тивмĕ», — тенĕ пĕр ăслă çын /«Найдите себе работу по душе, и вам не придется работать ни дня в своей жизни»\. Ку чăннипех те çапла ĕнтĕ. Килĕшекен ĕçре вăй хурсан кун иртни те сисĕнмест, кăмăл-туйăм та çĕкленÿллĕ. Çавăнпа ачасене шкул саккинченех тĕрлĕ профессисемпе, вĕсен вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Шкул ÿсĕмĕнчи ачасене журналистика сферинчи специальноçсем çинчен каласа парас тĕллевпе иртнĕ кунсенче Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă ача-пăча сывлăхне çирĕплетмелли «Романтика» лагерьте тĕлпулу ирттертĕмĕр. Çулсеренех хамăр районти, республикăри ытти районсенчи тата урăх регионсенчи ачасем канса сывлăхне çирĕплетеççĕ кунта. Вĕсен вăхăтне кăсăклă та усăллă ирттерме лагерь руководстви тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем, тĕлпулусем йĕркелет.
Пире лагерь директорĕн заместителĕ Алена Вячеславовна Саминова кĕтсе илчĕ. Тĕлпулу лагерьти клубăн актовăй залĕнче иртрĕ. Канакансем — пурĕ 3 отрядри 70 яхăн ача — зала туслăн кĕрсе пукансем çине вырнаçрĕç.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе тĕлпулу паллашуран пуçланчĕ. Ачасем «Хĕрлĕ ялав» историйĕ çинчен, хаçат мĕнле калăпланни, редакцинче кам-кам ĕçлени пирки пĕлчĕç. Алла хаçатăн юлашки номерĕсене тытса пăхрĕç, страницисене уçа-уçа мĕн çинчен çырнине тишкерчĕç, сăнÿкерчĕксемпе кăсăкланчĕç.
«Журналист профессийĕ массăллă информаци хатĕрĕсемпе çыхăннă. Массăллă информаци хатĕрĕсен шутне мĕн кĕрет?» — ыйтрăм ачасенчен. «Хаçат-журнал, радио, телевидени, çавăн пекех кĕнекесем тата Интернет», — тĕрĕс хуравларĕç вĕсем.
Массăллă информаци хатĕрĕсенче тĕрлĕ професси çыннисем вăй хураççĕ: обозреватель, дизайнер, репортер, комментатор, корреспондент, редактор, фоторепортер, тĕп редактор, оператор, сасă режиссерĕ тата ыттисем те. Тĕлпулу вăхăтĕнче çак профессисенчен хăшĕ-пĕрне тишкертĕмĕр. Уйрăмах корреспондент профессийĕ çинче чарăнса тăтăмăр. Корреспондент редакци заданийĕпе çĕршыври, тĕнчери тĕрлĕ кĕтессене тухса çÿрет, информаци пухса хаçат-журнал, радио, телевидени валли материал хатĕрлет.
«Юнкор тесе кама калаççĕ?» — çапла пулчĕ тепĕр ыйтăвĕ. Юнкор — вăл шкул ÿсĕмĕнчи çамрăк корреспондент. Юнкорсем шкул хаçачĕсем, ытти хаçат-журнал валли тĕрлĕ статьясем çыраççĕ. Урăхла каласан, вĕсем профессионалсем мар, журналистикăра пĕрремĕш утăмсем тăвакан çул çитмен ачасем. Тĕлпулăва хутшăннă ачасенчен хăшĕсем журналистикăпа кăсăкланнине, çырма кăмăлланине пĕлтерчĕç, ку вăл, паллах, савăнтарчĕ.
Хаçатра пичетленекен материалсем мĕн чухлĕ кăсăклăрах, статьясен тĕсĕсем мĕн чухлĕ ытларах, хаçачĕ те çавăн чухлĕ интереслĕрех вуланать. Статьясене интервью, репортаж, заметка евĕр çырма пулать тата ытти те.
Ачасене хăйсене корреспондент вырăнĕнче тĕрĕслесе пăхма йыхравласан вĕсем хаваспах килĕшрĕç. Майя Саминова тата Маша Киселева, Семен Яковлев тата Саша Васильева интервью мĕнле илмеллине выляса кăтартрĕç. Пĕрисем корреспондентсен рольне вылярĕç, теприсем «Хĕрлĕ ялав» хаçат вулаканĕсем пулчĕç. Корреспондентсем вулакансенчен интервью илчĕç, тĕрлĕ ыйтусем пачĕç.
Журналист рольне выляса Олег Лаврентьев пулса иртнĕ ĕç, событи çинчен çырнă статьян тĕслĕхне вуларĕ. Алеша Полозов тата Дмитрий Михайлов репортаж тĕслĕхне вуласа пачĕç.
Ачасем журналистикăра редактор профессийĕ тĕп вырăнта пулнине пĕлчĕç. Журналист хатĕрлекен материалсем редактор алли витĕр тухаççĕ. Редактор статьясене вулать, вĕсем пичете юрăхлине е юрăхлă маррине палăртать, кирлĕ пулсан текста йĕркене кĕртет.
Массăллă информаци хатĕрĕсем, журналистикăри профессисем çинчен тупмалли юмахсем те пулчĕç. Ачасем вĕсен тупсăмĕсене хаваспах тупрĕç. «Çар корреспонденчĕн юррине» те итлерĕç. Вĕсен çĕр тĕрлĕ ыйту пулчĕ: хаçат кăларма çăмăл-и, журналиста вĕренес тесен ăçта каймалла, мĕнле предметсене лайăх пĕлмелле тата ытти те.
Тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май журналистикăра ĕçлекенсен мĕнлерех пулмаллине сÿтсе яврăмăр. Журналист профессийĕ çăмăл мар, анчах интереслĕ те кăсăклă. Хăш чухне темиçе йĕрке çырассишĕн журналистăн аякри çула тухма, йывăрлăхсемпе тĕл пулма тивет. Журналистăн статья çырма кăна мар, çынсене итлеме те, вĕсен савăнăçĕпе хурлăхне туйма та пĕлмелле, тÿрĕ кăмăллă, ĕçчен, шанчăклă, хăйĕн ĕçĕнче профессионал пулмалла.
«Паллашар-и? Эп юнкор» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ И.ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.