Кавалта пурăнакан Раççей спорт мастерне,

Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн

тава тивĕçлĕ ĕçченне, хисеплĕ Иван Петрович

Таратина таврара пĕлмен çын çук та пулĕ. Ха-

мăр районта кăна мар, республикăра, кÿршĕллĕ

Тутарстанра та нумайăшĕ лайăх пĕлеççĕ та-

та хисеплеççĕ. Çак пысăк чыса вăл хăйĕн про-

изводствăри лайăх кăтартусемпе тата спорт-

ри пысăк çитĕнÿсемпе çĕнсе илнĕ.1966-1991-

мĕш çулсенче, пурĕ 20 çул ытла, ял уявĕсенче,

акатуйсенче 150 ытла хутчен кĕрешĕве тухнă,

147-шĕнче паттăра юлнă. Спорта юратакансем

унăн тĕлĕнмелле паттăрлăхĕнчен чăннипех те

тĕлĕнеççĕ. Ун пек çын ирĕклĕ майпа кĕрешсе

çавăн чухлĕ çĕнтерÿ туни пирĕн республикăра

урăх çук та пулĕ. «Легенда» тесе хаклаççĕ унăн

пултарулăхне спорта юратакансем.

Кавалти вăтам шкулта улттăмĕш класра

вĕреннĕ чухнех спортпа çывăх паллашать Ва-

ня. Спортăн тĕрлĕ енĕпе ирттерекен ăмăрту-

сенче яланах малти вырăнсене çĕнсе илет.

Спортшăн хыпса çунакан çамрăк совхозра ирт-

терекен ярмăрккари спорт мероприятийĕсе-

не курмасăр пĕрре те юлман. Анчах та кашни

ярмăрккарах кĕрешес енĕпе тутарсем паттăра

юлни пачах та килĕшмен ăна. Тутар çамрăкĕ-

сем йышлăн килсе кĕрешсе парнесене пĕтĕм-

пех илсе кайнипе кам кăмăллă пулĕ? Хамăр çĕр

çинче пире кăмăлсăр хăвараççĕ-çке. Çакна ну-

майччен чăтса пурăнмалла-и? Тутар Республи-

кинчи Зеленодольск районĕнчи Павлин ялĕн-

чи Мансур Салахов тутар ачи виçĕ хутчен «Ле-

нинский» совхоз чемпионĕ пулни те шухăшлат-

тарнă ăна. Нивушлĕ тутарсене çĕнтерекен чă-

вашсем çуралман çĕр çинче! Çакă канаç паман

Ивана. Ку тĕллевпех ĕнтĕ ирĕклĕ майпа кĕреш-

ме вĕренет, хăйĕн ăсталăхне туптасах пырать.

Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн

тренерĕ Юрий Григорьевич Ефремов кĕрешме

вĕренмелли секцие çÿрекен çамрăксене Кава-

ла илсе килнĕччĕ. Вăл вĕсемпе кăтартуллă за-

нятисем ирттерчĕ. Çакă ялти çамрăксен кăмăл-

не кайрĕ, вĕсенче кĕрешме вĕренес туйăм

çуралчĕ. Çавăн хыççăн эпĕ те Вăрмара çÿре-

ме пуçларăм. Секцие çырăннисем самаях йыш-

лăччĕ. Республикăра ирттерекен ăмăртусен-

че вĕсенчен чылайăшĕ призерсен йышне кĕ-

ме пултарнăччĕ», - аса илет спортăн малтанхи

утăмĕсене Иван Петрович.

1966 çулта Кавалти вăтам шкултан вĕрен-

се тухнă хыççăн тĕрлĕ енлĕ аталаннă спорт-

смен малтан «Ленинский» совхозра вăй хурать.

Çăмăл виçеллисем хушшинче штанга çĕклес

енĕпе совхоз чемпионĕ пулать.

Салтака кайичченех ăмăртусене хутшăнма

пуçлать, кĕрешÿ мелне вĕренсе пырать, çитĕнÿ

хыççăн çитĕнÿ тăвать. Часах Совет Çарне кай-

ма черет çитет. Салтакра спортри ăсталăха

ÿстерсе пыма условисем пушшех те лайăхрах.

Спорт ăмăртăвĕсене тăтăшах хутшăнать. Çар

чаçĕн 5 Спартакиадинче ирĕклĕ майпа кĕрешсе

вăтам виçеллĕ спортсменсем хушшинче чем-

пион ятне çĕнсе илет. Гранатăна инçете ывăтас

енĕпе пĕрремĕш вырăн йышăнать. Спортăн ыт-

ти енĕсемпе те чăваш каччи ыттисемшĕн ырă

тĕслĕх пулса тăрать.

Салтакран çирĕпленсе таврăннă каччăна

районта часах асăрхаççĕ. Пĕр вăхăт район цен-

трĕнчи спорт шкулĕн директорĕ, ирĕклĕ майпа

кĕрешме вĕрентекен тренер пулса ĕçлет.

1971 çулта Канашри педагогика училищин

физвоспитани уйрăмне вĕренме кĕрет. Ваня

вара ыттисенчен чылай çÿллĕ шайра пулнипе

палăрса тăнă.

Педучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн пул-

таруллă çамрăка Кавалти вăтам шкула физ-

культура учителĕ пулса ĕçлеме яраççĕ. Шкул-

ти физкультурăпа спорт аталанăвĕ çÿллĕ шая

çĕкленет.

Паянхи пекех астăватăп: «ССР Союзĕ

50 çул тултарнă çулхине «Восход» колхоз

ĕçченĕсем хăйсен çурхи уявне — Акатуя чаплăн

уявлама хатĕрленчĕç. Шăхальсем хăнана кил-

ме кÿршĕ ялсенчи тăванĕсемпе пĕлĕшĕсене кă-

на мар, Тутар Республикинчи Апастово тата Зе-

ленодольск районĕсенчи хăш-пĕр ялсенчи ту-

тарсене те чĕннĕ, Акатуй пуласси çинчен пĕл-

терсе ялсенче пĕлтерÿсем çырса çапрĕç. Çак

хыпара Иван Петрович та тахçантанпах кĕтнĕ.

Вăл Шăхале лайăх кăмăл-туйăмпа çитрĕ. Тĕр-

лĕ енлĕ ăмăртусем вĕçленчĕç те ĕнтĕ. Чи ин-

тересли тата вăрăма тăсăлаканни — паттăрсен

кĕрешĕвĕ пуçланчĕ. Ăмăрту судйи П.Павлов

кĕрешме кăмăл тăвакансене список çине çыр-

ма тытăнать. Часах 23 çын çырăнчĕç. Кĕрешÿ

малтанах чи çăмăл виçеллисенчен пуçланчĕ.

Унтан аслăраххисем тытăçма пуçларĕç. Курма

татах та интереслĕрех. Ăста кĕрешеççĕ, пур-

те тĕреклĕ. Чи явапли — чемпион ятне илес-

сишĕн кĕрешмелли ăмăртусем пуçланаççĕ.

Чемпиона кам юлĕ-ши? Самăр такана илме

кам тивĕçлĕ пулĕ? Чи вăйлăраххисем иккĕн юл-

чĕç. Пĕри — Кавал каччи Иван Таратин, тепри —

Тутар Республикинчен килнĕ Мансур Салахов.

И.Таратина районта чылайăшĕ лайăх пĕлеççĕ.

Кашнинчех хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерет.

Ахальтен мар ĕнтĕ классика тата ирĕклĕ май-

па кĕрешес енĕпе республика чемпионĕн ятне

6 хутчен çĕнсе илнĕ. Çивĕч кĕрешÿре пирĕн ен-

теш «тăшмана» пурпĕрех çĕнтерчĕ, çурăм çине

çавăрса хучĕ.

— Пултаратăн, Иван Петрович, малашне

те маххă ан пар, чăваш ятне çÿлте тыт, - терĕ

колхоз председателĕ Анатолий Илларионович

Пуклаков паттăрăн аллине çирĕп чăмăртаса.

И.Таратин кÿршĕри тутар ялĕсенчи Сабан-

туйсене те тăтăшах тухса çÿренĕ. 1977 çулта

Тутар Республикин Нăрлат район центрĕнчи

Сабантуя вăл ниепле те манма пултараймасть.

Çавăн чухне ĕнтĕ унăн Тутар Республикин-

чи Зеленодольск хулин паттăрĕн, СССР спорт

мастерĕпе Динар Халиловпа кĕрешме тивнĕ.

Паттăра юлассишĕн тупăшма 38 çын çырăннă.

«Çурма финала тухма 5 çын тăрса юлтăмăр, тă-

ваттăшĕ чăвашсем, - аса илет Иван Петрович.

— Эпĕ ун чухне 76 кг тайнă пулсан, Динар

манран йывăртарахчĕ — 90 кг. Эпĕ ăна пур-

пĕрех çурăм çине çавăрса хутăм».

Халиччен ку таврара пĕр чăваш та паттăра

юлни пулман. Иван Таратин вара хăйĕн пулта-

рулăхĕпе тутарсене чăннипех те тĕлĕнтернĕ.

Тепĕр икĕ çултан Нăрлатри Сабантуйра

кĕрешсе вĕсем Тухватуллин тутарпа иккĕшĕ

паттăра юлнă.

1970 çулччен районти Акатуйсенче кĕреш-

се пĕр чăваш ачи те паттăра юлма пултарай-

ман, пĕрмаях тутарсем çĕнтернĕ.

1973 çул. Колхозсемпе совхозсенче çурхи

уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ ĕнтĕ. Ака-суха ĕçĕсене

пĕтĕмлетме хуçалăхсенче тата район центрĕ-

сенче кĕçех ĕçпе юрă тата спорт уявĕсем — Ака-

туйсем пуçланмалла.

Кĕтнĕ вăхăт çитрĕ. Вăрмар поселокĕнчи

стадионта халăх хĕвĕшет кăна. Районти «Хĕр-

лĕ ялав» хаçатра Акатуй пирки çапла çырнă

йĕркесем пур: «...Акă юлашки тытăçу, вăйлă

та çирĕп кĕлеткеллĕ çамрăк хăйпе кĕрешекене

вăйлăн ярса тытрĕ те симĕс курăк çине çавăрса

хучĕ. Лешĕ темĕнле тапкалансан та унăн айĕн-

чен тухма пултараймарĕ.

— Тĕрĕс, Иван, маттур! — илтĕнчĕç тĕрлĕ ен-

чен саламланă сасăсем.

Çĕнтерÿçĕпе паллаштаратпăр: Кавал каччи

Иван Таратин вăл. Канашри педучилищăн физ-

культура уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Мĕн ача-

ранах спортпа туслă пулнă. Кăçал вăл ялсенче

пулса иртнĕ акатуйсенче темиçе хутчен те пат-

тăра юлнă».

«Пĕрремĕш хут паттăра Арапуçĕнчи Ака-

туйра кĕрешсе 1961 çулта тухрăм, акатуйсенче

кĕрешсе 147 хут паттăр ятне тивĕçрĕм, çав шут-

ран 16-шне районти акатуйсенче», - аса илет

Иван Петрович /ÿкерчĕк çинче\.

1991 çул. Вăхăт малаллах шăвать. Иван

та 40 çул урлă каçрĕ ĕнтĕ. Часах вăл кĕреш-

ме пăрахать.

— 1970-1990-мĕш çулсем пĕртăван Тара-

тинсемшĕн спортри пысăк çитĕнÿсемпе палăр-

са юлчĕç. Спортри çак ырă йăлана пирĕн мă-

нуксем, спортăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнă

пирĕн воспитанниксем малалла тăсса пыраççĕ,

- хăйĕн шухăшне пĕлтерет Иван Петрович Та-

ратин.

1993-1997 çулсенче вăл «Ленинский» сов-

хоз директорĕ пулса ĕçлерĕ. Хуçалăх экономи-

кине тĕреклетессишĕн хăйĕн мĕнпур вăй-хал-

не пачĕ.

ЧР Çутçанталăкпа экологи министерстви

уйăрса панă 17 миллион укçа-тенкĕпе эрозие

хирĕç кĕрешсе чылай ĕçсем туса ирттертĕмĕр.

Районти çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи

комитечĕн председателĕпе В.Николаевпа пĕр-

ле тăрăшса ĕçлесе эрозие хирĕç кĕрешсе Ту-

тар чиккинче шыв сикки турăмăр. Кавал çумĕн-

чи пĕве юхăнса пĕтнĕччĕ, ăна юсаса пачĕç. Ял

урамне вак чул сарса çиелтен битумпа якатса

пачĕç.

ЧР Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи

министрĕ И.Алексеев çапла каланăччĕ: «Çакăн

пек çулпа çÿреме сире намăс, эпĕ сире лайăх

çул сарса паратăп», - тенĕччĕ хăй вăхăтĕнче.

Министр хăйĕн сăмахне çирĕп тытрĕ», - тет тул-

ли кăмăлпа Иван Петрович. Яла çутçанталăк

газĕ илсе çитертĕмĕр. Çак ĕç 4 çуллăха чарăн-

са ларнă пулнă. Ку енĕпе пире «Газстрой» тул-

ли мар яваплă общество ертÿçи Ю.Соколов ну-

май пулăшрĕ.

Ялта Михаил Архангел чиркĕвне туса лар-

тас ыйтăва кавалсем тахçанах хускатнă. 2012

çулта Кавал ял тăрăхĕн ун чухнехи пуçлăхĕ

Н.Алексеева, район депутачĕсен Пухăвĕн де-

путачĕ А.Веселовский тата Иван Петрович Та-

ратин предприниматель, ял халăхĕ тăрăшни-

пе чиркĕвĕн никĕсне хывнă. Чиркÿ старости

И.Таратин тăрăшнипе кунта чылай ĕçсем туса

ирттернĕ. Кĕçех чиркÿ хута каймалла.

И.Таратин чапа тухнă спортсмен пулнипе

пĕрлех, пултаруллă организатор, малашлăха

çивĕч курса тăракан чаплă предприниматель

те. Таратинсем чăнах та пулас çынсем. Вăр-

мар поселокĕнче туса лартнă «Атлант», «Мега-

Центр», «Еврострой» суту-илÿ çурчĕсем илем

кÿрсе лараççĕ.

Иван Петровичăн мăшăрĕ — Галина Ми-

хайловна Кавалта амбулатори заведующийĕн-

че тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ.

Халĕ вĕсем Андрей тата Кирилл мăнукĕсемпе

савăнса пурăнаççĕ.

Паян Иван Петрович Таратинăн 70 çулхи

юбилейĕ. Çав ятпа ăна мăшăрĕ Галина Михай-

ловна, Сергей ывăлĕпе Наталья кинĕ, мăнукĕ-

сем, тăванĕсем, çывăх юлташĕсем хĕрÿллĕн

саламлаççĕ, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал

сунаççĕ.

А.ХОВАНСКИЙ ,

Раççей Журналисчĕсен Союзĕн членĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика