«2012-2014 çулсенче «Иванов В.А.» хресчен - фермер хуçалăх никĕсĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе çемье фермине аталантарас программăна хутшăнса 5 миллион тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ пулнă. Çак сумма çумне хăйсем ĕçлесе тунă укçи-тенкине хушса юхăнса пĕтме пуçланă витене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, унта мăйракаллă шултра выльăхсем çĕнĕрен туянса янă. Унсăр пуçне выльăхсем валли апат хатĕрлемелли тата вĕсене апат валеçмелли техника, пресс-подборщик, погрузчиклă МТЗ трактор туяннă. Çак вăхăтран вĕсем аталану çулĕ çине тăма пуçлани палăра пуçланă та ĕнтĕ. Пус çумне пус, тенкĕ çумне тенкĕ хушăнсан пурнăç та лайăх еннелле улшăнать. Кун çумне патшалăх пулăшсан вара татах та лайăхрах. Çапла вара 2017 çулта «Семейная живодноводческая ферма» программăна хутшăнса 10,0 млн тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ вĕсем.

IMG 8910«Иванов В.А.» хресчен-фермер ху­çалăхĕнчи ферма ĕçне йĕркелесе пырас енĕпе вăй хуракан управляющи А.Чер­нов. Вĕсен хуçалăхне çитсе курса Алексей Геннадьевичпа тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ.

IMG 8913«Малтанах укçа-тенкĕ, вăй çитерей­рĕ­­пĕр-ши тесе иккĕленсе те илтĕмĕр. Анчах каялла çул çук тесе хамăр ума тĕллев лартрăмăр. Тытăннă ĕçе вĕçне çитермеллех тесе палăртрăмăр. Çапла пуçланчĕ ферма ĕçĕ. Малтанах критик­лекенсем те тупăнчĕç, ырă сĕнÿ-канаш паракансем те пулчĕç. Ку 2017 çулта пулчĕ. Ĕçе хавхаланупах тытăнтăмăр. Кивелнĕ витене реконструкцилерĕмĕр. Нумай ĕçлерĕмĕр. Витерен тислĕк кăларакан агрегата та реконструкциленĕ. Грант укçипе 100 пуçа яхăн вырнаçакан вите тĕпрен юсаса çĕклесе ларт­рăмăр»,- тет Алексей Геннадьевич. Кунта çутă та таса. Ĕне пулма хатĕрленекен пăрусем хĕл каçаççĕ. Çуллахи кун вĕсем картишĕнче выртса-тăраççĕ. Çавна кура ку витене эпĕ пынă кун хĕрсех хĕле валли хатĕрлеме тытăннă. Стенисене, маччисене, выльăх тăракан вырăна шывпа саптарса çăватчĕç. Тасамартан тасатса пĕтерсен дезинфекци тума палăртаççĕ. Урай хăмисене салатса пăрахса çĕннипе, ятарласа резинăллă ковриксемпе çĕнетме палăртаççĕ. Ферма ĕçне çăмăллатас тĕллев­пе тĕрлĕрен хальхи йышши техника та туяннă. «Ĕне сĕчĕ — чĕлхи çинче тенĕренех эпир кашни çулах апат ытлă-çитлĕ хатĕрлеме тăрăшатпăр. Пĕл­тĕр ку енĕпе кăштах чăрмавсем килсе тухрĕç пулин те майне тупрăмăр, ăнăçлах хĕл каçартăмăр хамăрăн тă­ватă ураллă тусăмăрсене. Малтанхи сенаж упрамалли хранилищĕсене юсаса тирпейленĕ. Вĕсем пурĕ 5 хранилище. Пĕрне 800 тонна тутлăхлă апат вырнаçать. Сенаж тума пур технологине те пăхăнса ĕçлетпĕр. Пахалăхлă сенаж хатĕр­лес тĕллевпех çулса пăрахнă курăка тавăрса кондицие çитерме çĕнĕ йышши ворошилка, выльăх апачĕ хатĕрлемелли комбайн та туянма пултартăмăр. Выльăхран тÿрех пысăк тупăш кĕтмелле мар, малтан хамăрăн вăя, укçа-тенкĕне хĕрхенмелле мар. Вара тин тупăш çинчен калаçма пулать. Çитес вăхăтра ĕне сăвакан вырăна реконструкцилес тесе тĕл­лев ларт­нă-ха. Халĕ силоса, сенажа техника тиет, кормораздадчик апата хăйех валеçет. Ĕçлетĕн, ĕçлетĕн техникисем те, тĕрлĕ оборудовани те кивелсех пыраççĕ. Вĕсене туянма та йывăрланса пырать, хакĕсем «çыртаççĕ». Çапах та майлаштарса пыратпăр. Юрать-ха туяннă ял хуçалăх техникисемшĕн патшалăх 40 процентне каялла тавăрса парать. Ку питĕ пысăк пулăшу», – тет малалла сакăр çул çак ĕçре вăй хуракан А.Чернов.

IMG 8935«Паянхи куна фермăра пĕтĕмпе мăйракаллă шултра выльăх 600 пуçа яхăн, вĕсенчен сăвакан ĕне 231 пуç, пушмак пăрусем — 70, ултă уйăха çитмен пушмак пăрусем — 50 пуç, ултă уйăхран пĕр çулталăка çитейменнисем — 50 пуç, самăртма хупнă вăкăрсем — 100 пуçа яхăн. Выльăх-чĕрлĕх апатне кашни çулах ытлă-çитлĕ хатĕрлетпĕр. Пĕтĕмпе хуçалăхра 3201 гектар çĕр çинче акса-лартса илетпĕр. Унти 2439 гектарĕ çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, нумай çул ÿсекен курăк 389 гектар çинче çитĕнет, техникăлла культурăсем 300 гектар ытла йышăнаççĕ. Паянхи куна фермăри ĕçсене 10 çын пурнăçласа пырать. Ĕçе кадрсем татса параççĕ. Кунта ытларах Алексей Геннадьевичăн тăрăшулăхне палăртмалла. Пĕр ĕçе те тиркесе тăракан çын мар вăл. Пĕрне хурласа теприне ырламалли çук, пурте хастар, шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçлаççĕ. Акă, сăмахран МТЗ-82.1 тракторпа вăй хуракан Максим Олегович Михайлов. Çамрăк пулин те ĕç майне пĕлсе пурнăçлать. Ĕçе кăмăлтан, яваплăха туйса ĕçлесен йывăрлăха та сисместĕн», - тет хуçалăха ертсе пыракан В.Иванов.

Хуçалăхри специалистсемпе калаçнă май çĕр çинче ĕçлесе пурăнма ансат марри, фермер ĕçне аталантарса ярасси те çăмăллисен шутĕнче пулманни палăрчĕ. Фермерăн анлă тавракурăмлă, çаврăнăçуллă, нимĕнле ĕçрен те хăраман çын пулмалла тесе калас килет. Вĕсен чылай чухне агроном, зо­отехник, бригадир, хуралçă, комбайнер, тракторист, механик тата ытти специальноçсемпе те ĕçлеме тивет.

«Грантсем пурнăçланаççĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ Э.МИХАЙЛОВА. Кăларăма А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика