Чунĕпе ял пурнăçне парăннă Арапуçĕнчи Петровсен çемйи ĕçченлĕхĕпе уйрăмах палăрса тăрать. Йăлтах хăйсен вăйĕпе пурнăçлаççĕ вĕсем. Тĕп килте 2 ĕнерен пуçланă хăйсен ĕçне. Патшалăх пулăшăвĕпе — грантпа усă курса, хăйсен тăрăшулăхĕпе çулран-çул аталанса пырса паянхи кун чăн-чăн ферма хуçисем, «Петров С.Н.» хресчен-фермер хуçалăхне тытса тăракансем.
Шутлани пурнăçланать
Ялтах ĕçлесе пурăнас кăмăлпа Сергей Николаевичпа Ольга Михайловна 2017 çулта «Фермер ĕçне пуçăнакан» патшалăх программипе усă курса грант çĕнсе илеççĕ. 3 миллион укçа-тенкĕ параççĕ вĕсене çав çулах. Грант çĕнсе илнĕ пулсассăн каялла пĕр утăм та чакма юрамасть, малалла та малалла аталанмаллине пĕлтерет. Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ вĕсем паянхи кун та. Патшалăх пулăшăвне илни яваплăрах пулма хистет. Паянхи кун 48 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ, çав шутра сăвакан ĕнесем — 21. Ирпе ирех фермăра мăшăр — ирхи сăвăмра. Сĕте пуçтаракансем киличчен суса ĕлкĕрмелле. Тăвай районĕнчи «Молочная усадьба» ял хуçалăх производство кооперативне кунсерен сĕт ăсатаççĕ хуçалăхран. Пĕр литрне 25 тенкĕпе туянса каяççĕ.
«Уттине, тыр-пулне пухса кĕртсе пĕтертĕмĕр ĕнтĕ. Улăм турттарса кĕрсе çĕр сухаламалли юлчĕ уйра. Аслă ывăлпа Максимпа пурнăçлатпăр пур ĕçе те. Пĕрремĕш укоспа 280 кг таякан 300 рулон, иккĕмĕш укосра 330 рулон утă хатĕрлерĕмĕр. Улăм 60 рулон. Выльăх апачĕ çителĕклĕ халĕ. Силос тума тытăнасшăн çитес çул, агрегатне туянтăмăр кăçал», - каласа пачĕ хуçалăх пуçлăхĕ С.Петров. Çемьере кĕçĕн ывăл пулнине пăхмасăрах мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ вăл. «Май уйăхĕнченпе уйра Сергей. Çулла ĕç хыççăн ĕç вĕçленме пĕлмест вĕт», - терĕ Ольга Михайловна. 100 гектара яхăн çĕр çинче ĕçлеççĕ Петровсем паянхи кун. 27 гектар урпа, ыттине нумай çул ÿсекен курăксем, тĕрлĕ пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ, çав шутра çĕр улми, ыхра.
Пĕрне-пĕри кура – пурте тăрăшуллă
«Хула пурнăçĕ мана валли мар, вĕренсе пĕтерсен тăван ялтах тĕпленесшĕн», — пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне 17 çулхи Максим. Вăл Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче ветеринара вĕренет. Выльăх-чĕрлĕх ферминче пĕлÿ илнĕ специалист çав тери кирлине пĕлеççĕ Петровсем. «Малтанхи вăхăтра тин кăна выльăх тытма пуçласан ăна-кăна ăнланса та пĕтерейместĕмĕр. Юрать-ха, ялти ветеринари тухтăрĕ Вера Петровна питĕ нумай пулăшрĕ, вĕрентрĕ пире. Халĕ тивĕçлĕ канура вăл, кирлĕ пулсан халĕ те пулăшать», - терĕ Сергей Николаевич. Ывăлĕсене ĕçленĕшĕн хавхалантарма пĕлет ашшĕ-амăшĕ, хăйсем мĕн ĕмĕтленнине туянма укçа параççĕ. Аслă ывăлĕ çăмăл автомашина туянма ĕмĕтленет, кĕçĕнни чаплăрах компьютерлă пуласшăн.
Фермăра ĕç пĕтмест. Халĕ ĕнесене çуллахи, çумăрлă вăхăтра тытмалли ятарлă вырăн туса хунă.
«Кăçал подстанци лартса фермăна электричество кĕртсе пачĕç. Патшалăх пулăшрĕ. Хут ĕçĕсемпе чылай çÿреме тиврĕ, апла пулин те пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçланчĕ. Малтан ансат марччĕ. Ял çыннин килĕнчен проводасем карса илсе çитерме тиветчĕ электричествăна, ток вăйĕ çитместчĕ. Тырă авăртмалла, сварка тумалла, ĕне сăвакан аппарата, сĕте сивĕтекен агрегата ĕçлеттермелле - электричествăсăр ĕç тума çук. Халĕ ку енĕпе чăрмав çук», - каласа пачĕ çемье пуçлăхĕ.
Хуçалăхри пур ĕçе тума техника йăлтах пур: комбайн, икĕ трактор, УАЗ автомашина. Сергей Николаевичăн алли çыпăçуллă, вăл трактор çумне кăкарса ĕçлемелли - çĕре кăпкалатмалли, сÿремелли, чĕрмелли — хатĕрсене хăйех пуçтарса тунă. Ферма территорийĕнче хăма кăлармалли пилорама та пур, кунта вĕсем хăйсем валли строительство тума хăма кăлараççĕ.
Кăçал Вăрмар Акатуйĕнче Ольга Михайловнăна район шайĕнче чи лайăх доярка пулнă ятпа пĕрремĕш степеньлĕ Дипломпа, парнепе чысланă.
Сергей Николаевичăн амăшĕ — Любовь Петровна яланах пулăшать çамрăксене, ĕне сунă чухне те, апат пĕçерме, çум çумлама та.
«Çапла, çанă тавăрса ĕçлемесĕр, тар кăлармасăр малалла каяймăн. Ялти пурнăç çăмăл мар, анчах хуларинчен лайăхрах», - теççĕ Петровсем.
«Грантсем пурнăçланаççĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Э.МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ.