Паянхи хулари шавлă пурнăçран аяккарах пурăнас текенсем валли 3 процентлă ял ипотекипе усă курса çурт лартма е туянма май пур. Çакăн пирки ВКонтакте социаллă сетьре тÿрĕ лини иртрĕ. Ыйтусем çине ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Артамонов, «Россельхозбанк» акционерлă обществăн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ И.Письменская хуравларĕ.
Ял ипотеки нумай ачаллă çемьесемшĕн, çамрăксемшĕн 0,1 процентпа, агропромышленноç комплексĕнче, муниципаллă службăра, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенче вăй хуракансемшĕн 0,5 процентпа, социаллă сферăра, потребительствăпа ял хуçалăх кооперацийĕнче, пушар хуралĕн службинче тăрăшакансемшĕн 1 процентпа танлашма пултарать. Çавăн пекех агропромышленноç комплексĕнче, социаллă сферăра, ветеринари ĕçне пурнăçлакан организацисенче вăй хуракан çамрăк специалистсене кредитăн ставкине 0,1 процент таранччен чакарса пама пултараççĕ. Тÿлевсене Чăваш Республикин бюджетĕнчен уйăраççĕ. Анчах та çурта подрядлă организаци кăна тума пултарать, тăвансемпе пĕрле, ниме мелĕпе май килмест. Паянхи кун республикăри ялсенче çурт тума пултаракан аккредитациленнĕ вуншар подрядлă организаци ĕçлет. Çурт тума кредит илекен çыннăн çак çуртра пропискăна тăмалла, çавăн пекех çак ипотекăпа хăпартакан çурт патне электричество, шыв, канализаци илсе çитермелле. Кредит илесси йывăр мар. Енчен те гражданинăн кредит историйĕ чиперех пулсан, документсем алăра пулсан 5 кун хушшинче 3 миллион тенкĕ таранччен илме пулать. Банка каймасăрах, онлайн мелĕпе, мобильлĕ приложенисем урлă та илме май пур. Чи пысăк сумма 3 миллион тенкĕ. Илнĕ укçана тÿлесе татмалли чи пысăк срок — 25 çул, анчах та заемщикăн - çурт хăпартаканăн кредита тÿлесе пĕтернĕ çĕре 75 çултан аслă пулмалла мар. Çурт тума 3 миллион тенкĕ сахал текен çемьесем икшер кредит та илекен тĕслĕхсем пур, упăшки 3 миллион тенкĕ, арăмĕх тепĕр 3 миллион тенкĕ.
Нумай ачаллă çемьесене уйăрса паракан çĕр участокĕсем çинче те çурт лартма пулать çак çăмăллăхпа усă курса. ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Артамонов муниципалитетсен ертÿçисене çак çĕрсене аякра уйра уйăрса памалла маррине палăртрĕ, мĕншĕн тесен вĕсене инфраструктурăпа тивĕçтересси ытла та хакла кайса ларать.
Спикерсем тÿрĕ лини вăхăтĕнче граждансенчен çитекен пур ыйтусене те тĕплĕ хуравларĕç, ăнланманнине ăнлантарса пачĕç.
Э.МИХАЙЛОВА.