Карап — ăнăçу, хăрушсăрлăх, çулçÿрев символĕ. Ахальтен мар пулĕ Чупайри пĕтĕмĕшлĕ пĕлÿ паракан тĕп шкулта тухса тăракан хаçата «Шкул карапĕ» /«Школьный корабль»/ ят панă. Ахăртнех, информаци тинĕсĕн хумĕсем тăрăх «Шкул карапĕ» хăйĕн умне лартнă тĕллевĕсене ăнăçуллă пурнăçласа пытăр тенĕ ĕнтĕ.
Чупайри шкул хаçачĕ самай çамрăк темелле, вăл хăйĕн утăмĕсене тин çеç тăва пуçланă — иртнĕ вĕренÿ çулĕнче ĕçе пуçăннăскерĕн темиçе номерĕ кăна кун çути курнă. Апла пулин те хаçат аталанса пыни куçкĕрет: чи малтанхипе юлашки номерĕсене танлаштарса пăхсан ырă улшăнусем тÿрех палăраççĕ. Раççей халăхĕсен культура еткерĕн çулталăкне халалланă мероприятисен шайĕнче районти ача-пăча творчество çуртĕнче иртнĕ шкул хаçачĕсен «Школа-пресс» конкурсĕнче те «Шкул хаçачĕн чи лайăх иллюстрациллĕ материалĕ» номинацинче «Шкул карапĕ» лауреат пулса тăнă.
«Шкул карапĕ» хаçата кăларассипе ытларах 8-мĕш класра вĕренекенсем — София Петрова, София Егорова, Ксения Скворцова, Родион Скворцов, Александра Матвеева, вĕсен класс руководителĕ — вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Регина Сергеевна Петрова /ÿкерчĕк çинче/, çавăн пекех чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Александровна Цыфаркина тăрăшаççĕ.
Юнкорсем шкул хаçачĕ кăларас ĕç вĕсене килĕшнине палăртаççĕ. Пурте вĕсем талантлă, пултаруллă, чăвашла та, вырăсла та çыраççĕ. Тĕслĕхрен, София Петрова мĕн пĕчĕкрен сăвăсем, прозăлла хăйлавсем çырать, литературăпа кăсăкланать. Хăйĕн произведенийĕсемпе тĕрлĕ конкурссене хутшăнса палăрнă вăл. Акă, 2021 çулта Халăхсем хушшинчи «Письмо солдату. Победа без границ» конкурсăн муниципалитетри тапхăрĕнче «Письмо. Проза» номинацинче призер пулса тăнă. Вăлах 2022 çулхи Акатуйĕнче иртнĕ художествăлла пултарулăх фестивалĕнче «Лучший чтец» номинацинче II степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Çавăн пекех София кăçал регион шайĕнчи «Хусанкай вулавĕсем — 2022» фестивальте призер пулнă.
Чупай шкулĕнче ытти классенче те творчество еннелле туртăнакан ачасем сахал мар. Вулакансем вĕсен пултарулăхĕпе шкул хаçачĕ урлă паллашма пултараççĕ. Сăмахран, 6-мĕш класра вĕренекен Милена Яковлева /ÿкерчĕк çинче Л.Цыфаркинăпа пĕрле\ çырас енĕпе те маттур, хăйĕн произведенийĕсемпе тĕрлĕ конкурссене хутшăнса та малти вырăнсене йышăнать. Кăçал кăна-ха вăл Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа регион шайĕнче иртнĕ оратор ăсталăхĕн конкурсĕнче призер пулса тăнă.
Вăт çакăн пек маттур вĕренекенсем ăс пухаççĕ Чупай шкулĕнче. Вĕсен руководителĕсем — Р.Петрова, Л.Цыфаркина тата ыттисем те — ачасене хатĕрлес ĕçе яваплăн пурнăçлани куç умĕнчех. Эсир вара, хисеплĕ вулаканăмăрсем, София Петровăпа Милена Яковлевăн пултарулăхĕпе паллашсамăр.
Тăван çĕршыв, тăван чĕлхе
Хам шухăша пуçличчен ирĕк парсамăр сире ыйту пама.
Пуриншĕн те чи хаклă ял вăл — ... /тăван ял/
Пуриншĕн те чи хаклă тавралăх — ... /тăван тавралăх/
Эпĕ тĕлĕнмелле илемлĕ вырăнта пурăнатăп. Ялтан тухсанах вăрман пуçланать. Кăчăк! туртать çурхи вăрман хăй ытамне. Пыратăп вăрманпа утса. Хурăнлăхра куккук авăтать, чăн чăвашла, тăванла.
— Эпĕ килтĕм, йăмăкăм, тăван вырăна, тăван çĕршыва.
Ак сар кайăк юрри те илтĕнчĕ. Унăн сасси аппан шăнкăр чăвашла юхакан юррине аса илтерет.
Чăрăшлăхра чăрăш кайăкĕ тата пилеш кайăкĕ юрланине илтетĕп. Вĕсем Африкăра, Кăнтăр Азире хĕл каçнă май тăван тавралăхсăр, тăван юрăсăр тунсăхлани çинчен систереççĕ.
— Юрлăр, юрлăр — тăван чĕлхепе, кайăк чĕлхипе, анне чĕлхипе!
Утатăп васкамасăр, тухтăр ача кăкăрне итленĕ пекех сасăсене тимлĕ итлетĕп.
Вăрман тарăннăн, манăн ват асатте евĕрех, шухăша путнăн сывлать.
«Куратăн-и, мăнукăм, тăван тăрăхра шăпчăкĕ те чăвашла юрлать авă, вăрманĕ те чăвашла кашлать. Вĕсен сассипе сан чĕрÿ те чăвашла тапать», — тенĕн туйăнать.
Арапуç еннеллех, Ара юханшывĕ хĕрринех çитсе килес терĕм. Вăл инçех те мар, пынăçемĕн çывăхри йывăçсем витĕрех сисĕнме тытăнать.
— Сывă-и, Ара шывĕ, мĕнле пурăнатăн?
Ара çырми текерлĕк, чарлан тата ытти шыв кайăк сассипе тăванла, чăвашла саламлать мана.
Тăван ял хирне, тăван ял тăприне выртăттăм та чуптăвăттăм, ĕмĕр пăрахмăп тесе, сирĕн умра намăс курмăп тесе, сирĕнтен уйрăлмăп тесе...
Анне мана хавассăн кĕтсе илчĕ:
«София, эсĕ хăнасене хапăл-и?» — йăл кулчĕ анне.
— Мĕнле хăнасене?
— Крыльца çине улăхса пăх-ха, мĕн куратăн?
Ак тамаша! Мăшăр чĕкеç хăйсен йăвине тирпейлет, якатать иккен.
Анне каланă тăрăх, çак чĕвĕлти чĕкеçсем эпĕ çуралсанах пирĕн пата иленнĕ. Халăхра чĕкеç кил-çурт çывăхне иленсен, телее тенĕ. Çак эреветлĕ-теветлĕ чĕвĕлтисем ĕнтĕ мана тăван чĕлхене, анне чĕлхине пилленĕ...
Çакă вăл пĕтĕмпех тăван ял илемĕ, тăван ял ăшши!
Тăван яла, Тăван çĕршыва юратнăран пирĕн вăй-хал хăватлă çăлкуç пек тапса тăрать!
София Петрова, 8-мĕш класс.
Чăваш çĕрĕ, пурăн ĕмĕр
Пĕлетĕр-и, юлташсем, манăн мăн кукамай тĕлĕнмелле ăслă çын. Мĕн кăна пĕлмест-ши вăл! Çавăнпа та эпĕ ăна энциклопеди-кукамай тетĕп.
Акă пĕррехинче телевизорпа каçхи хыпарсене пăхса ларатпăр. Унта çуртсене шыв илнĕ, кунта çĕр чĕтреннĕ, тепĕр çĕрте çавра çил пĕтĕмпех хуçса ватса пĕтернĕ. Эпĕ çав вырăнти çынсен пурнăçĕшĕн кулянатăп.
— Ай-ай, пирĕн пата кăна ан килтĕр ку инкек, — тесе ларатăп.
Мăн кукамай ман çума пырса ларчĕ.
— Пĕлетĕн-и, манукăм, — тет, — Чăваш çĕрĕ çĕр кăвапинче ларать. Ку çĕр сăваплă та таса. Ăна Çÿлти Турă упраса тарать.
Чăваш çĕрĕ маншăн — атте те, анне те, тăван пичче те. Çак çĕре юратнăран ман вăй-хал хăватлă та тăп-тăрă çăлкуç пек тапса тăрать. Маншăн çак çĕртен хакли тĕнчере нимĕн те çук.
Кунта эпĕ çут тĕнчене килнĕ, утма вĕреннĕ, калаçма пуçланă, çут çанталăкпа паллашнă. Сăнăр-ха, кашни ÿсен-тăранăн, кашни чĕр чунăн, кашни вĕçен кайăкăн, хурт-кăпшанкăн хăйĕн тăван çĕрĕ пур. Хăйĕн тăван çĕрĕнче вăрлăх сапса хунав хыççăн хунав кăларать, чĕпĕ кăларать, ăратлăхне аталантарать. Тăван тавралăха илем кÿрет. Кунта хăйне çав тери аван туять. Мăн кукамай каласа панă тăрăх, Чăваш çĕрĕ çинче ĕмĕртенех тинĕс пек ыраш хумханнă, пахчи-пахчи хăмла пахчи, чапĕ кайнă таврана, улăх-çаранĕ, кĕтÿ-кĕтÿ выльăхĕ!
Юлташсем, манăн шухăш çаплалла:
Ман патвар ÿсесчĕ,
Çĕр çинче çĕлесчĕ,
Ырашне акасчĕ,
Хăмлине çакасчĕ!
Эпĕ вăйлă ĕçлесен,
Эс, юлташăм, пулăшсан,
Ан кулян, Чăваш çĕрĕ пурăнать!
Чăваш çĕрĕ ешерет!
Милена Яковлева, 6-мĕш класс.