1   Елена Павловна Федотова, ĕç ветеранĕ: «Эпĕ Рязань облаçĕнче çуралнăскер, вăрçă пуçланнă чухне 10 çулта кăна пулнă. Манăн атте тата икĕ пичче вăрçа тухса кайнă. Вĕсенчен атте — Павел Степанович Четырев кăна вăрçă пĕтсен киле таврăннă. Икĕ пичче вара вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех пуçĕсене паттăрăн хунă. Атте те питĕ йывăр аманса таврăннă вăрçăран. Вăрçă çулĕсем пирĕншĕн, ачасемшĕн питĕ йывăр пулнă. Çиме çăкăр çукки, выçă пулни нушалантарнă. Килте ĕне усранипе кăна выçлăхран хăтăлса юлнă темелле. Темĕнле йывăр пулсан та, пирĕн совет салтакĕсем çĕнтерĕве çывхвртассишĕн хăйсен пурнăçне шеллемесĕр çапăçнă, эпир те тылра пĕтĕм вăй-халтан тăрăшнă. Пирĕн çулхи яшсемпе хĕрсен çамрăклăхĕ пĕтĕмпех фронт валли тăрăшнинче иртрĕ. Вăрçă чарăннăранпа 73 çул çитрĕ. Никамăн та, нихăçан та вăрçă нушине курмалла ан пултăр. Пурне те Çĕнтерÿ кунĕпе, уяв ячĕпе сире!»
 2  Петр Николаевич Петров, ĕç ветеранĕ: «Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче асаттен шăллĕ Кузьма Степанович Жаворонков хыпарсăр çухалнă. Вăл Вăтакас ялĕнчен пулнă, 1941 çулта вăрçа тухса кайнă та 1942 çулта хыпарсăр çухалнă. Çавăн пекех аннен пиччĕшĕ Василий Николаевич Николаев 1943 çулта 18 çул тултарсан Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕлеме тухса каять. Анчах та 1944 çулта вăл йывăр аманать, госпитальте вилет. Ăна Литва хулинче пытарнă. Тĕнчери лару-тăру йĕркеленсен эпир, тăванĕсем, ун вилтăприйĕ çине çитсе курасшăн. Паян, майăн 9-мĕшĕнче, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче ĕмĕрлĕхех пуçĕсене хунă паттăр салтаксене асăнса Вăрмар поселокĕнче иртекен митинга тухрăмăр. Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуçĕсене хунă пирĕн тăвансем пирĕнпе пĕрле çук ĕнтĕ, анчах та вĕсен ячĕ пирĕн чĕресенче ĕмĕрех упранĕ, вĕсен ячĕсем ĕмĕрех вилĕмсĕр».
 3  Клавдия Николаевна Петрова, ĕç ветеранĕ: «Эпĕ вăрçă пуçланнă çул, 1941 çулта çуралнă. Пирĕн килте 4 ача пулнă. Атте, Николай Павлович Краснов, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă, унтан йывăр аманса таврăннă. Пире вăрçă ачисене, вăрçă хыççăн та пĕрре те çăмăл пулман. Выçă пулнă, çиме çуккипе çĕрĕк çĕрулми те пĕçерсе çинĕ. Выçăпа аптранипе шыçă чирĕпе аптракансем те чылай пулнă. Вăрçă хыççăнхи çулсем питĕ йывăр пулсан та, эпир чăтнă, тÿснĕ. Пĕве кĕрсен, эпĕ тăван хуçалăхри фермăра пăрусем пăхакан пулса ĕçлеме тытăнтăм, Каярахпа вара ача садĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрăм. Вăрçă нушине никамăн та курмалла ан пултăр. Пурне те мирлĕ пурнăç, çутă малашлăх сунатăп!»
 4  Елена Ильинична Сергеева, ĕç ветеранĕ: «Эпĕ Красноармейски районĕнче çуралнă. Атте, Илья Ефремович Ефремов, 1941 çулта вăрçа тухса кайнă. Ленинград хулине ирĕке кăларнă чухне вăл паттăрсен вилĕмĕпе вилет. Манăн мăшăр Елизар Сергеевич Сергеев 1942 çулта вăрçа тухса каять. Вăл вăрçăран таврăнсан Çĕрпÿри педучилищĕре ĕçлет. 1961 çулта эпир Вăрмар районне пурăнма куçса килнĕ. Мăшăр чылай çул шкул директорĕ пулса вăй хунă. Халĕ вăл пирĕнпе пĕрле çук ĕнтĕ. Манăн çакна калас килет: нихăçан та вăрçă ан пултăрччĕ, пурте мирлĕ пурнăçпа пурăнасчĕ».
 5  Людмила Петровна Васильева, Вăрмар поселокĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ: «Майăн 9-мĕшĕ пирĕншĕн пуриншĕн те уйрăмах çывăх уяв. Фашистла Германие çĕнтерессишĕн миллионшар çын çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварассишĕн паттăрла вилĕмпе пуçĕсене ĕмĕрлĕхех хунă. Вĕсенчен пĕри манăн кукаçи — Кондратьев Павел Кондратьевич танкист пулнă, 1943 çулхи июль уйăхĕнче вăрçă хирĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Манăн аттен пиччĕшĕ - Артюков Сергей Иванович та вăçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех пуçне хунă. Пирĕн йăхран вăрçă хирне 4 çын кайнă, пурте паттăрлăх кăтартса ĕмĕрлĕхех пуçĕсене хунă. Манăн хуняçа — Васильев Петр Иванович вăрçăна Берлинта вĕçленĕ, унăн шăллĕ - Михаил Иванович вăçă хирĕнчен çĕнтерÿпе таврăннă. Пире вĕсем мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн эпир çĕре çити пуç таятпăр. Вĕсен паттăрлăхĕ ĕмĕрлĕхех пирĕн асăмра юлĕ».

 

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика