Майăн 30-мĕшĕнче асар-писер çанталăк пăтăрмахĕсем - çеккунтра 20-25 метр вĕрекен çил-тăвăл, аслатиллĕ çумăр - Чăваш Республикинчи хуласемпе районсенче самаях пысăк сиен кÿнĕ. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, çутă юписемпе йывăçсем ÿкнине пула республикăри 17 районта электричество пралукĕсем татăлса пĕтнĕ, Красноармейски, Вăрмар, Тăвай районĕсенче социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен çивиттийĕсене çил сÿсе кайнă, Шупашкар районĕнче электричество юписем ÿкнĕ, çăмăл автомашинăсем сиенленнĕ. Çавăн пекех регионти нумай хваттерлĕ тата уйрăм кил хуçалăхĕсенчи çуртсен çивиттийĕсем арканнă. Икĕ çын аманнă. Çавна май республикăра чрезвычайлă лару-тăру пирки режим йышăннă. ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев мĕнпур службăсене кирлĕ пек мерăсене вăхăтра йышăнса инкек хыççăнхи йывăрлăхсене сирсе ярассипе ĕçлеме хушнă.
Пирĕн районта та çанталăка пула йывăрлăхсем чылай сиксе тухнă. Майăн 30-мĕшĕнче Вăрмар район администрацийĕ районта чрезвычайлă лару тăру режимĕ пуçланни пирки постановлени йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн районти хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, организацисемпе учрежденисен руководителĕсен социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене, экономика объекчĕсене резервлă çăлкуçсенчен электричествăпа тивĕçтерессине тĕрĕслесе хатĕрлемелле, халăха пĕлтермелли системăсене тĕрĕслемелле, чÿречесене хÿтĕлессипе, çивиттисене, реклама щичĕсене çирĕплетессипе мерăсем йышăнмалла тата ытти пĕлтерĕшлĕ ĕçсене те пурнăçламалла.
Çанталăка пула Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул уйрăмах вăйлă сиенленнĕ. Кунти лару-тăрупа паллашма тепĕр кунне ирхине-ирех вырăна çитрĕмĕр. Куç умне чуна çÿçентерекен картина тухса тăчĕ. Çил-тăвăл шкул çивиттине сÿсе кайнă. Метталлочерепицăран тунă листасене струпилсемпе, хăмисемпе пĕрле вĕçтерсе ÿкернĕ. Йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшмаллине тĕпе хурса шкулта вăй хуракансем, район, ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем, ялта пурăнакансем пурте пĕрле кар тăрса тимĕр-тăмăра, хăмасене шкул çумĕнчен айккинелле сĕтĕреççĕ, территорине тасатассипе тăрăшаççĕ. Шкул директорĕпе Г.Архиповăпа тĕл пулса лару-тăрăва уçăмлатса пама ыйтрăмăр. Галина Ивановна сăмахĕсем тăрăх, çил-тăвăл тухса кайнă вăхăтра ачасем те, вĕрентекенсем те шкулта пулнă, вĕсене пурне те пĕрремĕш хутра пуçтарнă, чÿречесене те, алăксене те хăвăртрах хупса питĕрнĕ. Çил кĕрлесе, шăхăрса çивиттине сÿсе ÿкернĕ сасă илтĕнсе кайнă. Кайран, çил лăплансан, шкул картишне тухса пăхнă хыççăн лару-тăру çăмăл мар пулнине курнă. Галина Ивановна тÿрех пулăшу службине, пушар чаçне шăнкăравланă, районти яваплă çынсене пĕлтернĕ. Лару-тăрăва хакланă хыççăн çивиттин 1000 тăваткал метр лаптăкĕ сиенленнине палăртнă. Çивитти арканнине пула çумăр çусанах шала шыв каять, çавăнпа çак кунсенче юсав ĕçĕсене пуçласса шаннине каларĕ Галина Ивановна. "Çанталăка хирĕç каясси пулмасть. Тавах Турра, çак инкеке пула пĕр çын та аманман", - терĕ вăл хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май
Ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕпе Н.Калягинăпа та калаçрăмăр. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, ял тăрăхĕнче чылай çĕрте электричество пралукĕсем татăлнă, хăш-пĕр кил-çуртсен, хуралтăсен çивиттийĕсем сиенленнĕ. Асăннă йыврăлăхсенчен хăтăлас тĕлĕшпе ĕçсем пыраççĕ.
{gallery}albums/20180530hurricane{/gallery}
И.ДАНИЛОВА.