IMG 4909

Кивĕ Мăнтăр ялĕнчи Валентина Петровнăпа Николай Иосифович Ильинсене çамрăкранах пĕлетĕп. Маларахри çулсенче çак ĕçчен мăшăр «Россия» совхозра вăй хуратчĕ. Вĕсем çинчен «Хĕрлĕ ялав» хаçатра та нумай çырнă. Пурнăç улшăннăçемĕн вĕсем хăйсем уйрăм хуçалăх /ЛПХ\ йĕркелесе килте вите хăпартса лартса сысна ĕрчетсе янăччĕ. Çак вăхăтра та вĕсем çинчен хаçатра çырнăччĕ.

Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть. Ильинсен ĕçне халĕ ачисем малалла тăсаççĕ. Акă, Альбина Николаевна иртнĕ çулсенче çемье фермине аталантарса ярас тĕллевлĕ программăна хутшăнса 1 млн та 100 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илме пултарчĕ. Йывăрлăхран хăраман çемье çак кунтан хăйсен умне лартнă тĕл­леве пурнăçа кĕртме тытăнчĕ. Халĕ вĕсен 50 пуç ытла мăйракаллă шултра выльăх. Ильинсен хальхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тĕллевпе Кивĕ Мăнтăр ялне çитрĕмĕр. Тăрăшакана патшалăх та пулăшать, хăйсем те алла усса лармаççĕ. Ирхине-ирех çитейменрен выльăхсене апат валеçсе панă хыççăн кăна тĕл пултăмăр кил хуçисемпе. Хĕрĕ, Альбина Николаевна, ферма ĕçĕсенчи тĕрлĕрен ыйтусене татса пама тухса кайса та ĕлкĕрнĕ. Килĕнче унăн ашшĕне Николай Иосифовича тата кунта ĕçлекен Сергей Иванович Павлов рабочие тĕл пултăм /ÿкерчĕк çинче/. Вĕсем выльăх-чĕрлĕх валли хатĕрленĕ утă-улăм хунă сара­йĕнче тирпей-илем кĕртетчĕç. Манăн вара кил хуçипе, тивĕçлĕ канури ĕç ветеранĕпе Н.Ильинпа калаçма тÿр килчĕ. Кил хуçи тенĕрен, çак çемье фермине пĕтĕмпех йĕркелесе пыраканĕ, хĕрне ăс вĕрентекенĕ те вăлах. Мĕншĕн тесен вăл выльăх-чĕрлĕх «чĕлхине» те пĕлет пулĕ, хă­йех ветеринари работникĕ те, зоотехникĕ те, скотникĕ те пулма хирĕç мар пулмалла. Мĕн кирлине пĕтĕмпех пурнăçлать. «Эпĕ тивĕçлĕ канура», - тесе лараканни мар.

«Манăн пурнăç пĕтĕмпех выльăх-чĕрлĕхпе çыхăннă. Ку манăн ĕç мар, яланхи пурнăç йĕрки. Эпĕ хамăн пурнăçа выльăх-чĕрлĕх­семсĕр курмастăп. Ывăл ача Альберт Николаевич та çак ĕçе хутшăнасшăн-ха. Вăл хальхи вăхăтра Альбина Николаевнăн выльăхĕсене пăхма пулăшать, кунтах ĕçлет. Вы­льăх-чĕрлĕхе пăхма вĕренсе çитрĕ. Вăл та хăй çине ятарласа яваплăх илесшĕн, «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăна хутшăнса грант выляса илме тĕллев ларт­нă. Унăн малашлăхĕ пысăк. Тепĕр вите туса лартса выльăх-чĕрлĕх пуçне хушăнтарасшăн. Хальхи вăхăтра 25 гектар çĕрпе усă куратпăр пулсан, тепĕр 30 гектар çĕр илме ыйтса çырнă. Ыйтăва тивĕçтеретпĕр терĕç, кĕçех çĕрне виçсе пама шантарчĕç. Фермер ĕçне тытăнни ялта пурăнакансене ĕç вырăнĕпе те тивĕçтерме май парать. Туса илнĕ продукцине сутассипе те ĕçсем аван пыраççĕ, кÿренмелле мар», - терĕ те Н.Иль­ин хавхалануллăн, выльăх-чĕрлĕх усракан витене кĕрсе курма сĕнчĕ. Вите умне çитсен чăваш юрри янрани урамранах илтĕнчĕ. Наци радио­вĕ калаçать иккен. Мăйракаллă шултра выльăхсем те радио «итлеççĕ». «Малтанлăха хамăр ĕçленĕ хушăра радио итлес тесех лартрăмăр, каярахпа выльăхсем хăнăхса кайрĕç те радио калама чарăнсанах апат çиме пăрахса пуçĕсене çĕклеççĕ. Çак меслет талăкри ÿт хушаслăхне те самаях ÿстернине каярахпа ăнланса илтĕмĕр», - тет кил хуçи кăшт куларах.

Ахальтен каламан ĕнтĕ ватăсем: «Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен», - тесе. Питĕ тĕрĕс сăмахсем. Ĕçчен те тăрăшуллă çемье çирĕп алăра пулни пур енчен те палăрчĕ.

А.НИКОЛАЕВА.

Комментарии  

0 #1 Георгий 22.07.2020 15:23
Сергей Иванович Павлов - учитель музыки мар и-ха вал?
Цитировать

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика