Майăн 7-мĕшĕнчи чи паллă пулăм — Владимир Путин Раççей Президенчĕн должноçне официаллă йышăнни. Торжествăлла мероприяти Кремльти Пысăк Керменте иртнĕ.
Владимир Путин сенаторсем, депутатсем, Конституци сучĕн судйисем умĕнче присяга тытнă. Мероприятине регионсен Пуçлăхĕсем, Раççей Геройĕсем, обществăлла организацисемпе конфессисен представителĕсем, наукăпа культура ĕçченĕсем хутшăннă.
Андеевски залне патшалăх ялавне, Президент штандартне, патшалăх пуçлăхĕн знакне çĕклесе кĕнĕ тата, паллах, Конституцин уйрăм экземплярне. Шăпах ун çине аллине хурса Владимир Путин патшалăхшăн, халăхшăн чунтан парăнса ĕçлеме тупа тунă. Çапла вара политикăра çĕнĕ тапхăр пуçланать.
Аса илтеретпĕр, Президент суйлавĕ март уйăхĕнче иртнĕ, унта Владимир Путиншăн 87% ытла суйлавçă сасăланă. Ку кăтарту граждансем Владимир Владимировича шаннине туллин çирĕплетет.
kremlin.ru сăн ÿкерчĕкĕ