Хаклă хĕрарăмсем!

Сире Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

«Кăмака – пÿрт ăшши, хĕрарăм – чун ăшши», – теççĕ чă­вашсем. Эсир тимлĕ те тăрăшуллă пулнăран кашни килтех ăшăлăхпа хăтлăх хуçаланать, таврари тĕнче вара çутăпа тата ырăлăхпа тулать. Сирĕн ачашлăхăрпа ăсăр пире кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пулăшаççĕ, çĕ­нĕ çитĕнÿсем тума хавхалантараççĕ.

Эсир республикăн тата пĕтĕм çĕршыв атала­нăвне калама çук пысăк тÿпе хыватăр. Чун тур­тăмне парăнса ĕçлекен вĕрентекенсемпе тухтăрсем, яваплă ертÿçĕсемпе тăрăшуллă спе­циалистсем, ырми-канми ĕçчен ял пикисем, пултаруллă культура ĕçченĕсем – эсир хăвăр ĕçĕрпе, иксĕлми вăй-халăрпа тата хастарлăхăрпа Чăваш Енĕн хальхи пурнăçне тăватăр тата пуласлăхне йĕркелетĕр.

Ятарлă çар операцине хутшăнакан пирĕн çар çыннисен амăшĕсемпе арăмĕсене – уйрăм тав сăмахĕсем. Сирĕн çирĕплĕхĕр, чун хавалĕ, ĕненĕвĕрпе юратăвăр пирĕн салтаксене тăшмана часрах çĕнтерессе çирĕппĕн шанма вăй параççĕ.

Хăйсен пурнăçне Тăван çĕршывшăн ĕçлессине халалланă хĕрарăмсене уйрăммăн тав тă­ватăп. Сирте вăй, илемлĕх тата паттăрлăх căнарланса тăрать.

Хаклă аннесем, асаннесемпе кукамайсем, аппасемпе йăмăксем, савнă арăмсем тата юрат­нă хĕрĕмĕрсем! Çак кун сире çывăх çыннăрсем ытамĕ-ытамĕпе чечек парнелеччĕр тата кăмăллă кĕтменлĕхсемпе савăнтарччăр. Пурсăра та çирĕп сывлăх, çемье телейне, ырлăх тата тăнăçлăх сунатăп.

Уяв ячĕпе, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе сире!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика