Мартăн 4-5-мĕшĕсенче Шупашкарта - «МТВ-центрта» - «Çĕр улми-2026» курав иртсе кайрĕ. Кунта Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ертсе пынипе пирĕн округ делегацийĕ те хутшăнчĕ. Участниксем селекци çĕнĕлĕхĕсемпе, çĕр улмин тĕрлĕ сорчĕсемпе, вăрлăх хатĕрлессипе малта пыракан предприятисемпе, иккĕмĕш çăкăра çитĕнтерессипе, упраса тирпейлессипе çыхăннă çĕнĕ технологисемпе паллашма пултарчĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе курав фермерсемпе ăсчахсене, бизнес тата влаç представителĕсене пĕрле тĕл пулса калаçмалли лапам пулса тăчĕ.
Çĕр улми куравĕнче 55 тонна ытла вăрлăх сутма палăртнă. Кăçал 15 тĕрлĕ сорт сĕннĕ. Туянас кăмăллисене регионсем хушшинчи суту-илÿпе курав центрĕнче тата «Пехет» агромаркетра кĕтсе илчĕç. Аслă ăрурисене тавара транспортпа килнех çитерсе панă. Пĕлтĕр çак çăмăллăхпа 220 ветеран усă курнă.
«Çĕр улми-2026» куравăн партнерĕ - «Единая Россия» политика партийĕ, вăл партин «Российское село» проекчĕн пĕлтерĕшлĕ тапхăрĕ. Çак проект шайĕнче патшалăх пулăшăвĕ пурнăçланса пырать.
