Хаклă хĕрарăмсем, çывăх çыннăмăрсем!

Сире çурхи чи илемлĕ те ăшă уявпа – Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр.

Сирĕн çепĕç куллăр ăшшипе, савăнăçлă кăмăл-туйăмпа тата çĕнĕлĕхпе тулса пуянланнă уява эпир пурте чăн-чăн çуркунне палли пек йышăнатпăр. Çак вăхăтра çутçанталăк хĕл ыйхинчен вăранса чĕрĕлме тытăнать, чунра çĕнĕ ĕмĕт-тĕллев çуралать.

Эсир этемлĕхе чĕрĕлĕхпе пурнăç пилленипе пĕрлех çемье тăнăçлăхне, кил-çурт хăтлăхне упраса-йĕркелесе пыратăр. Хăвăр ачăрсен пуласлăхĕшĕн кăна мар, килес ăру шăпишĕн те пăшăрханатăр, яваплăха туйса ырми-канми ĕçлетĕр. Çав вăхăтрах эсир пире, арçынсене, вăйлăрах пулма хистетĕр, хăвăр хастарлăхăрпа тĕслĕх кăтартатăр. Историре çавăн пек самантсем нумай: Аслă Отечественнăй вăрçăн йывăр çулĕсенче те, халĕ те. Эсир хăвăрăн пур вăйăра пухса паянхи кун ятарлă çар операцийĕн зонинчи пирĕн арçынсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшатăр.

Эпир Сире ырă кăмăллă пулнăшăн, çемье вучахне упрама пĕлнĕшĕн, ачасене çивĕч ăс-тăнлă та пултаруллă туса пăхса çитĕнтернĕшĕн тата хăвăр çав хушăрах ĕçре, общество пурнăçĕнче пысăк çитĕнÿсем тума пултарнăшăн чĕрен тав тăватпăр.

Çак паллă кун сире пурне те тата кашнине уйрăм­мăн пĕтĕм чунтан телей, çирĕп сывлăх тата çемьере ытлăх-çитлĕх сунатпăр. Пурнăç çулĕ тăршшĕпех тÿсĕмлĕх, чун хăватлăхĕ, пурнăçа тасарах тата ырăрах тăвас хĕрÿллĕ кăмăл пултăр.

Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий ШИГИЛЬДЕЕВ

Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий ИВАНОВ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика