MЯтарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа çĕршыври пин-пин доброволец салтаксене пулăшас ĕçе кÿлĕннĕ. Хăшĕсем гуманитари пулăшăвĕ пуçтарассипе вăй хураççĕ, теприсем тăшманран сыхланма çав тери кирлĕ маскировка сеткисем çыхас ĕçе алла илнĕ. Мăнçырмари культура çуртĕнче те 2024 çулхи февраль уйăхĕнченех сетка çыхмалли пункт ĕçлет.

Хĕлле те, çулла та ыркăмăллăх ĕçĕ вĕресе тăрать кунта. Маскировка сеткисем çыхма хутшăнакансем — вĕсен хушшинче ытларах тивĕçлĕ канури хĕрарăмсем — кунсерен туслă йышпа, çирĕме яхăн çын, пухăнаççĕ те тăрăшуллăн ĕçлеççĕ. Вĕсен пĕр тĕллев — Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене пулăшмалла, вĕсен пурнăçне сыхласа хăваракан, дронсенчен хÿтĕлекен маскировка сеткисем май килнĕ таран ытларах çыхмалла. Çавăн пекех окоп çуртисем хатĕрлессинчен те айккинче юлмаççĕ вĕсем.

Палăртмалла, чи малтанах Мăнçырмара маскировка сеткисем çыхас ĕçе ялти шкулта йĕркелесе янă. Кайран вара ял халăхне активлăрах хутшăнтарма клубра та тепĕр пункт ĕçлесе кайнă. Куллен шавласа-кĕрлесе тăрать клуб çурчĕ, ырă ĕç мăнçырмасене чăннипех те пĕр чăмăра пухнă. 3х6 размерлă маскировка сеткисем çыхаççĕ вĕсем, кунне 3-4 сетка таран та çыхма пултараççĕ. Çак вăхăт тĕлне пурĕ 255 ытла сетка çыхса волонтерсем урлă ентеш-салтаксем патне ăсатнă.

Паллах, сетка çыхма материалĕ те, никĕсĕ те кирлĕ. Вĕсене туянма укçа-тенкине ял халăхĕ пуçтарсах тăрать. Активистсем материалне вăрăм лентăсем çине кастарма Кивĕ Вăрмарти маскировка сеткисем çыхакан пункта кайса килеççĕ, мĕншĕн тесен Кивĕ Вăрмарта ку ĕçе пурнăçлама ятарлă станок пур. Анчах вăрăм лентăсене пайăн-пайăн кĕскетсе те касмалла, ку енĕпе Мăнçырма ялĕнчи ватăсем, килтен тухсах çÿреймен çынсем питĕ пулăшаççĕ, алла хачă тытаççĕ те хăйсен килĕсенчех касса хатĕрлеççĕ. Çавна май маскировка сеткисем çыхас ĕç хăвăртлăхĕ самай ÿсет. Ялти кинемейсем сетка çыхакансене час-часах вĕри кукăльпе сăйлани вара вĕсен кăмăлне çав тери çĕклет тата хавхалантарать.

Пĕтĕмĕшле каласан, вăй çитнĕ таран кашни хăйĕн тÿпине хывма тăрăшать Çĕнтерĕве шанса. «Маскировка сетки çыхасси — пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Хамăрăн салтаксене, ывăлсене, мăнуксене мĕнле-ха пулăшмасăр тăрăн? Кĕл туса, чун-чĕрери чи ырă та ăшă туйăмсене парса ĕçлетпĕр. Турă сыхлатăр, упратăр вĕсене. Пурте тăван тăрăха сывă-чĕрĕ тата Çĕнтерÿпе таврăнч­чăр», — теççĕ мăнçырмасем.

Татьяна ЕГОРОВА, Мăнçырмари территори пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика