2026 çула Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Хушăвĕпе çĕршывра — Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Хушăвĕпе республикăра — Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ тесе йышăннă. «Чăваш Республики нумай нацисем, культурăсем тата йăла-йĕркесем валли кил пулса тăнă. Çак тĕрлĕлĕхре — пирĕн вăй тата çирĕп аталанăвăн никĕсĕ. Республикăра пурăнакан кашни çын хăйне пĕрлĕхлĕ пысăк çемьери пек туйтăр, юнашар пурăннă май пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе, пулăшса пурăнасчĕ», — тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Вăрмар муниципаллă округĕнче те тĕрлĕ халăх çыннисем, тĕрлĕ тĕне тытса пыракансем туслăн, пĕр шухăшлăн пурăнаççĕ, округ аталанăвне хăйсен тÿпине хываççĕ. Ахальтен мар Вăрмар округĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ лайăх еннелле улшăнни курăнать. 2025 çулта пурнăçланă ĕç итогĕсене пăхса тухса малашлăх планĕсене çирĕплетессипе иртнĕ анлă лару вăхăтĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев палăртнă тăрăх, Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2025-2030 çулсенчи Комплекслă программи шайĕнче Вăрмар округĕнче экономика енĕпе те, инфратытăм енĕпе те ăнăçуллă ĕçленĕ.
Çĕнĕ производство хăвачĕсем хута каяççĕ
2025 çулта пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсен шутне кĕмен организацисен çаврăнăшĕ 6,3% ÿснĕ /1 млрд та 188 млн та 700 пин тенкĕ/. Ку кăтартупа 2025 çулхи пĕтĕмлетÿ тăрăх Вăрмар муниципаллă округĕ Чăваш Республикинче 15-мĕш вырăнта тăрать.
Экономикăн промышленноç секторĕ активлă аталанать. Çулсерен çĕнĕ производство хăвачĕсем хута каяççĕ, асăннă секторта ĕçлекенсен шучĕ ÿсет. Предприятисем, çав шутра пĕчĕк предприятисем, ăсатнă продукци калăпăшĕ 2025 çулта 930,3 млн тенкĕпе танлашнă.
«АкваПром» тулли мар яваплă обществăна уйрăммăн палăртса хăвармалла. Кунта юлашки 5 çулта тĕп капитала 300 млн ытла укçа-тенкĕ инвестициленĕ, ĕçлекенсен шучĕ 5 хутран та ытларах ÿснĕ. Вăрмарти çак предприяти продукци туса кăларассипе юлашки çулсенче Чăваш Республикинчи промышленноç предприятийĕсем хушшинче чи пысăк ÿсĕмсемпе палăрать.
2025 çулта укçа-тенкĕн мĕнпур çăлкуçĕсенчи инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 400 млн ытла тенкĕпе танлашнă /2024 çулхи шайран — 105,0%/. 260 млн ытла тенкĕлĕх 20 ытла коммерциллĕ инвестици проектне пурнăçланă.
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен пĕрлехи реестрĕпе килĕшÿллĕн ÿсĕм 2024 çулхи шайран 109% çитнĕ. Ку сферăра икĕ пин ытла çын вăй хурать, е ĕçлекен çынсен шутĕнчен 62%. Пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсен шутне кĕмен организацисем ваккăн суту-илÿ туса çаврăнăшне 5 çул хушшинче 1,7 хут ÿстернĕ. Пĕчĕк тата вăтам предприятисем туса кăларса ăсатнă таварсен, вĕсем пурнăçланă пулăшу ĕçĕсен калăпăшĕ 995 млн тенкĕпе танлашнă /2024 çулхи шайран — 101%/. «Тимук», «Светлана», «Канпром», «Общепит» тулли мар яваплă обществăсен, Вăрмар райповĕн тата ыттисен те ĕçĕ-хĕлĕ ăнăçуллă пулса пырать.
Вăрмар округĕнчи пĕчĕк тата вăтам предприятисенче ĕçлекенсен уйăхри вăтам шалăвĕ 38,1 пин тенкĕпе танлашнă /2024 çулхи шайран — 130%\.
2025 çулта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 50 субъектне тата харпăр хăй çине ĕçлекен /самозанятый\ 20 çынна 93,2 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ кÿнĕ.
2025 çулта 2,21 млрд тенкĕлĕх ял хуçалăх продукцийĕ туса илнĕ /2024 çулхи шайран — 104,7%\. «Ямуков Г.Н.», «Иванов В.А.», «Иванова О.А.», «Владимиров Г.В.», «Иванов Н.А.», «Дмитриев А.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕсем, «Каспий-Агро», «Свебрата», «Средний Аниш» тулли мар яваплă обществăсем тата ыттисем те тухăçлă ĕçленĕ.
Пĕрчĕллĕ культурăсене 2025 çулта 15,5 пин гектар çĕр çинче акса туса илнĕ, 60,2 пин тонна тырпул çапса тĕшĕленĕ. 407,5 гектар çинчен 16,1 пин тонна çĕрулми пуçтарса илнĕ. 40 гектар çинчен 90 тонна хăмла татнă. Хăмла енĕпе «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество хастар ĕçлет. «Симĕс ылтăн» çитĕнтерессипе Вăрмар округĕ республикăра 1-мĕш вырăнта. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен отрасль пирки калас пулсан, 6689 тонна сĕт суса илнĕ, 1375 тонна аш-какай туса илнĕ. Ял хуçалăх техникин паркне ăнăçлă çĕнетсе пыраççĕ. 5 çул хушшинче 700 млн ытла тенкĕлĕх 270 единица ытла ял хуçалăх техники туяннă.
Обществăлла инфратытăм атланăвĕн проекчĕсем, вырăнти пуçарусем çинче никĕсленнĕскерсем, халăх хушшинче анлă сарăлнă. Иртсе кайнă 5 çулта 169 млн ытла тенкĕлĕх 207 пуçарулăх проектне пурнăçланă. Вĕсен шутĕнче — автоçулсен, шыв пăрăхĕсен сечĕсен юсавĕ, тарасасем чавасси, ача-пăча площадкисем тăвасси тата ытти те. Проектсене пурнăçлассин калăпăшĕпе тата вĕсен шучĕпе Вăрмар округĕ республикăн чи лайăх муниципалитечĕсен шутне кĕрет. 2026 çулта 86,0 млн ытла тенкĕлĕх 51 проект пурнăçлама планланă.
2025 çулта халăх пурăнакан вырăнсен тулашĕнчи пурте усă куракан автомобиль çулĕсене 48082,978 пин тенкĕлĕх 6,84 км тăршшĕ юсанă. Халăх пурăнакан вырăнсенчи пурте усă куракан автоçулсене вара 30028,958 пин тенкĕлĕх 10,127 км тăршшĕ юсанă. Муниципалитетри вырăнти пĕлтерĕшлĕ пурте усă куракан автоçулсене пăхса тăма 24063,789 пин тенкĕ тăкакланă. Çавăн пекех Вăрмар поселокĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсен картиш территорийĕсене кĕмелли 2 тăкăрлăка 991,365 пин тенкĕлĕх юсанă.
2025 çулта 7198 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă /2024 çулхи шайран — 112,7%/. Юлашки 5 çулта 35,0 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă, анчах 2016 çултанпа Вăрмар поселокĕнче нумай хваттерлĕ çуртсен строительстви пурнăçланман.
Социаллă сферăра улшăнусем чылай
Вĕрентÿ сферинче пилĕк çул хушшинче 12 объекта 382 млн ытла тенкĕлĕх тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Вĕренекенсене тарăн пĕлÿ пама тата пурнăçра хăйсен вырăнне тупма условисемпе тивĕçтерес тĕллевпе вĕрентÿ организацийĕсем вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех социаллă партнерсемпе, патшалăх структурисемпе тачă çыхăнса ĕçленĕ.
Округри аграрисем пулăшнипе 2024-2025 вĕренÿ çулĕнче шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенче пуринче те агролабораторисем уçнă, вĕсем ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ.
Культура сфери çĕнелет. 2025 çулта Кивĕ Вăрмарта 150 вырăнлăх культура çурчĕн строительствине пурнăçланă, Паттипе Хуруй ялĕсенче модульлĕ çĕнĕ клубсем хăпартнă. Вăрмарти тĕп библиотекăна 13,9 млн тенкĕлĕх тĕпрен юсанă. Мăнçырмари, Тикашри, Пинерти культура çурчĕсене 11,8 млн тенкĕлĕх юсаса çĕнетнĕ. Чулкасра модельлĕ библиотека уçăлнă. Кăçалхи çул 62 млн ытла тенкĕлĕх Пинерти культура çурчĕн юсавне вĕçлеме тата Кĕлкешре 72 вырăнлăх культура çурчĕн строительствине пурнăçлама планланă.
Сывлăх сыхлавĕн сферинче поликлиникăра, ача-пăча консультацийĕнче тĕп юсав ĕçĕсене пурнăçланă, çĕнĕ сĕтел-пукан туяннă, 5 çĕнĕ модульлĕ ФАП хăпартнă. Округра хальхи йышши модульлĕ ФАПсен шучĕ 13 единицăпа танлашнă /пурĕ — 21/.
2026 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,15% пулнă /2025 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне — 0,38%/.
Хамăрăннисене пăрахмастпăр!
Ятарлă çар операцийĕн участникĕсене тата вĕсен çемйисене пулăшасси малти вырăнта. «Хамăрăннисене пăрахмастпăр!» лозунгпа шкулсенчи волонтерсем пĕр чăмăра пухăнса пулăшу кÿреççĕ, салтаксен çемйисене кил хуçалăхĕнче пулăшаççĕ.
2025 çулхи май уйăхĕнче Кĕтеснер ялĕнче Пограничниксен аллейи уçăлнă. Пĕлÿ кунĕнче Мăнçырма шкулĕнче «Герой парттине» уçнă, ăна Раççей Геройне, çак шкул выпускникне, гварди полковникне, тинĕс пехотин Жуков тата Суворов орденĕсен 155-мĕш уйрăм гварди бригадин командирне, ятарлă çар операцийĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ Сергей Юрьевич Ильина халалланă. Чулкас шкулĕнче те çак шкул выпускникне, ятарлă çар операцийĕн участникне Николай Андреевич Николаева чысласа «Герой парттине» уçнă.
Плансем пысăк та хăюллă
Вăрмар округĕ Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2025-2030 çулсенчи Комплекслă программине пурнăçлама активлă хутшăнать. Вăрмарсен комплекслă программи Аслă Экономика Канашĕн комиссийĕнче республикăри ытти муниципалитетсенчен чи пĕрремĕш хÿтĕленнĕ, ЧР Министрсен Кабинечĕн мĕнпур членĕсемпе килĕшÿ тупнă.
Плансем пысăк та хăюллă — экономикăри инвестицисене 3 хут, халăхăн тупăшне 1,5 хут ÿстересшĕн, ĕçсĕрлĕх шайне 0% çитересшĕн.
Тĕллевсене пурнăçлама Вăрмар округĕнче Раççей шайĕнчи специалистсене йышăннă. Раççей ăслăлăхсен академийĕн, Аслă экономика шкулĕн, Раççей патшалăх службин тата халăх хуçалăхĕн академийĕн, Раççей Президенчĕн Администрацийĕн представителĕсемпе стратеги сессийĕсем ирттернĕ.
«Флагман» проекчĕсем хатĕрленĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн 2025 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнчи 51-р номерлĕ хушăвĕпе проектсен списокне тата вĕсене пурнăçлассишĕн яваплă çынсене çирĕплетнĕ. Кашни пункта экспертсем тимлесе тăраççĕ.
Тĕп çул-йĕре палăртнă
Экономика лару-тăрăвне лайăхлатассипе тата халăха пурăнмалли хăтлă хутлăхпа тивĕçтерессипе тĕп çул-йĕре палăртнă.
Промышленноçа тата территорисене аталантарасси, индустри паркне йĕркелесси мала тухать. «АкваПром» тата «Русские насосы» пысăк предприятисен базинче 14 резидентлă индустри паркĕн строительствине пурнăçлама планланă. Ку предприятисем промышленноç продукцийĕн производстви енĕпе ĕçлĕç. Хальхи вăхăтра пĕтĕм округăн мастер-планне хатĕрленĕ. Инвесторсем Индустри паркĕн мастер-планне те тÿленĕ. Промышленноç объекчĕсен строительствине пурнăçлас тĕллевпе укçа-тенкĕ илме кăçалхи апрель уйăхĕнче Раççей Экономика аталанăвĕн министерствине заявка пама планланă. Малтанлăха палăртнă тăрăх, заявка сумми 600 млн ытла тенкĕпе танлашать, çавăн пекех инвесторсем 170 млн тенкĕ хываççĕ. Паркăн ĕçĕ-хĕлне тивĕçтерме техника условийĕсем йĕркеленессе кĕтеççĕ. «Индустри паркĕн управляющи компанине» хута янă.
Шупашкар агломерацийĕн мастер-планне хатĕрлессипе Вăрмарта Чăваш Ен лидерствине аталантарма йышăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тăрăшнипе вăл çĕршыври чи пĕрремĕш мастер-плансенчен пĕри пулнă. Ку вăл çĕршыв Президенчĕ тĕп ял-хуласен мастер-планне тума хушнин тăсăмĕ. Пирĕн округра Вăрмар поселокĕн мастер-планне çеç мар, пĕтĕм муниципалитетăн мастер-планне хатĕрлеме йышăннă. Кун пек ĕçе пурнăçлакансем сайра.
«Эффективлă регион» проектпа килĕшÿллĕн компетенцисен центрне йĕркелеме тĕллев тытнă, мĕншĕн тесен хальхи саманара пурнăçăн мĕнпур сферинче — муниципаллă округăн предприятийĕсенче те, муниципаллă управлени сферинче те — татăклă улшăнусем туса тухăçлăха ÿстермелле. Вĕрентÿ кластерĕ шайĕнче «АкваПром» предприяти базинче Перекетлĕ производство лабораторийĕ йĕркеленет. 2026 çула Вăрмар округĕнче Эффективлă управлени тата перекетлĕ производство çулталăкĕ тесе йышăннă. Муниципалитет командине перекетлĕх тытăмне вĕрентеççĕ, «вăрттăн экономикăпа» кĕрешессипе программа йышăннă.
Вĕрентÿ кластерĕн йĕркеленĕвĕ
Экономика ăнăçлă аталанса пытăр тесессĕн квалификациллĕ кадрсем кирлĕ. Çак тĕллевпе Вăрмар округĕнче Чăваш Енри виçĕ аслă вĕрентÿ заведенийĕсен /Чăваш патшалăх аграри университечĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ/ представительствине туса хума йышăннă. Çавăн пекех Шупашкарти Электромеханика колледжĕ те çак ĕçе хутшăнма кăмăл тунă. Ректорсемпе пĕрле вĕрентессипе, практика
тухассипе, пĕтĕмĕшле çыхăнса ĕçлессипе ятарлă концепци хатĕрленĕ. 2026 çулта округра уйрăм çын предпринимателĕн техникумне уçма палăртнă. Тĕллевсене пурнăçа кĕртессипе чылай ĕçленĕ май Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкула Раççейри ăслăлăх академийĕн шкулĕн статусне панă. Çапла майпа Вăрмар округĕнче муниципалитет экономики валли кадрсем хатĕрлекен вĕрентÿ кластерĕ йĕркеленет.
Вăрмарти вăтам шкула Раççейри ăслăлăх академийĕн шкулĕн статусне пани çинчен уйрăмах чарăнса тăмалла. Экономика тата социаллă сферăсен аталанăвĕнчи тата кадрсемпе тивĕçтерессипе чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту ку. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çак пуçарăва хапăлласа йышăннине кура Вăрмарти вăтам шкул çĕнĕ вĕрентÿ тытăмĕн тата çĕршыври чи малта пыракан технологисемпе, шухăшсемпе ĕçлемелли муниципалитетсем хушшинчи центр пулса тăрать. Ку проекта Раççейри ăслăлăх академийĕн Президенчĕ Геннадий Яковлевич Красников ертсе пырать, ăна ку енĕпе Раççей Çутĕç министрĕ Сергей Сергеевич Кравцов пулăшать. Раççейри ăслăлăх академийĕ сĕннĕ вĕрентÿ тытăмне реформăлас ыйтăва академин попечительство канашĕн председателĕ пулса пирĕн çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин та ырласа йышăннă. Çавăн пекех ку йыша Раççей Правительствин Председателĕ Михаил Мишустин, Правительство членĕсем Дмитрий Патрушев, Татьяна Голикова тата ыттисем те кĕнĕ. 2025 çулхи сентябрь уйăхĕнче Раççейри Çутĕç министрĕ хутшăннипе канашлу иртнĕ, унта Раççейри 10 ялти шкул хушшинче Вăрмар шкулне хăйĕн аталану концепцийĕпе тата вĕрентÿ тытăмĕн реформăламалли проекта кĕртессипе паллаштарма шанса панă пулнă. Çапла майпа ялти вĕрентÿшĕн наукăпа технологи аталанăвĕн çĕнĕ горизончĕсем уçăлаççĕ.
Вăрмар округĕ Раççейри ăслăлăх академийĕнчен, ытти федераллă институтсенчен 10 делегацине яхăн йышăннă, наукăпа технологи енĕпе 2 проект пурнăçлама тытăннă.
«Русские насосы» компанипе пĕрле йăлари хытă каяшсене тасатас ыйтăва тĕпчес тĕллевпе «Катэлекон» станци уçнă. Вăрмар шкулĕнче вĕренекенсем уйăхсерен Раççейри ăслăлăх академийĕн Фрумкин ячĕллĕ Физикăпа хими институчĕпе çыхăнса ĕçлеççĕ. Планра — çак хăйне евĕрлĕ проект çĕршыври экологи сферинчи тĕп проектсенчен пĕри пулса тăрасси.
2025 çул вĕçĕнче тата тепĕр проект хута янă — Коррози станцийĕ. Вĕренекенсем ăслăлăх академийĕпе пĕрле çыхăнса промышленноç сферинчи, юханшывсемпе пĕвесене тасатас ĕçри тухăçлăха ÿстерессипе йышăнусем тума палăртаççĕ. Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕпе Эмир Бедертдиновпа пĕрле çак поектсене пĕтĕм республикипех сарса аталантарма планланă. Инвесторсем хăна çурчĕпе ĕç центрĕ валли çурт туянса хунă.
Халăх валли хăтлăх кирлĕ
Округра пурăнакансемшĕн пурăнмалли хăтлă условисем йĕркелесси пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Инфраструктура аталанăвĕнче тĕрлĕ проектсем хута ярассипе ĕçлеççĕ: «Патриот» кану паркĕ, суту-илÿ тата кану комплексĕпе муниципалитет шайĕнчи агропромпарк, туризм аталанăвĕпе çыхăннă «Святые ключи Атнаша» проект. Тĕрлĕ ытти проектсене хатĕрлессипе те ĕçлеççĕ. Ку енĕпе ĕçлеме инвесторсене шыраççĕ, проектсене пурнăçламалли тĕрлĕ вариантсене хатĕрлеççĕ.
Муниципалитет бюджечĕ хĕсĕк, çавăнпа та грантсем илме заявкăсем хатĕрлеме муниципалитет командине вĕрентессипе ĕç пуçарса янă. Пĕтĕмпе 100 заявка йĕркеленĕ, хăшĕсем хатĕрпе танах. Тĕслĕхрен, кăçалхи март уйăхĕнче округра Хăмла музейне туса хумалли конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕсене кĕтсе илмелле. Укçа-тенкĕ илме икĕ фонда заявкăсем янă — 10 миллион тенкĕлĕх Потанин фондне, 5 миллион тенкĕлĕх Культура пуçарăвĕсен Президент фондне. Пĕрремĕш результатсем халех пур: темиçе шкул тата объект стадионсене, лапамсене юсама, территорисене хăтлăх кĕртме укçа-тенкĕ выляса илнĕ. Муниципалитет шайĕнчи проектсем çаксем, анчах та округшăн çав тери пĕлтерĕшлĕ вĕсем. Çапла программа шайĕнче аталану валли бюджетпа çыхăнман укçа-тенкĕ уйăрассипе çулсеренех ĕçе лайăхлатса пырассипе тăрăшаççĕ. Президент, Тимченко, Православи, Т-банк, Пятерочка, Чувашиягарант тата ытти хăш-пĕр фондсенчен пирĕн объектсене аталантарма, фестивальсем ирттерме, креативлă аталану тата ытти валли пулăшу илме тĕллев лартнă.
Кашни территори пайĕн, социаллă объектăн руководителĕн тĕллевĕ - çулталăкне 3 проектран кая мар явăçтарасси. Ку енĕпе яваплă сотрудник пур — кашни кунах çыхăнăва тухса грант валли заявкăсем хатĕрлекен эксперт. 2030 çул тĕлне тĕрлĕ фондсенчен укçа илсе çулталăкне 100 проектран кая мар пурнăçласси — çакăн пек тĕллеве пурнăçлама çынсене тата пĕлÿ базине хатĕрлесшĕн.
Инфраструктура проекчĕсем
Планра - Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ырласа йышăннă тата стратеги сессийĕсенче сÿтсе явнă пур çул-йĕр строительствин проекчĕсене пурнăçласси. Çул-йĕр строительстви: Кĕлкеш /Вăрмар округĕ/ - Кунер /Куславкка округĕ/, Хуруй /Вăрмар округĕ/ - Малти Ăнтавăш /Канаш округĕ/, Атайкасси-Урнар-Шăплат /Вăрмар округĕ/. Ку ахаль çулсем мар, логистика шучĕпе пирĕн округăн тата кÿршĕ предпринимательсен экономика аталанăвĕн курăмлă ÿсĕмĕ.
Вăрмар округĕн тата пĕтĕм республика аталанăвĕшĕн М12 тата М7 трассăсем хушшинчи çул-йĕр строительстви пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать, М12 Пысăк Кайпĕç патĕнчи съезд, унтан Тикаш, Вăрмар кукри еннелле.
Тата тепĕр пĕлтерĕшлĕ проект — чукун çул платформине вăрăмлатасси тата модернизацилесси, çавăн пекех автомашинăсем тата çуран çÿрекенсем валли Вăрмар поселокĕн кăнтăр тата çурçĕр пайĕсен чукун çул линийĕ айĕнче туннель строительстви. Округра пурăнакансемшĕн — питĕ пĕлтерĕшлĕ социаллă ыйту ку. Инфраструктура тĕлĕшĕнчен тата тепĕр пĕлтерĕшлĕ проект — Вăрмарта заправка станцийĕ уçасси. Участокне палăртса хунă. Машинăсен трафикне тата вĕсемпе халăха тивĕçтерес енĕпе шутлавсем ирттернĕ. Округра тивĕçлĕ автозаправка кирлех.
Çĕр айĕнчи усăллă пурлăхсем
Вăрмар округĕнчи çĕр айĕнчи усăллă пурлăхсемпе ĕçлессипе инвестици сĕнĕвĕсене хатĕрленĕ /доломит, карбонат çăнăхĕ тата тăпрана извеçлемелли ытти ресурссем\. Округра ку ĕçе хутшăнас кăмăллă инвесторсене йышăннă. Ĕç-пуç 2026 çулта Индустри паркĕ шайĕнче çак проекта пурнăçлама тытăнасси патне пырать.
Вăрмар муниципаллă округĕ хăтлă условисем йĕркелессипе комплекслă ĕçлеме тăрăшать. Юлашки 5 çулта округ аталанăвĕшĕн сахал мар ĕç пурнăçланă. Кашни цифра тата кăтарту хыçĕнче Вăрмар округĕн аталанăвĕшĕн тăрăшакан çынсен кулленхи ĕçĕ тăрать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чăваш Республикин Правительстви, ĕç коллективĕсем, депутатсемпе пур шайри руководительсем пурте пĕрле пулса тăрăшни уйрăмах пысăк тава тивĕç.
