Вăрмарти тĕп больницăра студент-практикантсем опыт пухаççĕ
Чăваш Республикинче «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ шайĕнче «Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи медицина организацийĕсене квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтересси»» регион проекчĕ пурнăçланать. Çак проектăн тĕллевĕ — сывлăх сыхлавĕн сферине çамрăк специалистсене явăçтарасси, вĕсене пулăшасси, çавăн пекех медицина ĕçченĕсем валли хăтлă ĕç условийĕсем хатĕрлесси.
Вăрмар районĕнчи тĕп больницăра И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетĕнче тата Шупашкарти медицина колледжĕнче ăс пухакан 30 ытла студент производство практикине тухать.
Производство практики - пулас тухтăрсемпе медперсонала хатĕрлекен чи пĕлтерĕшлĕ тапхăр. Вĕреннĕ чухне пухакан теори пĕлĕвне практикăра усă курма, пулас профессие хăнăхма, медицина учрежденийĕн условийĕсенче ĕçлесе пăхма май парать вăл. Çак опыт студентсене çирĕплетет, профессире пĕрремĕш утăмсем тума пулăшать. «Эпĕ производство практикине Вăрмарти тĕп больницăн терапи уйрăмĕнче Дарья Алексеевна участокри врач-терапевт наставник ертсе пынипе тухрăм. Медицина персоналĕ кунта кăмăллă, ырă. Тухтăр-профессионал пациентăн кашни жалобине тĕплĕн тĕпчесе сывлăхĕ мĕнле шайра пулнине кура диагностика мелне суйланине, тивĕçлĕ йышăнусем тунине кăсăклансах сăнарăм. Çапла эпĕ хамăн пулас професси пĕлтерĕшлĕ пулнине татах та ытларах ăнланса илтĕм. Ку практика мана медицинăри тарăн пĕлÿсемсĕр пуçне, кашни çынна уйрăм тимлĕх уйăрмаллине тата туйма пĕлни кирлĕ пулнине ăнланса илме май пачĕ, мĕншĕн тесен кашни диагноз хыçĕнче хăйнеевĕрлĕ историллĕ чĕрĕ çын, кашни расна», - каласа парать тĕллевлĕ направленипе вĕренекен 4-мĕш курс студенчĕ Анастасия Никифорова.
«Эпĕ медицина колледжĕнче 3-мĕш курсра вĕренетĕп, халĕ Вăрмарти тĕп больницăра хирурги уйрăмĕнче практика тухатăп. Кунти медицина ĕçченĕсем пире, студентсене, ырă кăмăлпа йышăнаççĕ, яланах ăнлантарса пама, кăтартма, пулăшма хатĕр. Пирĕн пациентсем вара пире ăшă кулăпа, шÿтпе кĕтсе илеççĕ, медицина çулĕ çинчи пуçламăш утăмсене тунă чухне çакă уйрăмах паха пирĕншĕн», - каласа парать 3-мĕш курс студенчĕ Екатерина Николаева.
«Пирĕн патĕнче больницăра пухнă пĕлÿ сирĕн малашнехи пурнăçри ÿсĕмĕн çирĕп никĕсĕ пултăр. Чи кирли — çĕннине пĕлессишĕн çуннине, пациентсемпе ăшшăн калаçмалли кăмăла, паянхи кун медицинăри пĕрремĕш утăмсене тунă чухнехи хĕлхеме упраса хăварăр! Пĕлсе тăрăр: пирĕн больницăра сире хуть практикантсем пек, хуть ĕçтешсем пек яланах кĕтсе илме хатĕр», - палăртнă тĕп больницăн тĕп медицина сестри Ольга Сорокина.
Надежда НИКИФОРОВА
Чи пĕлтерĕшли — пурнăç йĕрки
Сывлăх чи хакли пулнине шута илсе тепĕр хут ун патне таврăнни пăсмĕ. Тĕп вырăнта — пурнăç йĕрки, сывлăх ытларах унран килет.
Йăхран куçакан чирсене те, экологие те, сывлăх сыхлавĕн шайне те шута илмесĕр хăвармалла мар. Кашни çыннăн хăйĕн сывлăхне тимлемелле, сывă пурнăç йĕркин тĕп принципĕсене пăхăнмалла. Хускалмалла, утмалла-чупмалла, ĕçлемелле... Эрнере 150 минутран кая мар пулмалла вĕсем. Çыннăн талăкра 7-8 сехет çывăрмалла. Тĕрĕс апатланмалла. Кунне 500 грамм пахча çимĕç, улма-çырла çимелле.
Рационта авăртман кĕрпесем, çуллă мар какай, мăйăр, типĕтнĕ улма-çырла пулмалла. Тăварлă, пылак, çуллă апат сахалрах çимелле. Стреспа кĕрешме пĕлмелле, пурнăç çине ырă кăмăлпа пăхмалла. Усал йăласенчен пăрăнмалла. Медтĕрĕслев, диспансеризаци вăхăтра тухмалла, тухтăрсен сĕнĕвне пурнăçламалла. Эрех-сăрапа туслашмалла мар. Эрех, чăнах та, хăрушă шĕвек. Çынсем ăна тĕрлĕ сăлтавпа ĕçеççĕ: уявра та, хурлăх пулсан та, ача çуралсан та, çын вилсен те... Çын эрех серепине çакланатăп тесе нихăçан та шухăшламасть. Нумайăшĕ яланах виçене пĕлсе сыпатăп тет. Эрех вара систермесĕр хăйĕн чури тума тытăнать. Чылайăшĕн алкоголизм чирĕ пуçланать. Пĕрмай ĕçсен алкоголизмпа чирлес хăрушлăх пурин те пур. Хăшĕ-пĕрин вара чир уйрăмах хăвăрт аталанать. Енчен те ашшĕ е амăшĕ алкоголизмпа аптăранă пулсан вĕсен «чирлĕ» генĕсем ачисене куçаççĕ. Çакнашкал çемьере çуралнă ачасем асăннă амакпа ытларах аптăрама пултараççĕ. Хĕрарăмсен, арçынсемпе танлаштарсан, алкоголизм хăвăртрах пуçланать тата чир йывăртарах иртет. Çынран хăйĕнчен нумай килет. Кулленхи пурнăç ыйтăвĕсене татса пама пĕлмесĕр çăмăл çул-йĕр шыраса кăмăл-туйăмне эрех-сăрапа лайăхлатма тăрăшакансем серепене часах кĕрсе ÿкеççĕ.
Алкоголизм виçĕ тапхăрпа аталанать. Пĕрремĕш тапхăрта ĕçкĕллĕ кунсем нумайланса пыраççĕ, эрех виçи те ÿсет. Пуçра пĕр шухăш — пĕрмай ĕçесчĕ. Енчен те çын усал шĕвекрен хăпма шутламасть пулсан, кунсерен сăлтав шыраса ăна сыпма пуçласан чир малалла аталанать. Этеме мухмăр аптăратма пуçлани иккĕмĕш тапхăр пуçланнине пĕлтерет. Ирхине урăлса çитсен çын хăйне питĕ япăх туять, унăн каллех эрех ăша ярас килет. Калăпăр, сывă çыннăн, уявра нумайрах ĕçнĕ пулсан, тепĕр кунне эрех çине пăхас та килмест. Ăна лĕклентерет, хăстарать. Чирлĕ çыннăн вара ун пек мар. Вăл эрех шырама пуçлать, ăна ăша ярса вара хăйне çăмăлрах туять. Анчах та çак туйăм нумайлăха тăсăлмасть, кăшт вăхăт иртсен вăл хăйне каллех япăх туйма тытăнать, унăн каллех «шуррине» ĕçес килет... Хăйне хăй «ыран пачах та ĕçместĕп» тесе сăмах парсан та алли каллех черкке патне туртăнать. Çакă эрнене, уйăха тăсăлать. Эрехе пула пурнăçра йывăрлăхсем пуçланаççĕ: ÿсĕр пулнăран ĕçе кайманнипе шалуллă вырăн çухалать, çемье арканать.
Алкоголизм виççĕмĕш тапхăра куçнă май çын пачах улшăнать. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ эрех тавра çаврăнма тытăнать.
Шел те, пĕрремĕш тата иккĕмĕш тапхăрсенче çын темле нумай ĕçсен те хăй пирки чирлĕ тесе шухăшламасть, унăн сипленес шухăш çук. Вăл кирек хăçан та чарăнма пултарасса шанать. Çывăх çыннисене те çаплах ĕнентерет. Алкоголизм ытти чиртен çак паллăпа уйрăлса тăрать те. Урăх чирпе аптăрасан çын сипленме васкать-çке.
Çын хăй тĕллĕн ĕçкĕ авăрĕнчен тухаймасть пулсан, специалистсенчен пулăшу ыйтмалла.
Вячеслав СЕМЕНОВ, Вăрмарти тĕп больницăн психиатр-наркологĕ
«Сывă пурнăç йĕрки – модăра» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ Ирина ДАНИЛОВА. Кăларăма Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ.
