Демографи ыйтăвĕ тимлĕхре
Чăваш Республикинче демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе тĕллевлĕн ĕçлеççĕ, çавăнпа амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Йывăр çынсене тата ача çуратнăшăн паракан регионти пособие 2025 çулта ĕçсĕр тесе йĕркепе килĕшÿллĕн йышăннă 239 хĕрарăм 4,7 млн тенкĕлĕх илме пултарнă.
Астăвăм кунĕ
Пирĕн çĕршыв историйĕнчи паллă кунсенчен пĕри — январĕн 27-мĕшĕ. Çак кун 1944 çулта Ленинград хулине 872 куна тăсăлнă фашистсен блокадинчен хăтарнă. Аслă Отечественнăй вăрçăн паттăрлăх страницине халалласа Вăрмар округĕнчи вĕрентÿ учрежденийĕсенче астăвăм мероприятийĕсем иртнĕ, çав шутра Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта та. Астăвăмпа хăюлăх урокĕсенче ачасене Ленинградра пурăннă çынсен çирĕплĕхĕ, «Пурнăç çулĕ», Таня Савичева дневникĕ, «Блокада чĕкеçĕ» çинчен тата ыттине те каласа панă. Ленинград çыннисен паттăрлăхне асра тытса эпир ăрусем хушшинчи çыхăнăва та татмастпăр.
Юрпа кĕрешеççĕ
Хĕл хăйĕн вăйне кăтартсах тăрать, тавралăха шурă юрпа шеллемесĕр витет. Анчах Вăрмар округĕнче коммуналлă служба сыхă тăрать, кунне-çĕрне пĕлмесĕр округри çулсене тасатса тăрать. Ятарлă техника, 8 единица таран, автомобиль çулĕсене юртан тасатса тăрать. Çуран çынсем утакан тротуарсене те, нумай хутлă çуртсен картишĕсене те, автобус чарăнăвĕсене те тасатса тăраççĕ.
Çĕнĕ клуб алăкĕсене уçнă
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне 2025 çул валли янă Çырăвĕнче: «Планра пирĕн — хальхи вăхăтра ĕçлекен 150 культура çуртне юсаса çĕнетесси тата çĕнĕ çавнашкал 24 çурт тăвасси», — тесе палăртнă. Плана кĕртни пурнăçланса пырать. Сăмахран, пирĕн округри Хуруй ялĕнче модульлĕ çĕнĕ клуб хăйĕн алăкĕсене тараватлăн уçнă. Ялта пурăнакансем çак ырă пулăма чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Вĕсене Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев тата Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов саламланă, чи активлă çынсене Тав çырăвĕсемпе чысланă.
Аталану
Чăваш Республикин социаллă тата экономика аталанăвĕн 2025-2030 çулсенчи Комплекслă программи региона аталантармалли çул-йĕре палăртать, кашни сферăна пырса тивет. Программăна 3 пин ытла проект кĕнĕ, çав шутра — 33 мегапроект. Вĕсенчен пĕри — «Наци туризм маршручĕн аталанăвĕ». Наци туризм маршрутне 10 территори кĕрĕ: Шупашкар хули, Улатăр, Куславкка, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Шупашкар, Етĕрне, Йĕпреç тата Çĕрпÿ округĕсем. Наци туризм маршрутне йĕркелени региона çĕршыври туризм рынокĕнче çирĕп вырăн йышăнма, çак сферăри пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшĕ.
Бюджет ыйтăвĕсем
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев эрнесерен ирттерекен канашлура республика бюджетне 2025 çулта мĕнле пурнăçлани пирки калаçнă. ЧР финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтернĕ тăрăх, регионăн консолидациленĕ бюджечĕн тупăш пайĕ иртнĕ çул 135,4 млрд тенкĕпе танлашнă. Ку вăл маларахри çултипе танлаштарсан 14,4 млрд тенкĕ, е 11,9%, ытларах. Хамăрăн тупăш пĕлтĕр 98,7 млрд тенкĕне çитнĕ, 2024 çултипе танлаштарсан 19,9% ÿснĕ. Консолидациленĕ бюджетăн расхут пайĕ 2025 çулта 130,2 млрд тенкĕ пулнă — 2024 çултинчен 13,2 млрд тенкĕ ытларах.
Çамрăксене ĕçпе тивĕçтереççĕ
ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2025 çулта Чăваш Енри кадрсен центрне ĕç шыраса пынă 16—35 çулсенчи 4357 çамрăкран 2382-шĕ /е 55%\ ĕç тупма пултарнă. Çавăн пекех вĕренсе пĕтернĕ хыççăн çулталăк хушшинче ĕçе вырнаçайман выпускниксенчен кашни иккĕмĕшне ĕçпе тивĕçтернĕ: 2024-2025 çулсенчи 260 выпускникран 133-шне пулăшу кÿнĕ. 2025 çулта вĕренсе тухнă выпускниксенчен ытларахăшĕ паянхи кун экономика сферинче ĕçлет /бухгалтерсем тата экономистсем\, иккĕмĕш вырăнта — инженерсем тата программистсем. Выпускниксем суйлакан вакансисен топне врачсем, медсестрасем тата поварсем те кĕреççĕ.
Медицина пулăшăвĕ паха пулмалла
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăн сывлăх сыхлав министрĕпе Лариса Тарасовăпа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. 2025 çулта сывлăх сыхлавĕн пайне 37 миллиард тенкĕ тăкакланă. Ертÿçĕсем стратегине пурнăçламалли плансене сÿтсе явнă. Пĕлтĕр регионти медицина организацийĕсем пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕн 15-е яхăн инноваци тĕсĕпе меслетне, çав шутра чĕрепе юн тымарĕсен хирургине, онкологипе эндокринологине ĕçе кĕртнĕ. Çак улшăнусем медицина пулăшăвĕсен пахалăхне ÿстерес тĕллевпе тÿрремĕнех çыхăннă. «Медицина пулăшăвĕ Чăваш Енре пурăнакан кашни çыншăн комплекслă тата май пур таран паха пулмалла. Республикăра 500 ытла ФАП. Унта çынсене сиплеме кирлĕ мĕнпур условисем хатĕрлесе тăратнă. Пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе халăх туллин усă курать», – палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Республика кунĕ
2026 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енре Республика кунне паллă тăвăпăр. Кăçал Чăваш автономине туса хунăранпа 106 çул çитет. Уяв мероприятийĕсене ирттермелли тĕп лапамсем Шупашкар хули тата Шупашкар округĕ пулĕç. Республика кунĕ тĕлне обществăлла вырăнсене хăтлăлатма Шупашкар округне Чăваш Ен Пуçлăхĕн грантне параççĕ.
Коррупцие хирĕç
Чăваш Ен прокуратури коррупцие хирĕç кĕрешес ĕçĕн 2025 çулхи итогĕсене палăртнă. Çак сферăна контрольлесси çирĕп пулса пырать. 2025 çулта прокурорсем саккуна пăснă 783 тĕслĕх тупнă, кашнине уйрăммăн пăхса тухнă. Прокурорсем йышăннипе должноçри тата юридици сăпатĕнчи 107 çынна административлă явап, 387 çынна дисциплина явапĕ тыттарнă. Ултă чиновнике, депутатсене тата право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсене шанăçран тухнă тесе ĕçрен хăтарнă. Тĕрĕслевсен материалĕсем тăрăх коррупци сĕмĕллĕ 17 уголовлă ĕç пуçарнă.
Цифра трансформацийĕ
2025 çулхи пĕтĕмлетÿ тăрăх, цифра трансформацине ĕçе кĕртессипе Чăваш Республики Атăлçи федераци округĕнче 4-мĕш вырăн йышăннă тата цифра трансформацийĕн наци рейтингĕнче 35-мĕш вырăнтан 24-мĕш вырăна хăпарнă. Регионта социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшусене — тухтăр патне çырăннинчен пуçласа документсем хатĕрлесси таран — пурне те электрон формата куçарнă. Граждансем патшалăх пулăшăвĕсене онлайн илнин тÿпи 88,2% таран çитнĕ /планпа — 51%\. Сывлăх сыхлавĕн отрасльне 100% цифровизациленĕ, обществăлла транспорта — 81,2%, вĕрентĕве — 72,1%, патшалăх управленине — 67,6%.
Ял хуçалăхĕ
Хĕл çурринчен иртрĕмĕр, кĕçех çуркунне те çитсе тăрĕ. Округри аграрисем çуракине кĕтеççĕ. «Дмитриев А.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕ 400 гектар çĕр çинче ĕçлет, пĕрчĕллĕ тата техникăлла культурăсем çитĕнтерет, çĕр улми туса илет. Хуçалăх 2026 çул валли 30 гектар кĕрхи тулă акса хăварнă, çурхи культурăсене 250 гектар çинче, техникăлла культурăсене 50 гектар çинче акма, çĕр улмие 10 гектар çинче лартма план тунă. Çурхи ĕçсене пурнăçлама вăрлăхĕ те, удобренийĕ те, çунтармалли-сĕрмелли материалĕ те çителĕклĕ.
Кадрсен центрĕ вакансисен резервне хатĕрленĕ
Паян республикăра социаллă пулăшăвăн аллă ытла тĕрлĕ пулăшу мерисем йышăнса хăварнă, вĕсенчен 30-шне пурнăçа кĕртсе пыма республика хыснинчен тăкаклама палăртнă. Вĕсем пурнăçăн пур сферине те: медицина реабилитацине тата психологи пулăшăвне, вĕрентсе ĕçе вырнаçтарассине, ветерансен пурăнмалли çурт-йĕрне хăйсене кирлĕ пек адаптацилессине тата ыттисене те витĕм кÿреççĕ. Ветерансене, сусăрсене ĕçпе тивĕçтересси çине уйрăмах тимлĕх уйăраççĕ: паянхи кун таврăннă хÿтĕлевçĕсен 67% ĕçе вырнаçнă. Чи кирлĕ профессисем – водительпе хуралçă, çавăн пекех нумайăшĕ педагогсем, полицейскисемпе инженерсем пулса ĕçлеççĕ. Регионти кадр центрĕ «Работа России» вакансисен ятарлă резервне йĕркеленĕ.
Лару иртĕ
Йăлана кĕнĕ йĕркепе çулталăк пуçламăшĕнче республикăри муниципалитетсенче округсен социаллă-экономика аталанăвĕн стратегийĕ шайĕнче пурнăçланнă ĕçсене пĕтĕмлетеççĕ, малашнехи плансене палăртаççĕ. Çапла февралĕн 26-мĕшĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн 2025 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртĕç.
Вĕрентÿ иртнĕ
Çак кунсенче Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн ĕçченĕсем «Ĕç сыхлавĕ» программăпа вĕрентĕве хутшăннă. Занятире актуаллă ыйтусене сÿтсе явнă. Хăрушă тата сиенлĕ факторсен витĕмĕпе ĕçленĕ чухнехи хăрушсăрлăх мелĕсем, ĕç сыхлавĕн никĕсĕсем, пĕрремĕш пулăшу кÿресси тата ытти те. «Ĕç хăрушсăрлăхĕ» вĕрентÿ центрĕн специалисчĕ кирек хăш организацире те ĕç хăрушсăрлăхĕн техникине пăхăнасси çав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Ĕç условийĕсем тивĕçлĕ шайра пулччăр тесессĕн, çавăн пекех инкек-синкекрен сыхланас тĕллевпе яланах яваплăха туйса тăмалла.
Наркотикрен асăрханмалла
Наркотикпе усă курни хальхи тата пулас ăрушăн питĕ хăрушă. Çак япаласене, тĕпрен илсен, çамрăксем тутанса пăхас тата хăйсене аслисем пек туяс килнипе ăша илеççĕ тата ытти те.
Наркомани чирĕ хăвăрт сарăлса пырать. Малтанхи аташу чире куçнине сиссе те юлма май çук. Унтан вара тавăру сехечĕ çаврăнса çитет: çын халсăрланать, унăн ыйхă килмест, апат анмасть, вăл начарланса каять. Хăрнă шăлсем, çÿç тăкăнни-шаклаланни, сарă-тĕксĕм ÿт-тир, пит-куç çамрăклах пĕркеленсе ларни - наркоманăн типлă сăн-сăпачĕ. Наркотиксем ĕçнипе çыннăн психики улшăнать. Вăл кăнттамланать, хăйне çеç юратма пуçлать. Тус-юлташĕнчен, тăванĕсенчен сивĕнет. Вĕсемпе калаçу пуçарма йывăр. Ун пек çынсен пуçĕнче кирек епле пулсан та наркотик тупас шухăш çеç, çапла вĕсем хăйсем сисмесĕрех преступлени çулĕ çине тăраççĕ.
Чир вĕçĕ - инвалид пулса тăни тата пурнăçран çамрăклах уйрăлса кайни. Çакă организм ырханланса çитнипе çеç çыхăнман, вĕсем хăйсен пурнăçĕ çине алă хураççĕ е наркотик нумай йышăннипе вилеççĕ.
Хĕрсемпе каччăсен асра тытмалла: наркомани – питĕ йывăр чир. Вăл сывлăха çав тери сиен кÿрет, çынна пĕтерет, çамрăклах вĕлерет. Наркотика пĕр хут тутанса пăхни тĕпсĕр авăра сĕтĕрсе кĕме пултарать. Телейĕрпе, çамрăклăхăрпа вылямалла мар. Сывлăхпа чыса ачаранах упрамалла. Сывлăх - чи пысăк пуянлăх.
Территорисене кăçал та хăтлăх кĕртĕç
Чăваш Енри муниципалитетсенче çĕнĕ обществăлла территорисене малаллах хăтлăх кĕртĕç. Ку ĕçе кăçал та «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕн «Хăтлă хула хутлăхне» йĕркелесси федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлама май пулĕ. Пĕлтĕр хăтлăх кĕртмелли объектсемшĕн иртнĕ Пĕтĕм Раççейри сасăлава 141 835 çын хутшăннă. Сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 39 объектран 25-шĕ çĕнтернĕ, шăпах вĕсене кăçал пурнăçа кĕртеççĕ. Пĕтĕмпе вара 2019 çултан пуçласа республикăра 280 ытла обществăлла территорие хăтлăлатнă.
