Выльăх-чĕрлĕх шутне чылай тытакансемшĕн пушшех те. Тикашри Николай Анатольевич Иванов фермер чылай çул ĕнтĕ вăкăрсем ÿстерсе самăртать. Çак кунсенче Тикашра унăн ферминче пулса куртăмăр, хура-шурă тĕслĕ çамрăк вăкăрсемпе паллашрăмăр.
90 пуç вĕсем кунта, тивĕçлĕ условисенче хĕл каçаççĕ, тутă тăраççĕ. Утă, фураж, сенаж — йăлтах вĕсен умĕнче. Хĕл кунĕсенче те ÿт лайăх хушчăр тесессĕн пахалăхлă апат çитермелле вĕсене. Октябрь уйăхĕнче кÿрсе килнĕскерсене тепрер çулталăка яхăн усрамалла пулĕ-ха пулса çитиччен. Çуллахи вăхăтра выльăх апатне йăлтах хăйсен хуçалăхĕнче çителĕклех хатĕрлеççĕ, çавăнпа та ку енĕпе йывăрлăх çук. Хуçалăх пуçлăхĕн Николай Анатольевичăн ирхи тар кăларакан зарядки шăпах та фермăран пуçланать. Çамрăк чунсене апатлантармалла, тасатмалла, шыв памалла. Çĕнĕ пысăк вите — ятарласа вăкăрсем усрамалли хăтлă вырăн. Витере ăшă, çутă, таса, уçăлса хупăнакан чÿречесем. Çанталăк ăшăтма, кун вăрăмланма пуçласассăн вăкăрсене урама вите хыçне хĕвел çине уçă сывлăша кăларма пуçлаççĕ.
Пĕлтĕр хуçалăхра 42 тонна аш-какай туса илсе реализациленĕ. Çавăн пекех Николай Анатольевич хуçалăхри машинăпа техника паркне юлашки 5 çулта 40 миллион тенкĕлĕх çĕнетнĕ. «Хальхи вăхăтра кăçалхи çуракине хатĕрленсе 70 тонна аммиак селитри, 40 тонна элита вăрлăх туянса хутăмăр, ытти вăрлăхĕ хамăр хуçалăхра туса илни пулĕ. Топливо çителĕклĕ, техникăна та çуракине кăларма кĕркуннех хатĕрленĕ. 150 гектар çинче кĕрхи тулă хĕл каçать-ха тата. Вăхăт сисĕнмесĕрех иртет, çавăнпа та йăлтах маларах шутласа, планласа хумалла. Пуçа ĕçлеттермелли, шухăшламалли нумай фермерсен», - тет Николай Анатольевич. Яланах оптимист вăл, йывăрлăха та кулăпа ирттерсе яма тăрăшать, пурнăçа хаклама пĕлет. Халĕ унăн пуçĕнче — çывхарса çитекен çураки. Ăна ăнăçлă ирттерсе ярассишĕн халех хатĕрленет вăл, документсемпе ĕçлет, тĕрлĕ ыйтăва татса парассипе тăрăшать.
Эвелина МИХАЙЛОВА
