Медицина пахалăхлă тата пуриншĕн те юрăхлă пултăр тесе Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн сферинче чылай пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçланаççĕ. Тĕпрен илсен вĕсем Раççейре 2025 çултан ĕçлекен «Вăрăм та хастар пурнăç», «Çемье» наци проекчĕсемпе тата «Единая Россия» политика партийĕн «Сывă пуласлăх» проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланса пыраççĕ, пирĕн Вăрмар округĕнчи медицина аталанăвĕпе те тÿрремĕнех çыхăнса тăраççĕ. «Сывă пуласлăх» проектăн тĕллевĕ – медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерес тĕллевпе кадрсен потенциалне аталантарасси, медицинăра малта пыракан технологисене вăя кĕртесси, çынсен пурăнас кун-çулне вăрăмлатасси тата ытти те.
Вăрмарти тĕп больницăри лару-тăру еплерех аталанни пирки больницăн тĕп врачĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан çамрăк тухтăрпа — Александра Вячеславовна ФИЛИППОВĂПА тĕл пулса калаçрăмăр.
Александра Вячеславовна Шупашкар хулинче çуралса ÿснĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен сиплев ĕçĕ, ун хыççăн ординатурăра тепĕр 2 çул терапи специальноçсемпе вĕренсе тухнă. Ĕç кун-çулне вăл Республикăри туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансерта медицина сестринчен пуçланă. 2021 çултан вара — Вăрмарти тĕп больницăра çур ставкăпа терапевт пулса ĕçлеме тытăннă. Участковăй тухтăр пулнă вăхăтрах терапи уйрăмĕн стационарти ĕçне те тытса пынă. Тĕп тухтăрăн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăниччен вăл заместитель пулнă.
— Александра Вячеславовна, пирĕншĕн кашниншĕн пурнăçра чи пĕлтерĕшли — сывлăх, паллах, çавăнпа та хамăрăн тăван тăрăхри больница тĕрĕс-тĕкел ĕçлесе пырасси, тухтăрсем çителĕклĕ пуласси, медицина учрежденине çĕнĕ оборудованипе тивĕçтересси тата ытти те паха. Пирĕн Вăрмар округĕнчи тĕп больницăра çĕнĕ объект строительствине пуçăнасси пирки хыпар илтрĕмĕр. Çакăн пирки тĕплĕнрех хаçат вулаканĕсене каласа параймăр-ши?
— Плансем чăнах та пысăк. Вăрмарти тĕп больница территорийĕнче виçĕ хутлă çĕнĕ сывату корпусĕ хăпартса лартасшăн. Хальхи вăхăтра пулас объектăн проектпа смета документацийĕ экспертиза тапхăрĕнче. Экспертиза витĕр ăнăçлă тухсан çывăх вăхăтра 6420,3 тăваткал метр лаптăк йышăнакан объект строительствин ĕçĕсене пуçăнмалла пулĕ. Кунта анестезиологипе реанимаци, ача-пăча, хирурги, терапи уйрăмĕсем пулĕç. Хирурги уйрăмĕнче çавăн пекех гинекологипе травматологи вырăнĕсем те хута яма палăртнă. Поликлиника çурчĕпе тÿрремĕнех сыпăнса тăракан корпус пулĕ ку. Çĕнĕ сывату корпусне йăлтах çĕнĕ оборудованипе, çĕнĕ сĕтел-пуканпа тивĕçтерĕç.
— Больницăна кадрсемпе тивĕçтерессипе ĕçсем еплерех пыраççĕ? Тухтăрсем çителĕклĕ-и?
— Паянхи кун Вăрмарти тĕп больницăра 264 сотрудник вăй хурать, çак шутран 37-шĕ — тухтăрсем. Вĕсен вăтам çулĕ 45 çулпа танлашать. Кăçал пирĕн больницăна тĕллевлĕ направленипе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн çĕнĕ çамрăк врач — дерматовенеролог ĕçлеме килмелле. 2025 çулта «Земство тухтăрĕ» программăпа рентгенолог, анестезиолог-реаниматолог, терапевт ĕçе пуçăннă пирĕн патĕнче. «Земство фельдшерĕ» программăпа 2 медицина сестри вăй хума тытăннă, вĕсем иккĕшĕ те ФАП заведующийĕсем. Хальхи вăхăтра Вăрмарти тĕп больница урлă тĕллевлĕ направленипе 14 çамрăк вĕренсе тухтăр пулма хатĕрленет.
— Александра Вячеславовна, халăха диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр кăларассипе активлă ĕçлетĕр. 2025 çул пурне те тÿрремĕнех пырса тивекен «Сывлăх патне — утăм» çĕнĕ проектпа асра юлчĕ, чылайăшĕ диспансеризаци витĕр те тухрĕç ун шайĕнче. Вăрмар округĕнче ку енĕпе туса ирттернĕ ĕçе мĕнлерех хак панă пулăттăр?
— Диспансеризаци сывлăха пур енлĕн тĕрĕслесе чирсене тупса палăртма, çыннăн сывлăхĕ мĕнле шайра пулнине пĕлме май парать. 2025 çулта Вăрмар округĕнче пĕтĕмпе планпа 8537 çынна диспансеризаци витĕр кăлармалла пулнă, чăннипе вара 9146 çынна тĕрĕсленĕ. Халăх профилактика çине уйрăмах тимлĕх уйăрнине çирĕплетет çакă. Пĕлтĕрхи диспансеризаци вăхăтĕнче 19 çыннăн усал шыçă, 82 çыннăн сахăр диабечĕ, 50 çыннăн сывлав органĕсен чирĕсем, 85 çыннăн апат ирĕлтерекен органсен чирĕсем пуррине тупса палăртнă. 552 çын чĕрепе юн çаврăнăшĕн тытăмĕн чирĕсемпе аптăранине çирĕплетнĕ. «Сывлăх патне — утăм» проекта Вăрмар округĕнчи 2200 ытла çын хутшăнчĕ. Комплекслă тĕрĕслев тата ансăр специалистсен консультацийĕсем хыççăн 561 пациента тарăнрах тĕрĕсленме направленисем панă.
— Сывлăх сыхлавĕн сферинче ФАПсен пĕлтерĕшĕ ÿссе пыни палăрать, халăха кÿрекен медицина пулăшăвĕн енĕсем анлăланса пыраççĕ. Пирĕн округра ку енĕпе лару-тăру еплерех-ши?
— Вăрмар округĕнче пĕтĕмпе 21 фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлет, вĕсен пурин те заведующийĕсем пур, пурте тулли ставкăпа ĕçлеççĕ. ФАПсенче халăха диспансеризаци те кăлараççĕ, вакцинацилессипе те ĕçлеççĕ. Участковăй терапевт ытти медицина ĕçченĕсемпе пĕрле ятарлă кунсенче ФАПра диспансеризаци те ирттерет, çавăн пекех гинеколога та чĕнсе илеççĕ кунта. ФАПрах мĕнпур анализсене те илеççĕ фельдшерсем — Вăрмар больницинчи лабораторире тĕпчекеннисене те, Шупашкара каяканнисене те. Медицина ĕçченĕсем тухса çÿреймен пациентсем патне килĕсем тăрăх та çÿреççĕ.
Çын сывлăхĕпе пурнăçĕ — чи хакли. Çакна тĕпе хурса кунран кун тăрăшса ĕçлетпĕр те эпир хамăрăн коллективпа!
Эвелина МИХАЙЛОВА калаçнă
