×

Предупреждение

JFolder: :files: Путь ведет не к каталогу: [ROOT]/images/albums/2019.06.03.
×

Внимание

There was a problem rendering your image gallery. Please make sure that the folder you are using in the Simple Image Gallery Pro plugin tags exists and contains valid image files. The plugin could not locate the folder: images/albums/2019.06.03

050Мартăн 6-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадионта районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн шкул ачисен XII-мĕш Спартакиади шайĕнче йĕлтĕрпе чупассипе эстафета иртрĕ. Пуçласа 1948 çулта ирттернĕ ăмăртăва районти тĕп тата вăтам шкулсен командисем — чи-чи пултаруллă та хастар йĕлтĕрçĕсем, 6-11 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Планпа палăртнă пекех ăмăртăва 15 минутсăр 10 сехетре уçрĕç. Райадминистрацин физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ А.Краснов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Н.Иванова, малтанхи çулсенче «Хĕрлĕ ялав» хаçатра редакторта ĕçленĕ Н.Васильев, А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов пухăннисене спорт уявĕпе саламласа çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, финиша чи малтан çитме, çĕнтерÿ патне ăнтăлма хавхаланупа ăнăçу сунчĕç. Çавăн пекех çамрăк спортсменкăсене çывхарса пыракан Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе те саламларĕç. Район хыпарçин тĕп редакторĕ З.Павлова «Хĕрлĕ ялав» хаçатпа çыхăну тытнăшăн, çулсерен çак ăмăртăва активлă хутшăннăшăн вĕренекенсене те, вĕсен тренерĕсене те пысăк тав сăмахĕ каларĕ, малалла та çак çыхăну тачă пуласса шаннине палăртрĕ.

Шăп та лăп 10 сехетре спортсменсем йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç. Малтанах 6-7 классенче ăс пухакан арçын ачасем, унтан хĕр ачасем 2 километрлă дистанцине парăнтарчĕç. 8-9 классенче вĕренекен яшсемпе хĕрсем те 2 километр чупса тухрĕç. 10-11 классенче вĕренекен хĕрсем вара 2 километр, яшсем 3 километр чупрĕç. Эстафета хĕрÿ лару-тăрура иртрĕ. Йĕлтĕрçĕсем стадион тăрăх çил пек малалла вĕçтерчĕç, пĕри тепринчен маттуртарах. Палăртнă дистанцине чупса тухма çăмăл мар паллах. Хăшĕсемшĕн йывăртарах пулчĕ пулас, финиша çитсен шурă юр çинелле йăванса кайрĕç. Теприсем ытти тупăшакансене таçта çити хыçа хăварса финишалла çăмăллăнах çитсе тăчĕç. Судьясем кам миçемĕш чупса тухнине паллă туса пычĕç.

Шкул ачисем чăнах та тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç, уйрăмах Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул спортсменĕсем пуринчен хастар пулчĕç.

6-7 классенчи хĕрачасем хушшинче Чупай шкулĕн команди 1-мĕш, Энĕшпуç шкулĕн команди 2-мĕш, Чулкас шкулĕн команди 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Çак ÿсĕмри арçын ачасем хушшинче малти вырăнсем пĕтĕмпех Чупай шкулĕн виçĕ командине лекрĕç.

8-9 классенчи арçын ачасем хушшинче 1-мĕш вырăна каллех Чупайсем йышăнчĕç, 2-мĕш вырăна Энĕшпуç шкулĕн, 3-мĕш вырăна Чулкас шкулĕн командисем тухрĕç. Хĕрачасем хушшинче Чупай шкулĕ 1-мĕш, Энĕшпуç шкулĕ 2-мĕш, Пинер шкулĕ 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Çапла тĕп шкулсем хушшинче Чупай шкулĕ малти вырăна тухрĕ, Чулкассем 2-мĕш, Пинерсем 3-мĕш пулчĕç, Кубоксем çĕнсе илчĕç.

10-11 классенче вĕренекен хĕрсем хушшинче Энĕшпуç шкулĕн команди 1-мĕш, Мăнçырма шкулĕн команди 2-мĕш, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкул команди 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Яшсем хушшинче вара Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкул 1-мĕш пулчĕ, Энĕшпуç шкулĕн спортсменĕсем 2-мĕш, Мăнçырмасем 3-мĕш вырăнсене тухрĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем Дипломсемпе медальсене тивĕçрĕç.Çапла «Хĕрлĕ ялав» хаçат парнисене чи хăвăрт йĕлтĕрçĕсем çĕнсе илчĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен, йĕлтĕр ăмăртăвĕ хаваслă лару-тăрура иртрĕ. Унта хутшăнакансем те, куракансем те кăмăллă юлчĕç. «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ ăмăртăва ирттерме пулăшнă мĕнпур çынна тав тăвать.

{gallery}albums/2019.06.03{/gallery}

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика