Çуркунне çитнĕ май çынсем хăйсен кил-çурчĕ çумĕнчи территорине, сад-пахчисене пĕлтĕрхи хыт-хураран, çулçăсенчен тасатаççĕ, тĕмсемпе йывăçсен тураттисене касаççĕ. Ку вăл питĕ лайăх-ха, анчах пухăннă çÿп-çапне ăçта хумалла?
Çак кунсенче «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцине Вăрмар поселокĕнчи Некрасов тăкăрлăкĕнче пурăнакан Н.Егорова пенсионер килсе хăйĕн чун ыратăвне уçса пачĕ. Некрасов тăкăрлăкĕнчи 1-мĕш тата 3-мĕш çуртсем хушшинче чылайранпа ĕнтĕ йывăç тураттисем /американский клен\ купаланса выртаççĕ иккен. Йĕри-тавра ÿсекен йывăçсене каснă та кунта килсе пăрахнă. Купа ÿссех пырать, никам та çак вырăна тасатас тесе те шутламасть. «Тирпейлĕхĕ те çук кунта, пушар тухас хăрушлăх та пысăк», — тет Н.Егорова.
Каснă туратсемпе çыхăннă ыйту, чăн та, кашни çуркунне-кĕркунне актуаллă. Ăна уçăмлатас тĕллевпе «Водоканал» тулли мар яваплă обществăн директорĕпе Юрий Ивановпа калаçрăмăр. Асăннă организаци Вăрмар округĕнче коммуналлă хытă каяшсене, çÿп-çапа илсе тухса вырнаçтарассишĕн яваплă. Ку енĕпе ĕçлеме унăн ятарлă лицензи пур.
Юрий Григорьевич палăртса каланă тăрăх, сад-пахчасене тасатнă хыççăн пулнă çÿп-çап, йывăç тураттисем коммуналлă хытă каяшсем шутне кĕмеççĕ, çавăнпа вĕсене çÿп-çап пуçтармалли контейнерсене тухса пăрахмалла мар. Уйрăм çуртсенче пурăнакансем туратсене вакласа килте усă курма, мунча хутма, çунтарма пултараççĕ /паллах, пушар хăрушсăрлăхĕн нормисене пăхăнмалла\. Пахча тасатнă хыççăнхи хыт-хурана, çумкурăка тислĕк купи çине пăрахма пулать. Нумай хваттерлĕ çуртсем çумĕнчи йывăçсене каснă хыççăн пухăннă туратсене вара «Водоканалпа» килĕшÿ туса илсе тухма май пур. Организацин халăха пулăшу кÿме тĕрлĕ йышши техника çителĕклĕ.
Н.Егоровăн ыйтăвĕпе Вăрмарти территори пайĕн начальникĕ Александр Виссарионов патне те шăнкăравларăмăр. Паллах, ăна та çынсем йывăç тураттисене, çÿп-çапа унта-кунта купалани пăшăрхантарать. «Çÿп-çапа кирлĕ-кирлĕ мар çĕре пăрахни лайăх япала мар. Темшĕн-çке пĕри варалать те тепри ун хыççăн килсе тасатасса кĕтсе ларать. Эпир, паллах, поселокри тирпейлĕхе тытса пыма хамăр енчен мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăçлатпăр, техника тытса çÿп-çапа илсе тухатпăр. Анчах пурин те яваплăха туймалла, хамăр пурăнакан вырăна тасалăхра, тирпейлĕхре тытмалла», — тет Александр Николаевич.
Ирина ДАНИЛОВА калаçнă