Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ
Василий ШИГИЛЬДЕЕВ:
«Май уйăхĕн 7-мĕшĕнче Владимир Путин патшалăх пуçлăхĕн должноçне официаллă майпа йышăнчĕ. Инаугураци Кремлĕн Пысăк Керменĕнче Андреевски залĕнче иртрĕ.
Раççей Конституцийĕпе килĕшÿллĕн иртекен çак процедура — инаугураци — патшалăх пуçлăхĕн должноçне йышăнакан халăх умĕнче присяга тытни. Владимир Путин — пирĕншĕн лидер. Çĕршывшăн парăнса ĕçленине тата çÿллĕ шайри стандартсемпе ĕçлекен чăн-чăн Президент пулнине тивĕçлипех çирĕплетсе панă. Шăпах та унпа пирĕн Раççей никама пăхăнман, вăйлă, тĕнчипе паллă, аталанса пыракан суверенлă патшалăх пулса тăнă. Раççей паянхи кун çăмăл мар вăхăтсене тÿссе ирттерет. Çак яваплă должноçре В.Путинсăр пуçне эпир урăх никама та курмастпăр. Присяга тытнă хыççăн Владимир Владимирович Раççей гражданĕсем умне сăмахпа тухрĕ, çĕршыв интересĕсем, унăн шăпи малашне те чи малти вырăнта пулассине пĕлтерчĕ. «Пирĕн мăн асаттесем пĕрлĕхре пулса тĕлĕнмелле çĕнтерÿсем тума пултарнă, вĕсемпе эпир паянхи кун та мухтанатпăр. Эпир пĕрле, эпир аслă халăх, пĕрле пулсан çĕнтеретпĕр!» - терĕ пĕтĕмлетсе пирĕн Президент. Президент постне вăл 2030 çулччен йышăнĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн çыннисем те Владимир Путиншăн пулнине иртсе кайнă суйлавра çирĕплетсе пачĕç: март уйăхĕнче иртнĕ суйлавра Владимир Путиншăн Вăрмар халăхĕн 88 ытла проценчĕ сасăларĕ. Пурте пĕрле эпир тĕрĕс çул-йĕрпе пыратпăр тесе шутлатăп».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика