«Вилĕм пĕтнĕшĕн, тамăк вăйĕ çĕмĕрĕлнĕшĕн, çĕнĕрен пуçланнă ĕмĕрлĕх пурнăçшăн эпир савăнса праçник тăватпăр; хĕпĕртесе çак ĕçсене тăвакана мухтаса юрлатпăр».
(Пасха канонӗн тропарӗ)
Туррăн савса, чĕнсе илнĕ священникĕсем, монах пурăнăçĕпе пурăнакансем тата Чăваш митрополинчи мĕнпур чиркÿ çыннисем!
Аслӑ типĕ вăхăчĕ сисӗнмесӗрех, хӑвӑрт иртсе кайрӗ. Нумаях та пулмасть эпир пӗр-пӗринчен каҫару ыйтса Аслă Мăнкун типпине хатӗрленме пуçланăччĕ, , халӗ вара вĕçĕмсĕр савăнса пӗр-пӗрне кăшкăрса калатпăр: "Христос Чӗрӗлнӗ! Чӑн-чӑнах Чӗрӗлнӗ!».
Ҫӑлӑнӑҫ тапхӑрӗ иртсе пынӑ вăхăтра пирӗнтен кашниех, вӑй ҫитнӗ таран тата май килнӗ таран , апат-ҫимӗҫрен тата ĕçкĕ-çикĕрен хамăра чарса ,пурăнӑҫ йӗркине лайӑх еннелле улӑштарса, çылăх туйăмĕсенчен ÿкĕнсе, чун-чӗресене тасатса, пысăкран та пысăк, аслăран та аслă уява кӗтсе илме хатӗрлентĕмĕр. Аслă типĕ тапхăрĕ пĕр иккӗленмесĕрех чуна усăллă вăхăт тесе калатпăр. Пире Таса Чиркӳ типĕ вăхăтне чунсене сыватма тата чи аслӑ праçнике хатӗрленсе кӗтсе илме панӑ вӑхӑт, унсӑрăн Христоса ĕненекенсен шанчăкĕ - Аслă Мӑнкун – "праçниксен праçникĕ , савăнăçсенĕн савăнăçĕ" (Пасха канонӗн 8-мĕш ирмосӗ) – усăсăр пулса тӑрать.
Паянхи Таса та аслă ҫӑлăнăçлă куна мухтаса юрлани – пирӗн православи тӗнӗн никӗсӗ пулса тӑрать. Çак праҫник кунне хисеплени питĕ тарăн пĕлтерĕшлĕ. Пурне те Тытса тӑракан Туррăн вӗҫӗмсĕр юратӑвӗ пĕтнĕ этеме çăлма, хӑйӗн пӗртен пӗр Ывӑлне – Иисус Христос Туррăмăра панӑ. Эпир çак çӑлӑнӑҫа хамăрăн тивӗҫпе мар, Пултараканăн вӗҫӗмсӗр юратăвĕ тăрăх илме тивĕçлĕ пултартӑмӑр. "Хăвăр ĕненнĕ тăрăх сире тивлет парса çăлнă;çăлăнасси хăвăртан килмен, вăл Турă панă ырăлăх" (Еф.2:8) – тесе ҫырать святой Павел апостол. Турӑ Ывӑлӗ хӑйӗн асапӗсемпе пӗтӗм этемлӗхе вилӗмрен ҫӑлнă, тамӑк сăнчăрĕсене аркатнӑ, пирӗншӗн пурсӑмӑршӑн та пӗрремӗш этем ҫылӑхӗсемпе хупланнӑ рай алӑкне уҫса панă. Анчах мӗнле-ха, пирӗн пурнӑҫра этем ҫаплах вилет, тамӑк ҫаплах пурӑнать-и? Ҫак ыйтӑва хирӗҫ Пире Аслӑ шӑматкунӑн кӗлӗ сăмахĕсем питӗ лайӑх вӗрентеҫҫӗ, ҫав сӑмахсенче, «тамӑк этем йăхне тытса тăрсан та, ĕмĕрлĕхе мар» (Аслӑ шӑматкунхи ирхи кĕлĕри канон тропарĕ). Вилӗмпе тамӑк ҫаплах пур пулин те, Христос Чӗрӗлсе тӑнăранпа вĕсен этеме тытса тăрас хăвачĕ пĕтнĕ, мĕншĕн тесен этеме ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕме çул уçăлнă.
Пирӗн Чиркĕвĕн Турă сăмахне вĕрентекен Аслӑ Иоанн Златоуст Ҫак ыйтӑва хирӗҫ ҫапла хуравлать: "Кивӗ Сăмахри çырăвăн чылай вырӑнӗнче ку тĕнчерен куҫса кайнине вилӗмпе тамӑк тенине тупӑн. Пирĕн Христос Туррӑмӑр Хăйне парнене кӳрсе Чӗрӗлсе тӑнă хыҫҫӑн, этеме юратакан Патша Турă ҫав ята пӑрахӑҫласа пирӗн пурнӑҫа тӗлӗнмелле ҫӗнӗ йӗрке кÿртнӗ: кунтан куҫса кайни вилӗм вырӑнне канӑҫлӑхпа канлĕх пулать" .
Миро-çăвĕ илсе пыракан хĕрарӑмсем Христос Чӗрӗлсе тӑни ҫинчен юратса каласа пĕлтернĕ. Христосӑн вӗренекенӗсем – сӑваплӑ апостолсем Христос Туррӑмăр тупӑкран чĕрĕлсе тăнă хыпара ҫирӗппӗн те тӑрӑшса сарнӑ. "Ҫуркунне ырӑ шӑршӑ сарать", ҫак сӑнар пурăнăç вилӗме ҫӗнтернине кӑтартса парать. Халӗ ĕнтĕ тӗнчене Ҫӑлакана чунтан-чӗререн ӗненсе эпир хамӑр чӗрӗлсе тӑрасса шанса, ҫак аслӑ куна тата ытларах та мухтаса савăнатпăр. Ҫак чун-чĕререн тухакан савăнăçа нимӗнпе те танлаштарма май çук, , ӑна пирӗнтен никам та туртса илме пултараймасть. Ҫак кун Турӑ ҫуртне Христос Чӗрӗлсе тӑнине мухтава кӑларас тесе пынӑ ҫынсем чиркӳре ҫав кун савӑнӑҫлӑ ырă туйăмсемпе хавхаланса савăнаççĕ. Чиркÿ Праçник кĕлĕ юррисенче çакна уççăнах кăтартса параççĕ: «Туррăн Ашшĕ Давид, савăнса ташласа пынă», «хавасланса çутталла тухрĕç, ĕмĕрлĕх Пасхăна мухтаса юрларĕç» (Пасха канонӗн тропарӗсем). Пирӗн Раççей çыравçи Антон Павлович Чехов хӑйӗн "Таса каҫ" калавӗнче Мӑнкун уявӗ ҫинчен тӗп геройӑн шухӑшӗсене илсе кӑтартать, вăл та праҫникре Турра кӗлтунӑ чухне ҫавнашкалах пысӑк савӑнӑҫ тата унран чӗрӗлӗх тухса тӑнине асӑрхать: "ӑҫта пӑхатӑн, пур ҫӗрте те ялтăр ҫутӑсем, ҫуртасем çатӑртатни... Нимӗн те вуланмасть, пĕр вĕçĕмсĕр савӑнӑҫлӑ юрă…пĕр вĕçĕмсĕр ачасенни пек савăнăç, çак савăнăç тулалла тухса мӗнле те пулин хусканӑва кӗрсе ӳкме сӑлтав шырать" . Ҫак хастарлӑх, чӗрӗлӗх, хаваслӑх эпир ҫӗнтерӳллӗ Чӗрӗлсе тӑнă куншӑн ҫав тери савӑннине, вӑл ҫӗр ҫинчи тӗнчере те, çÿлти тӗнчере те уявланине палӑртать.: "пĕлĕт çинчисем тивĕçлипех хĕпĕртенччĕр, çĕр çинчисем савăнччăр, курăнакан тĕнчерисем те, курăнман тĕнчерисем те пурте праçник туччăр!" (Пасха канонӗн тропарӗ).
Хисеплӗ священниксем, Турра юратса монах пурăнăçĕпе пурăнакансем, хаклă тăванăмсем! Христос чӗрӗлсе тӑнӑ ятпа сире чӗререн саламлатӑп. Мӑнкун савӑнӑҫӗ сирӗн чӗрӗрсене çывăх çынсене тата таврари ҫынсене юратассипе тултартăр. Тӗнчене Ҫӑлакан Чӗрӗлсе тӑнипе савӑнса пурӑнӑр, паянхи кун пирӗн тӗнчене кирлӗ юратупа хӗрхенӳ ӗҫӗсене тӑвӑр. Хӑвӑр Христос тĕнне тытса тăнине сӑмахпа кăна мар, ырӑ ӗҫсем туса ҫирӗплетсе кӑтартӑр. Кулленхи ӗҫӗрсене тÿрĕ кăмăлпа, яваплӑ, чӗререн тав туса тăвӑр. Тата сире тĕнчере килĕшÿ пултăр тесе тата ытларах кӗл тума чӗнетӗп, вӑл пире пурне те питӗ кирлӗ. Ҫак мӑнкун эрнисенче ырӑ хыпар саракансем пулӑр, ҫак ҫутӑ праçник кунӗсенче сирӗн пурнӑҫӑр çулĕ ҫинче тӗл пулакансене пурне те Христос Чӗрӗлсе тӑни ҫинчен пӗлтерме ан вӑтанӑр.
Чӗрӗлсе тӑнă Христоса юратса, Шупашкарпа Чăваш митрополичĕ тата Улатăр епархиейĕн вăхăтлăх пуçлăхĕ Савватий,
Шупашкар хули 2024 ҫул.