З.ПАВЛОВА, тĕп редактор:
«2018 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путинпа иртекен пресс-конференцие Раççейри, ют çĕршывсенчи тĕрлĕ массăллă информаци хатĕрĕсенчи 1702 журналист хутшăнчĕ. Раççей Президенчĕ массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçни ман шутпа, чи çивĕч ыйтусене татса пама пулăшать, хамăр çĕршыври политика лару-тăрăвне, экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçне уçăмлатать. Пресс-конференци пуçламăшĕнче Владимир Владимирович çĕршывăн экономика аталанăвне цифрăсемпе çирĕплетсе каларĕ. Пирĕн çĕршывра ВВП -1,7, промышленноç производстви 2,9 процент, тĕп капитала инвестици хывасси 4,2 процент ÿснине палăртрĕ. Агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕнче те ÿсĕмсем пысăк, кунти суту-илÿ калăпăшĕ те 16 хут ÿснĕ. Çĕршыв аталанăвĕнче 12 наци проекчĕ пурнăçа кĕрсе пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине, çакă регионсене аталанса пыма майсем туса панине палăртрĕ В.Путин. Хамăр çĕршыври экономикăна аталантарнипе пĕрлех ют çĕршывсемпе те тачă çыхăнура ĕçлесе пынине каларĕ В.Путин. Сăмахран, Раççейпе Китай çĕршывĕсем хушшинчи тавар çаврăнăшĕ çулран-çул ÿссе пырать.
2019 çулта Раççейре цифрăллă телевидени вăя кĕрет. Унпа вара аякри пĕчĕк ялсенче пурăнакансем те ыттисемпе танах усă курма пултарĕç. Вĕсемшĕн те цифрăллă телевиденийĕн пахалăх шайĕ пысăк пулĕ.
Пресс-конференцире журналистсенчен ыйтусем чылай пулчĕç, Раççей Президенчĕ кашни ыйтăва тĕплĕн хуравларĕ».
Э.МИХАЙЛОВА, пай редакторĕ:
«Иртнĕ кĕçнерникун РФ Президенчĕ В.Путин Раççей тата ют çĕршыв журналисчĕсене — 14-мĕш хутчен пысăк пресс-конференцине — хăйне евĕрлĕ Çĕнĕ çул умĕнхи тĕлпулăва пуçтарчĕ. Пресс-конференцие пĕтĕмĕшле 1702 журналиста аккредитациленĕ. Чăваш Республикинчен кунта Чăваш Наци телевиденийĕн журналисчĕсем Г.Титарчук тата А.Шоклев, «Советская Чувашия» хаçатран Д.Федорова, «Грани» хаçатран Д.Новак хутшăннă. Эпир вара, район хаçачĕн ĕçченĕсем, тÿрĕ линие он-лайн мелĕпе пăхрăмăр.
Чи малтанах ыйтусем çине хуравлама тытăниччен В.Путин çĕршывăн кăçалхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Кăçал халăхăн тупăш пайĕ 0,5 процент ÿснĕ, çакă граждансен ĕç укçи вăтамран çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 6,9 процент пысăкланнипе çыхăннă. Ĕçсĕрлĕх шайĕ те пĕлтĕрхипе танлаштарсан чакнă, 2017 çулта 5,2 процент пулнă пулсан, 2018 çулта — 4,8 процентпа танлашнă. 2017 çулта ватлăхпа паракан страховани пенсийĕн вăтам виçи 13 пин те 677 тенкĕ пулнă пулсан, 2018 çул вĕçне вăл 14 пин те 163 тенкĕпе танлашĕ. Раççейре пурăнакансен вăтам пурнăç тăршшĕ те, кăштах кăна пулин те, çапах та ÿснĕ: 2017 çулта 72,7 çулпа танлашнă, 2018 çул кăтартăвĕсем тăрăх — 72,9 процент. Президентăн пресс-секретарĕ Д.Песков залра ларакансем хушшинче ыйту паракансене хăй суйласа пычĕ. Пĕрремĕш ыйтăва ИТАР-ТАСС патшалăх информаци агентствин журналистне пама тÿр килчĕ. Наци проекчĕсене пурнăçласси, вĕсене пурнăçлама çав тери пысăк укçа-тенкĕ уйăрни чылайăшĕнче иккĕленÿ çуратни пирки каларĕ журналист, РФ Президенчĕ çак енĕпе хăй мĕн шухăшланине пĕлтерме ыйтрĕ. В.Путин çак анлă ыйтăва хуравланă май Наци проекчĕсем çĕршыва технологипе çыхăннă çĕнĕ пурнăçа пысăк утăм ярса пусма май панине каларĕ. 12 Наци проектне пурнăçлани çĕршывăн пур ресурсĕсене пĕр çĕре пуçтарса çутă пуласлăхшăн çул уçассине пĕлтерчĕ вăл. Çак проектсем Президент каланă тăрăх, сывлăх сыхлавне, вĕрентĕве, наукăна, цифрăллă экономикăна, инфраструктурăна, робототехникăна тата ыттине те аталантарма май парĕç».
А.НИКОЛАЕВА, пай редакторĕ:
«Раççей Президенчĕ В.Путинăн кашни çулах иртекен пысăк Пресс-конференцийĕ иртрĕ. Унта ытларах тĕнчери экономика аталанăвĕн шалти тата тулашри тематикипе, çĕршывсем хушшинчи туслăх. çинчен тата ытти енĕпе те. Пĕтĕмĕшле илсен калаçу пĕтĕмпех халăх пурнăçĕ тата иртнĕ çулсенче туса ирттернĕ ĕçсем пирки пычĕ тесе калас килет. Ыйтусем тĕрлĕрен пулчĕç. Пресс-конференцие хутшăннă журналистсен тĕрлĕрен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ В.Путин. Кашнийĕ тĕрлĕрен ыйтусене хускатрĕ. Хăшĕсене çамрăксем ытларах интернетпа çыхăнса кирлĕ-кирлĕ мар информацисене илме пултарасси пăшăрхантарчĕ, теприсене 2012 çулхи май уйăхĕнчи указсене мĕнле шайра пурнăçласа пыни кăсăклантарчĕ тата нумай ыйтусене хускатрĕç. Ял хуçалăх отраслĕн аталанăвĕ чакса пыни пирки те ыйту пачĕç. Ку ыйтăва В.Путин çапларах хуравларĕ: «Евросоюз Раççее хирĕç санкци тăратнă пулин те ытти çĕртен пирĕн пата таварсем килсех тăчĕç. Çавна кура конкуренци палăрмаллах пулчĕ. Кăтартусене малтанхи çулпа танлаштарнăран, кăçалхи кăтарту сахалтарах курăнни çинчен каларĕ вăл. Тĕслĕхрен, 2017 çулта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпе 135,5 млн тонна туса илнĕ пулсан, кăçал çанталăк условийĕсене пула 110,5 млн тонна кăна пулнă. Темиçе çулпа илес пулсан Раççейре ял хуçалăх отраслĕ аталансах пыни палăрать», - терĕ Владимир Владимирович».
И.ДАНИЛОВА, пай редакторĕ:
«Декабрĕн 20-мĕшĕнче РФ Президенчĕ В.Путин журналистсемпе тĕл пулса пресс-конференци ирттерчĕ. Пресс-конференцие Президент çĕршыври лару-тăрăва хак панинчен пуçларĕ. Ĕç кăтартăвĕсем цифрăсем урлă палăраççĕ тенĕ пек Владимир Владимирович асăннă цифрăсенчен те çĕршыври лару-тăру лайăх еннелле улшăнни куçкĕрет. Тĕслĕхрен, ĕçсĕррисен проценчĕ 2017 çулта 5,2 пулнă, кăçал 4,8 процентпа танлашнă. Пенси тÿлевĕн çулталăкри вăтам калăпăшĕ 13677 тенкĕ пулнă пулсан, çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх 14163 тенкĕне çитĕ. Çынсен пурнăç тăршшĕ пирки калас пулсан, пĕлтĕр вăл вăтамран 72,7 çул пулнă, кăçал вара 72,9. Промышленноçра та, экономикăра та кăтартусем лайăхланса пыни палăрать.
Журналистсен ыйтăвĕсем тĕрлĕрен пулчĕç — çĕршыв тулашĕнчи хутшăнусем пирки те, патриотизм, ял хуçалăх, политика, экологи тата ытти темăсемпе çыхăннисем те. Нумайăшне тĕнчери çĕршывсем хушшинчи çивĕч лару-тăру пăшăрхантарни палăрчĕ. Владимир Владимирович кашни ыйту çинех тулли хурав пачĕ. Хăш-пĕр ыйтăва тĕлпулу вăхăтĕнчех татса пама пултарчĕ, хăш-пĕрне çитес вăхăтрах пăхса тухма, тивĕçлĕ йышăну тума шантарчĕ.
Эпĕ нумай ачаллă амăш пулнă май маншăн çитĕнсе пыракан ăрăвăн воспитанийĕпе çыхăннă тема кăсăклă пулчĕ. «Пуласлăх — çамрăксенче» тенĕрен ачасене, çамрăксене тивĕçлĕ воспитани парасси, пĕр-пĕрне, хамăр çĕршыва хисеплеме вĕрентесси тĕп вырăнта тесе шухăшлатăп. РФ Президенчĕ те хăйĕн шухăшне палăртса çамрăксем хушшинче лайăххине кăна — сывă пурнăç йĕркине, ĕмĕрхи хаклăхсене тытса пырассине — пропагандăламаллине, вĕсенче патриотизм туйăмне аталантармаллине каларĕ, усал йăласемпе кĕрешмелли, куç хупса ирттерсе ямалла марри çине пусăм турĕ.
Çапла пресс-конференцире ыйтусем те, хуравсем те пулчĕç, çулталăк хушшинчи ĕç-хĕле те пĕтĕмлетрĕç».