Мăнçырма шкулĕ гранта тивĕçнĕ

Вăрмар округне ырă хыпар килсе çитрĕ. В.Д. Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул чăваш чĕлхине вĕрентессипе çыхăннă чи лайăх практикăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 500 пин тенкĕпе танлашакан грантне тивĕçнĕ. Олег Николаев çакна çирĕплетекен хушăва алă пуснă.

Палăртмалла, асăннă гранта республикăри шкулсене 2023 çултанпа пама тытăннă. Пирĕн регионта чăваш чĕлхине вĕренме пĕтĕм услови пур. Хальхи вăхăтра ăна 1-11-мĕш классенче ăс пухакан шкул ачисенчен 73,5 проценчĕ вĕренсе тĕпчет. Чăваш чĕлхине пысăк ăсталăхлă 600 учитель вĕрентет.

 

Субсиди параççĕ

Сусăрсем валли ĕç вырăнĕсем йĕркелеме субсиди параççĕ. «Кадрсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн предприятисене сывлăх енчен хавшак çынсене тивĕçлĕ майсемпе тивĕçтерме 200 пин тенкĕ таран уйăраççĕ.

Паянхи кун тĕлне çак меслетпе регионти 3 пĕрлешÿ усă курнă, тепĕр 3-шĕ кирлĕ хатĕрсем туянас тапхăрта.

 

Хуçасăр 822 йытта тытнă

Правительство пуçлăхĕ Сергей Артамонов ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлăвĕнче хуçасăр йытăсене тытас ĕçе лайăхлатассине сÿтсе явнă. Хуçасăр чĕрчунсемпе ĕçлесси пирки сăмах илнĕ май Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Александр Шакин чылай муниципалитет килсĕр-çуртсăр йытăсене тытас енĕпе çителĕксĕр ĕçленине палăртнă. Çав шутра Патăрьел, Йĕпреç, Вăрмар, Шупашкар, Канаш округĕсене, ыттисене асăннă. Ку енĕпе пĕтĕмпе 852 заявка пулнă, вĕсене пурнăçласа хуçасăр 822 йытта тытнă. Çурринчен ытларах кайран вĕсене тытнă вырăнсенех каялла янă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика