
Çĕршывра пурăнакан пин-пин çын фронта пулăшать: апат-çимĕç посылкисем пуçтараççĕ, нускисем, маскировка сеткисем çыхаççĕ тата ытти те.
Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисемшĕн маскировка сеткисем çав тери пĕлтерĕшлĕ, бронежилетпа каскăран кая мар. Ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешĕмĕрсене пулăшас тĕллевпе Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн ватăсемпе сусăр çынсене социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Арапуçĕнчи стационар уйрăмĕнче пурăнакансем те маскировка сеткисем çыхас ĕçе хутшăнаççĕ. Вĕсем Арапуç ялĕнче маскировка сеткисем çыхакан пункт валли лентсенчен çыхăсем хатĕрлеççĕ.
Ырă ĕçе хутшăнни ватăсене савăнăç кÿрет, салтаксене пулăшма, пĕрлехи ĕçе хăйсен тÿпине хывма май парать.
Вера ВАСИЛЬЕВА, уйрăм заведующийĕ
