Иртнĕ кунсенче Вăрмар муниципаллă округĕнче территорисен пайĕсен начальникĕсемпе, муниципаллă округăн администрацийĕн пайĕсен начальникĕсемпе тата специалисчĕсемпе иртнĕ ларура пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăва — саккунсăр, официаллă учетсăр тата патшалăх контролĕсĕр ĕçлекенсене тупса палăртса вĕсене официаллă майпа ĕçлеттерессине пăхса тухнă. Тепĕр майлă каласан, округра «вăрттăн экономикăна» /вырăсла «теневая экономика»\ аталантарссине чакарса пырасси.
Ларăва Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ертсе пычĕ. Çавăн пекех унта Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕн обществăлла йĕрке хуралĕ енĕпе ĕçлекен заместителĕ Михаил Федоров, Вăрмар район прокурорĕн помощникĕ Яна Камышева, Вăрмар округĕн пуçлăхĕн советникĕ Олег Асмус хутшăнчĕç.
Чи малтанах Василий Викторович 2026 çул Вăрмар округĕнче Тухăçлă управленипе перекетлĕх /Год эффективного управления и бережливости\ çулталăкĕ пуласси çинчен пĕлтерчĕ. Çавна май ятарласа 2025 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче кăларнă 492-р номерлĕ йышăнăва алă пусса çирĕплетрĕ. Унтан вăл округра чылай çул саккунсăр майпа аталаннă экономикăна тÿрĕ çул çине кăларса е официаллă майпа ĕçлеттерсе пырассипе мĕнлерех йышăнусем туса ирттермелли çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ: «Ку эпир вырăнта шухăшласа кăларнă пулăм мар. Çакă РФ Президенчĕ Владимир Путин ĕç тăвакан влаçăн кашни шайĕнчех лартнă тĕп задачăсенчен пĕри шутланать. Вăл палăртнă тăрăх. «вăрттăн экономика» вăл — бюджет валли миллиардсем çухатни çеç мар, шкулсемпе больницăсене хăтлăлатма, çул-йĕр, çурт-йĕр строительствине пур калăпăшпа пурнăçлама укçа-тенкĕ хывса çитерейменни, налук тÿлекен, тÿрĕ чунлă предпринимательсене те кÿрентерни. РФ Президенчĕ Владимир Путин палăртнă тăрăх, «сăрă» схемăсемпе кĕрешесси çĕршывăн экономика хăрушсăрлăхĕн тата социаллă тĕрĕслĕхĕн ыйтăвĕ те. Çавна май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та ку ыйтăва уçăмлатса çакна палăртнă: «Чăваш Ен бюджечĕн тупăшне ÿстерессин тĕп резервĕ вăл — саккунсăр, официаллă учетсăр тата патшалăх контролĕсĕр ĕçлекенсене тупса палăртса вĕсене тÿрĕ çул çине кăларасси. Вĕсене официаллă майпа ĕçлеттерсен, бюджета кĕнĕ хушма укçа шкулсене, ача сачĕсене юсама, нумай ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ пама, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме кайĕ. Пирĕн бизнеса аталантарма майлă условисем те туса памалла, рынок тапхăрĕнче уççăн ĕçлекен бизнесменсен конкурентлăхĕ вăй илсе пырса «сăрă» схемăпа ĕçлекенсене пĕтерсе пытăр».
Василий Викторович каланă тăрăх, асăннă Программăна хатĕрленĕ чухне «вăрттăн» экономикăна хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен Раççей Федерацийĕнчи ытти муниципаллă округсен ĕç-хĕлне шута илсе йĕркеленĕ. Вĕсем: Тутар Республики, Белгород, Калуга, Ульяновск облаçĕсем. Программăна хатĕрленĕ чухне çавăн пекех регион тата федераллă шайĕнчи экспертсемпе те активлă ĕçленĕ. Пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн çакна палăртнă: пирĕн округра суту-илĕвĕн хăш-пĕр сегменчĕсем, строительство, транспортпа тивĕçтересси саккунсăр, официаллă учетсăр пулса пынине тупса палăртнă. Вăрмар округĕнче ĕç укçине «сăрă» схемăпа парассипе ĕçлекен предприятисемпе уйрăм çын предпринимательсем те пур. Хăш-пĕр суту-илÿ вырăнĕсенче укçа-тенкĕ çаврăнăшĕ касса витĕр тухмасть. Çакă пĕтĕмпех вырăнти бюджета «ура хурать» тесен те йăнăш пулмасть. Асăннă укçа-тенкĕпе территорисене ытларах хăтлăх кĕртме, ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакансене тĕрев пама, çамрăксем валли хатĕрленĕ тĕрлĕ программăсене аталантарма кайĕччĕ.
Ларура «Бережливый район — 2026» ятпа хатĕрленĕ Программăн проектне пăхса тухрĕç. Унпа тĕплĕнрех Вăрмар округĕн пуçлăхĕн советникĕ Олег Асмус паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, пирĕн округра паянхи кун «вăрттăн» экономика секторĕнче ĕçлекенсен йышĕ 35 процентпа танлашать. Тĕллев — 2028 çул тĕлне ăна 25 процента çитересси. «Пирĕн округра «вăрттăн» экономика секторĕнче ĕçлекенсен йышĕнче официаллă майпа ĕçлемен таксистсем çынсене турттарни, çĕвĕ производстви, строительство енĕпе пулăшу ĕçĕсем кÿни, ваккăн тавар сутасси, автосервиссен ĕçĕ-хĕлĕ шутланаççĕ. Вĕсене малашне официаллă майпа мĕнлерех ĕçлеттермелли пирки асăннă Программăра тĕплĕн палăртса хăварнă», — терĕ Олег Асмус. Çавна май кунта контрольпе надзор органĕсен, налук службисен яваплăхĕ ÿссе пырĕ.
Пĕтĕмĕшле каласан, асăннă Программăпа ĕçлесе пырсан 2026 çулта округ бюджетне хушма укçа-тенкĕ кĕрессипе майсем пулĕç.
Зинаида ПАВЛОВА
