photo 2025 12 05 11 44 24

photo 2025 12 05 11 44 29

Чăваш Енри хăмла çитĕнтерессипе, ăна тирпейлессипе ĕçлекен чи пысăк предприятисенчен пĕри — «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество шăпах та Вăрмар тăрăхĕнче вырнаçнă. Çак кунсенче унта пулса куртăмăр, предприяти руководителĕн заместителĕпе Олег Валерьевич Чумаковпа курса калаçрăмăр. Вăл малтанхи çулсенче «АгроРесурсы» обществăн руководителĕ пулнă Юлия Петровна Кисенкон (çĕре кĕнĕ) ĕçне малалла тăсаканĕ, чылай çул унпа пĕрле çума-çумăн тăрăшнă, çывăх юлташĕ пулнă. Олег Валерьевич кунта иккĕмĕш çул кăна ĕçлет-ха, апла пулин те хăмла отраслĕнче 2016 çултанпах.

Паянхи кун предприятире 4 тракторист, кладовщик ĕçлеççĕ. Арçынсем хăмлана вĕтетсе гранула тăвакан оборудованине салатса пуçтарнă, ăна кăлтăксăр ĕçлеттерсе ярассишĕн тăрăшатчĕç.

Пур хăмлана та пресласа пĕтернĕ предприятире. «Кăçалхи хăмла тухăçĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 25-30 процента яхăн япăхрах. 2024 çулта питĕ аван пулсаччĕ. Пĕтĕмпе хуçалăхра хăмла валли уйăрнă çĕр лаптăкĕсем 40 гектар, 36 гектарĕ тухăç парать, Кĕтеснер тата Мăнçырма ялĕсенче тепĕр 2-шер гектарлă икĕ çĕнĕ участок çинче çамрăк хунавсем лартса хăвартăмăр. Вĕсем тепĕр 2-3 çулсăр çимĕç параймĕç-ха. Кăçалхи хăмлана эпир пĕтĕмпех сутса пĕтернĕ ĕнтĕ, типĕтнĕ те тÿрех сăра завочĕсем тăрăх ăсатнă. Çавăн пекех Чăваш Енри ытти хуçалăхсенчи хăмлана грануляцилессипе пулăшу ĕçĕсем кÿретпĕр. Халĕ шăпах çак енĕпе ĕçлемелле. Гранула тума пуçларăмăр кăна акă — оборудованипе çыхăннă çитменлĕхсем палăрма пуçларĕç. Гранулятор кивелсе çитнĕ, ăна тĕплĕн тĕрĕслесе ĕçлеттерсе ямалла. Эпир хăмла çитĕнтерекен лаптăксемпе, хăмла калăпăшĕсемпе Чăваш Енре малтисен шутĕнче. Ĕçлекенсене ĕç укçи тÿлесси , ĕç хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнасси пирĕн патĕнче малти вырăнта», - каласа пачĕ Олег Чумаков.

Чăваш хăмлине ăçта ăсатнине, кама сутнине коммерци вăрттăнлăхĕ тесе пĕлтермерĕ вăл пире.

Кăçал ял хуçалăх ĕçченĕсене чысланă уявра «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăна хăмла çитĕнтерессипе лайăх ĕçленĕшĕн, 1 гектартан 20 центнер хăмла туса илнĕшĕн, Вăрмар округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш степеньлĕ Дипломĕпе чысланă.

Предприятире хальхи вăхăтра Вячеслав Харитонов, Владимир Васильев, Феликс Дмитриев, Олег Лисицын, Татьяна Александрова ĕçлеççĕ. Çулталăк тăршшĕпех ĕç пур вĕсем валли.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика