
Кашни шкултах тăрăшуллă та хастар ачасем пур. Пирĕн Энĕшпуç шкулĕнче те чылай вĕсем. Манăн вара 9-мĕш класра вĕренекен Виктория Алексеевăна уйрăмах палăртса хăварас килет.
Çак хитре те тирпейлĕ, сăпайлă хĕрача ыттисенчен нимпе те уйрăлса тăмасть пек: кашни кун шкулалла утать, хăйĕн ĕмĕчĕсем çинчен тантăшĕсемпе калаçать. Çав вăхăтрах 9-мĕш класра ĕçлекен вĕрентекенсем Викăна тÿрех асăрхаççĕ. Учитель каланине ăша хывса вăл кирек хăш самантра та хурав пама пултарнине тата питĕ тавçăруллă пулнине палăртаççĕ. Анчах та çав «çутçанталăк панине» аталантармастăн пулсан — вăл чакса иксĕлме пултарать. «Ăслă çын — ĕçлĕ çын», — тенĕ ваттисем, вăй хумасăр ăса çивĕчлетейместĕн, малалла та аталанаймастăн. Çав енчен вара Вика питĕ маттур хĕрача. Вăл питĕ нумай хатĕрленет, пĕлÿ патне пĕтĕм чунтан ăнтăлать. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн стипендиачĕ пулса тăнă. Ку вăл унăн çитĕнĕвĕсене тивĕçлипех хакланине палăртакан пулăм тесе шутлатăп.
Вика пур предметпа та «5» паллăпа кăна ĕлкĕрсе пырать, кашни çулах хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать. Кăçалхи вĕренÿ çулĕ пуçланни пит нумай та иртмен-ха, çапах та вырăс литературипе иртнĕ олимпиадăра 1-мĕш вырăн йышăнса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ; районта экологипе çыхăннă наукăпа практика конференцийĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă. Хальхи вăхăтра вăл кашни кун тенĕ пекех район шайĕнче иртекен олимпиадăсене хутшăнать. Сăмах май каласан, пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче Вика чăваш чĕлхи тата литература, вырăс литература предмечĕсемпе иртнĕ олимиадăра призерсен шутне те кĕнĕччĕ, Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртнĕ «Тăван чĕлхе урокĕсен юратнă вĕрентекенĕ» сочиненисен конкурсĕнче вара 3-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.
Вика пур енчен те пултаруллă хĕрача, вăл шкулти драмкружока та çÿрет. Унта та çак вĕренекен хăйĕн чăн-чăн артист туйăмĕсене вăратса сцена çинче куракансен чунĕсене тыткăнлакан сăнарсем калăплама пултарать. Ахальтен мар ĕнтĕ 2024 çулта район шайĕнче иртнĕ шкул театрĕсен фестивалĕнче «Иккĕмĕш планри чи лайăх хĕрарăм ролĕ» номинацире лауреат пулса тăнăччĕ. Пушă вăхăтра вăл сăвăсем те çырма юратать.
Унăн çитĕнĕвĕсене çырса пĕтерме те çук, мĕншĕн тесен вĕсем питĕ нумай. Кунта, паллах, вĕрентекенсен тÿпи те пысăк. Унсăр пуçне манăн Викăн ашшĕпе амăшне те палăртса хăварас килет: Юрий Алексеевичпа Татьяна Вячеславовна ачисемшĕн питĕ тăрăшаççĕ, хăйсен тĕпренчĕкĕсене пĕлÿ патнелле туртăнма хавхалантарсах пыраççĕ, пĕтĕм енчен пулăшаççĕ.
Пирĕн шкулта çакăн пек тăрăшуллă та маттур вĕренекенсем пурришĕн эпир савăнатпăр, вĕсемпе мухтанатпăр. Викăна вара яланах малтисен ретĕнче пыма сывлăх тата ăнăçу сунатăп, кашнинчех çĕнтерÿ патнелле ăнтăлмалла пултăр!
Зоя ДМИТРИЕВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
