Асам

К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче шкул театрĕсен «АСАМ» ятпа иртекен III-мĕш фестивалĕн çĕнтерÿçисене наградăлассипе савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Кăçал фестивале Раççейри Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне тата Чăваш Енри Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкне халалланă.

Республикăри тапхăр ноябрĕн 11-25-мĕшĕсенче пулнă. Жюри — патшалăхăн культура учрежденийĕсен представителĕсем тата сценăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем — чи лайăх 32 постановкăна хак парса çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацисенче палăртнă.

Чыслав мероприятине Вăрмар муниципаллă округĕн çамрăк артисчĕсем те — фестивалĕн муниципалитетри çĕнтерÿçисем, Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул çумĕнчи «Мельпомена» театрăн членĕсем — хутшăннă (сăн ÿкерчĕк çинче). Шкул театрĕн руководителĕ — вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Елена Ларионова. Аса илтеретпĕр, 2024 çулта, «АСАМ» II-мĕш фестивалĕн республикăри тапхăрĕнче, Елена Ильинична «Чи лайăх режиссер ĕçĕ»номинацинче çĕнтернĕ пулнă.

Людмила ИВАНОВА, Вăрмарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн методисчĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика