photo 2025 11 28 10 03 30

Амăшĕн кунĕ ячĕпе Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта çут тĕнчери хаклă çынсене халалласа чуна тыткăнлакан мероприяти иртрĕ. Çак уяв пире кашнин пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнакан çынсене чăннипех те хакламаллине тепĕр хутчен аса илтерекен паллă кун. Пире вăл хамăрăн юратăва палăртма тата пире пурнăç парнеленĕ çыннăмăра тав тума хистет.

Хальхи вăхăтра ятарлă операцире тăван çĕршыва хÿтĕлекен салтаксен амăшĕсем уйрăмах хисепе тивĕç. Центр директорĕ Жанна Дмитриева салтаксен амăшĕсене саламларĕ: «Сире çирĕп сывлăх тата вăрăм кун-çул сунатăп. Йывăрлăхсемпе инкек-синкексем сирĕнтен айккипе иртсе кайччăр. Передовойĕнчи ывăлсене, мăшăрсене, пиччесемпе шăллĕмсене часрах чĕрĕ-сывă килессе кĕтсе илсе ыталаса илме сунатăп».

«Кĕмĕл» волонтерсем, «Родники», «Живи, пой, танцуй» ансамбльсем салтаксен амăшĕсене илемлĕ кĕвви-юррипе саламларĕç, уява уйрăмах хăтлăх кĕртрĕç.

Уява СВО-ри ывăлĕсенчен видеосаламсем çитни — амăшĕсемшĕн кĕтмен парне пулчĕ.

Тĕлпулу ăшă лару-тăрура, чей ĕçсе пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса иртрĕ.

Ольга ЯКОВЛЕВА, культорганизатор

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика