
Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Чăваш Республикин тата Пушкăрт Республикин таврапĕлÿçисем тĕл пулса пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç, шкул ачисене таврапĕлÿ ĕçне хутшăнтарасси пирки калаçрĕç. «Тăван тавралăха юратса» девизпа иртнĕ конференцие «Литературăпа вырăс чĕлхин вĕрентекенĕсен Ассоциацийĕн» Чăваш Енри уйрăмĕ, Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, Вăрмар муниципаллă округĕн историне çутатакан «Авалхи» телеграм-каналăн авторĕ Иван Грачев йĕркеленĕ.
Мероприятие Пушкăрт Республикин Авăркас районĕн таврапĕлÿçисен обществин руководителĕ Юрий Леонтьев, унпа пĕрле Валентин Николаев, Николай Петров, Иван Ефимов, Людмила Васильева таврапĕлÿçĕсем, çавăн пекех Чăваш Ен таврапĕлÿçисен Вăрмар муниципаллă округĕнчи уйрăмĕн председателĕ Юрий Петров-Сантус-Ара, Вăрмар округĕн пултаруллă çыннисем тата таврапĕлÿçисем Геннадий Эверсков, Николай Гаврилов, Анисса Белова, Лариса Нимакова, Вăрмар шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем хутшăнчĕç.
Пухăннисен умĕнче саламлă сăмахпа чи малтан Чăваш Енри филологсен Ассоциацийĕн руководителĕ Валентина Табакова тата Чăваш Енри таврапĕлÿçĕсен Союзĕн членĕ, конференци модераторĕ Иван Грачев тухса калаçрĕç. Шкул ачисене тăван чĕлхене, тăван тавралăха, тăван ене юратма хăнăхтарни, унăн историйĕпе кăсăклантарни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç. Шкул директорĕ Константин Васильев мероприяти хăнисене Вăрмар шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культурине вĕрентес ĕçе мĕнле йĕркелени çинчен каласа пачĕ.
Унтан вара Пушкăрт Республикин Авăркас районĕн таврапĕлÿçисен обществин руководителĕ Юрий Леонтьев сăмах илчĕ. Унăн «Тăван тавралăха юратса» доклачĕ конференцие хутшăнакансене Пушкăрт таврапĕлÿçисем таврапĕлÿ ĕçне шкул ачисемпе мĕнле йĕркелени пирки пĕлме пулăшрĕ. Юрий Харитонович палăртнă тăрăх, ачасене тăван ене юратма вĕрентнĕ май музейсен ĕçне, ăслăлăх ĕçĕсене хутшăнтармалла, çемье йывăçне йĕркелеме хăнăхтармалла, чиркÿсемпе те тачă çыхăнса ĕçлемелле, мĕншĕн тесен ачасене ăс-хакăл енчен аталантарни çав тери кирлĕ.
Конференцин пултарулăх пайĕнче Пушкăртран килнĕ хăнасем чăваш юррисене шăрантарса чăн-чăн концерт лартса пачĕç, уçă сассисемпе тĕлĕнтерчĕç. Тĕлпулу конференци ĕçне пĕтĕмлетнипе вĕçленчĕ. Чăваш тăрăхĕн культурине упраса хăварас тата аталантарас ĕçе пурнăçланăшăн активлă таврапĕлÿçĕсене «Литературăпа вырăс чĕлхин вĕрентекенĕсен Ассоциацийĕн» Чăваш Енри уйрăмĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.
Ирина ДАНИЛОВА
