Ырӑ кун пултӑр, хаклӑ юлташсем, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, паянхи пухӑва килнӗ хаклӑ хӑнасем! Чӑваш Республикин хаклӑ ҫыннисем!
Чӑваш Республикин Конституцийӗпе килӗшӳллӗн эпир паян сирӗнпе кӑҫал тата ҫитес ҫулсенче тумалли ӗҫсем пирки калаҫӑпӑр, тӗллевсене сӳтсе явӑпӑр, камӑн хӑҫан тата ӑҫта мӗнле вӑй хумаллине палӑртса хӑварӑпӑр.
2022 ҫула эпир сирӗнпе хамӑрӑн паллӑ ентешӗмӗрсене халалларӑмӑр.
Ҫапла майпа эпир палӑртса хунӑ ас тӑвӑма сыхласа упрамалли тата пат-риотлӑх туйӑмӗсене аталантармалли ҫул-йӗре малалла тӑсрӑмӑр. Эпир Чӑваш ҫӗрне чапа кӑларнӑ мӑн асаттемӗрсен ячӗсене ӑшшӑн аса илтӗмӗр.Хамӑр хушӑмӑрти ҫынсемшӗн, ҫав шутра ҫак залри ентешсемшӗн те, савӑнтӑмӑр. Вӗсем культурӑпа сывлӑх сыхлавӗн, наукӑпа вӗренӳ, спорт тата пурнӑҫӑн ытти сферинче тӑрӑшакан ӗҫченсем.
Ҫӗршывӑмӑрӑн историне хальхи вӑхӑтра тӑвакан, ҫӗнӗ тӗнче тытӑмӗн ни-кӗсӗсене хывакан ентешӗмӗрсене уйрӑммӑн палӑртса хӑвармалла.Сӑмах республикӑра ҫуралса ӳснӗ ҫынсем – унчченхи Украина территорийӗнче иртекен ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем ҫинчен пырать. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин сӑмахӗпе калатӑп: «Вӗсенчен пирӗншӗн кашниех паттӑр шутланать».
Вӗсем– пирӗн мӑнаҫлӑх.Тӑван тӑрӑха вӑй пухса тӗрекленме килсен вӗсенчен нумайӑшӗ шкулсенче патриотлӑх урокӗсем ирттерет. Ҫитӗнекен ӑрушӑн ҫакӑн пек тӗл пулусем нумайлӑха асра юлаҫҫӗ. Ҫакна хам та лайӑх пӗлетӗп. Ун ҫинчен мана хамӑн ачасем те каласа параҫҫӗ. «Паттӑрлӑх ҫапӑҫура палӑрать», – тесе каланă ваттисем.
Неонацистсемпе хӑйсене шеллемесӗр ҫапӑҫнӑшӑн пирӗн нумай ентешӗмӗр тӗрлӗ шайри наградӑсене тивӗҫнӗ. Шел пулин те, наградӑсене пуҫне хунӑ хыҫҫӑн илнисем те пур. Ҫав шутра Дмитрий Семенов тата Александр Старчков Раҫҫей Геройӗсем.
Мӑн асаттемӗрсен мухтавлӑ йӑлисене малалла тӑсса хӑйсен пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыв пуласлӑхӗшӗн панӑ ҫынсене пӗр минут хушши чӗнмесӗр тӑрса хисеп тума сӗнетӗп.
Тавтапуҫ!
Правительство ҫар ҫыннисене хӑйсене те, вӗсен ҫемйисене те комплекслӑн пулӑшса пырассине ӗҫе кӗртрӗ. Ҫакӑн валли ведомствӑсем хушшинчи ӗҫе муниципалитет шайӗнче те, республика шайӗнче те йӗркеленӗ. Ӑна тимлӗн асӑрхаса тӑрӑпӑр.Пирӗн тӗллев – асӑннӑ ӗҫе хамӑр ентешӗмӗрсене ҫар зада-чисене пурнӑҫланисӗр пуҫне урӑх ним те пӑшӑрхантармалла мар майпа йӗркелесси.
Иртнӗ ҫул патне таврӑнса, хисеплӗ ӗҫтешсем, республика Раҫҫейри Халӑхсен культура еткерӗн ҫулталӑкне паха тӳпе хыврӗ тесе калас тетӗп. Федераци шайӗнчи 36 тӗп мероприятирен 3-шне ирттерме Чӑваш Ене шанса пачӗҫ. Ҫакӑ – «Раҫҫей юррисем» фестиваль-марафон, Пӗтӗм Раҫҫейри ача-пӑча I-мӗш фольклориади тата, паллах, «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти».
«Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» проект аслӑ ҫӗршывӑмӑрӑн мӗнпур регионне тата халӑхне пӗрлештерчӗ. Халӑх ал ӗҫ искусствин 263 ӑстаҫи темиҫе уйӑх хушшинче чӑн-чӑн шедевр туса хатӗрлерӗ, вӑлхалӑх йӑли-йӗркин, тӗрӗ искусствинче усӑ куракан мелсемпе материалсен нумай енлӗхне уҫса парать.
Культура еткерӗн ҫулталӑкӗ шайӗнчи пурлӑх еткерӗн пӗртен-пӗр тенӗ пек пурлӑх объекчӗ пулнӑ май, асӑннӑ карттӑ Чӑваш Ене Пӗтӗм Раҫҫейри «Нумай сӑнлӑ Раҫҫей» туризм маршрутне кӗртме май пачӗ. Унсӑр пуҫне, ҫӗршывӑн Культура министерстви пирӗн Раҫҫей регионӗсен тӗрленӗ карттисен фестивальне кӑҫал ирттерес пуҫарӑва ырларӗ.
Республика Правительствин ҫак паллӑ пулӑма хатӗрленсе ирттерессипе ҫыхӑннӑ пӗтӗм ӗҫе туллин пурнӑҫламалла.
Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ывӑлӗсемпе хӗрӗсене тивӗҫлипе чысласси, паллах ӗнтӗ, Паллӑ ентешӗмӗрсен ҫуталӑкӗпе кӑна вӗҫленмест. Эпир вӗсене халалланӑ сумлӑ мероприятисене малашне те йӗркелесе пырӑпӑр. Сӑмахран, СССР Халӑх артистки, Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ Вера Кузьминична Кузьмина ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине палӑртӑпӑр.
Иван Яковлевич Яковлев патриархӑмӑр тата ҫутта кӑлараканӑмӑр ҫуралнӑ-ранпа 175 ҫул ҫитни те пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса тӑрӗ. Унӑн вун-вун ҫул каялла ҫырса хӑварнӑ халалӗсем хӑйсен пӗлтерӗшне паян та ҫухатман. Аслӑ вӗрентекенӗмӗр пире «ҫураҫуллӑ ӗҫ вӑйне» ӗненме хушса хӑварнӑ: «Килěшсе ěçленě ěç пысăк усăллă – ун пек ěçе юратăр. Чăн пěчěккě ěçе те пит пикенсе, юратса ěçлěр», – тенӗ вӑл.
Шанса тăратпăр: пирӗн патриарх халалне упрани чăваш халăх культурипе чěлхине аталантарма, йăли-йěркине упраса хăварма пулӑшě.
Асӑннӑ мероприятисем ку ҫулхи – Чӑваш Енри телейлӗ ачалӑх ҫулне тата Раҫҫейри педагогпа наставник ҫулне витӗмлӗн пуянлатӗҫ. Паллӑ ентешӗмӗрсен ҫулталӑкӗнче тата Сӑр тата Хусан хӳтӗлев вырӑнӗсене тунисен ӗҫ паттӑрлӑхӗн ҫулталӑкӗнче туса ирттернӗ ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе те усӑ курӑпӑр. «Тӗрленӗ карттӑсӑр» пуҫне, ҫакӑ, паллах, «Хӳтӗлев чиккисене тунисене пуҫ тайса» асӑну комплексӗ, кӗнекесемпе энциклопедисем, интернет ресурсӗсемпе фильмсем, регионсем хушшинчи патриотлӑх мероприятийӗсем татаҫитӗнекен ӑрӑва истори тапхӑрӗсене куҫ умне кӑларма тата малашлӑха шанчӑклӑн утакан ҫынна пӑхса ҫитӗнтерме май паракан тата ытти нумай япала.
Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗн тӗп тӗллевӗ – кашни ачана пайӑр аталану ҫул-йӗрӗпе килӗшӳллӗн комплекслӑн пулӑшса пымалли тытӑм туса хурасси.
Хальхи вӑхӑтра наци проекчӗсен шайӗнче те, ҫӗршыв Президенчӗн уйрӑм йышӑнӑвӗсемпе килӗшӳллӗн те ку тӗлӗшпе нумай тӑватпӑр.
Ҫӗнӗ шкулсемпе ача сачӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, вӗренӳ тытӑмне ҫӗнетмелли, ача-пӑча лагерӗн путевкин хакӗн пӗр пайне тавӑрмалли, «Шкул туризмӗ», «Пушкин картти» программӑсем тата ытти ҫул-йӗр пурнӑҫланать. Ҫемьесене ачана ҫуралнӑ самантран тытӑнса ҫула ҫитичченех асӑрхаса тӑмалли пулӑшу паракан пачах ҫӗнӗ тытӑм йӗркеленет.
Республика Правительстви, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, федераци шайӗнче тӑвакан йышӑнусене малалла аталантаракан тата витӗмлӗ хушӑмсем кӗртекен йышӑнусем ҫирӗплетет.Анчах пулӑшу памалли ҫул-йӗрсемпе майсем нумай чухне те ҫураҫуллӑн ӗҫлени, ҫав пӗлтерӗшлӗ ӗҫе хутшӑнакансене хӑйсене те, хальхи граждан обществин институчӗсене те явӑҫтарасси ҫитсех каймасть. Ҫавна пула тытӑм пит тухӑҫлах ӗҫлемест.Пирӗн тӗллев пӗр-пӗринпе тухӑҫлӑн ҫыхӑнса ӗҫлемелли тата ӗҫ-хӗле йӗркелемелли лайӑх майсем шыраса тупасси пулса тӑрать, мӗнле калас, пӗтӗмпех сехет пек лайӑх ӗҫлетӗр.
Правительствӑна тата муниципаллӑ пӗрлӗхсен администрацийӗсене палӑртса хунӑ мероприятисене пурнӑҫланипе кӑна ҫырлахмалла маррине асра тытма ыйтатӑп. Ӗҫе пултаруллӑн пурнӑҫламалли мелсемпе усӑ курса яланах ҫӗннине шырама ӑнтӑлмалла тата ҫав пӗлтерӗшлӗ ӗҫ-хӗле ачасемпе ҫамрӑксене, общество организацийӗсене анлӑн явӑҫтармалла.
Ун валли халех нумай май пур. Сӑмахран, шкул театрӗсемпе медиастудисем ӗҫлеҫҫӗ. Унтан маларах шкул музейӗсем йӗркеленнӗ. Кӑҫал Чӑваш патшалӑх культура тата искусство институчӗн никӗсӗ ҫинче ачасем валли креативлӑ индустрисен шкулӗ уҫӑлать. Ҫакӑ пултаруллӑ ачасен «ЭТКЕР» центрӗн майӗсене палӑрмаллах вӑйлатать, асӑннӑ центра пӗтӗм республикӑри ачасемпе вӗрентекенсем лайӑх пӗлеҫҫӗ тата килӗштереҫҫӗ.
Пӗрлехи вӗренӳ хутлӑхне йӗркелемелли программа хастарлӑн пурнӑҫ-ланать.Иртнӗ икӗ ҫул хушшинче 68 шкула йӑлтах ҫӗнетнӗ, кӑҫал тата 35 шкула ҫӗнетмелле.
Кӑҫал Шупашкар хулин «Садовӑй» микрорайонӗнче тата Сӗнтӗрвӑрри хулинче 2 шкул хута каймалла.
Шупашкар хулинчи «Университет» микрорайонӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче тата Кӳкеҫ поселокӗнче 3 шкул тума пуҫланӑ.
Пӗрремӗш ҫур ҫулта ял территрорийӗсене комплекслӑн аталантармалли программа шайӗнче Шупашкар хулинчи «Хӗвеллӗ» микрорайонта, Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк салинче, Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнче тата 3 шкул тума тытӑнатпӑр. Шупашкар хулинчи тата тӑватӑ шкула концесси мелӗпе пурнӑҫлакан строительство программине кӗртес енӗпе те ӗҫлетпӗр.
Республика Правительствин пӗрлехи вӗренӳ хутлӑхне йӗркелемелли пуҫӑннӑ проектсене маларах пурнӑҫлас тӗлӗшпе май килнӗ таран ҫине тӑмалла. Ача сачӗсем, сывлӑха ҫирӗплетмелли ҫуллахи кану лагерӗсем енӗпе ҫавнашкал программӑна хастарлӑн хатӗрлени те питӗ пӗлтерӗшлӗ.
Раҫҫей Президенчӗн йышӑнӑвӗсене аталантарса тата «Шкул стадионӗсем» республика программи шайӗнче эпир кашни шкул ҫумӗнчех спорт хутлӑхӗсем йӗркелетпӗр. Ҫапла майпа ачасене вӑй-хал тӗлӗшӗнчен аталантарассине тивӗҫтеретпӗр. Ҫывӑхри территорисенче пурӑнакансем те спорта хастар хутшӑнаҫҫӗ.Кӑҫал ҫак тӗллевсем валли 400 миллион ытла укҫа-тенкӗ яратпӑр.
Ӗҫре малтанхи утӑмсем тунӑ тапхӑрта ҫамрӑксене пулӑшса пыни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Юлашки ҫулсенче эпир шкул ачисене пулас профессие малтанах палӑртса хума тата аслӑ классенче пӗрремӗш профессие алла илме майсем туса паракан вӗренӳпе производство класӗсем йӗркелемелли проекта хута ятӑмӑр. Экономикӑра тата социаллӑ сферӑра уйрӑмах кирлӗ пысӑк ӑсталӑхлӑ специалистсем хатӗрлессине тивӗҫтерме вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан тытӑма улӑштарас ӗҫе пуҫӑнтӑмӑр.Малта пыракан аслӑ шкулсемпе тата тытӑм тӑвакан пысӑк предприятисемпе ҫыхӑнса ӗҫлессине лайӑхлатрӑмӑр. Ҫакӑ кирлӗ кадрсене вӗрентсе хатӗрлеме кӑна мар, ҫавӑн пекех республика аталанӑвӗн наука тӗпчевӗсем ҫинче никӗсленнӗ малашлӑхлӑ ҫул-йӗрӗсене тухӑҫлӑрах шырама та май парать.
Ҫамрӑксен патшалӑх политики ҫамрӑксене пулӑшса пымалли лайӑх мел пулса тӑмалла. Вӑл вӗсен пултарулӑхӗн вӑй-хӑватне хӑть хӑш тапхӑрта – шкултан тытӑнса аслӑ шкулта та, ӗҫе вырнаҫнӑ хыҫҫӑн каярахпа та уҫса пама пулӑшать.
Ҫамрӑксен политикин ӗҫ-хӗлне ҫӗнӗрен шутласа палӑртмалла. Ку тӗлӗшпе малтанхи утӑмсене тунӑ та ӗнтӗ. Муниципалитетсене ҫӗнетсе улӑштарнӑ май, ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен специалист статусне администраци пуҫлӑхӗн советникӗ таран ӳстертӗмӗр. Чӑваш Ен Правительстви шайӗнче ҫамрӑксен политикишӗн яваплӑ тытӑма вӑйлатрӑмӑр.Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине ҫамрӑксен политикине 2030 ҫулччен аталантармалли патшалӑх программине ҫывӑх вӑхӑтра туса хатӗрлеме ыйтатӑп. Унта Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен юхӑмӗн республикӑри тата вырӑнти уйрӑмӗсене йӗркелессине тата вӗсене ӗҫлеттерессине шута илмелле.
Юлашкинчен вара пирӗн ҫын аталанӑвне вӑл ҫуралнӑ самантран тытӑнса мӗн ӳссе ҫитичченхи тапхӑрччен патшалӑх хутшӑнмалли лайӑх тата шайлашуллӑ тытӑм туса хумалла.
Хисеплӗ ӗҫтешсем!
Медиципа тата социаллӑ пулӑшу ҫын пурнӑҫӗнче паллӑ вырӑн йышӑнса тӑраҫҫӗ.
Пандеми тапхӑрӗнче тата санкцисем кӗртнине пула оборудованисем тӑратас тӗлӗшпе йӗркеленнӗ кӑткӑс лару-тӑрури мӗнпур йывӑрлӑха сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗ тивӗҫлӗн тӳссе ирттерчӗ.Ҫав хушӑрахпысӑк технологиллӗ шайра та, отраслӗн малтанхи сыпӑкӗнче те модернизаци хӑвӑртлӑхӗсене чакарман.
Республика пепкесем вилессин кӑтартӑвӗ чакса пынипе малти вырӑнсене йышӑнать. Сывлӑх сыхлавӗн цифра ӑнланулӑхӗн рейтингӗнче эпир Раҫҫейре иккӗмӗш вырӑнта.
2020 ҫултан пуҫласа 2022 ҫулхи тапхӑрта отрасле 80 миллиарда яхӑн укҫа-тенкӗ янӑ, вӗсенчен 11 миллиарда яхӑн тенкине – «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗн мероприятийӗсем валли. Самаях курӑмлӑ ҫитӗнӳсем тунӑ. Поликлиникӑсен иккӗ виҫҫӗмӗш пайне ҫӗнетнӗ тата вӗсем перекетлӗ техно-логисен федерацин ҫӗнӗ стандарчӗсемпе ӗҫлеҫҫӗ.
Сывлӑх сыхлавӗн малтанхи сыпӑкне модернизацилемелли программа шайӗнче, ун валли 1 миллиард та 800 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ, 106 обьект тунӑ тата юсанӑ. Ку – ҫӗнетнӗ фельдшер пункчӗсем, врач амбулаторийӗсемпе поликлиникӑсем. Ҫӗнӗ оборудованисемпе автомобильсем туяннӑ, учрежденисен информаципе коммуникаци инфратытӑмне ҫӗнетнӗ. Пӗлтӗр 5 больница валли ҫӗнӗ компьютер томографӗсем туяннӑ.
2023 ҫулта тата 42 объекта ҫӗнетме палӑртнӑ.
Больницӑсенче ӗҫе кӗртекен пысӑк технологиллӗ сиплев меслечӗсен йышӗ ҫулсерен анлӑланса пырать. Пӗлтӗр Республикӑри кардиодиспансерта диагностика тумалли тата чӗре таппи пӑсӑлнӑ кӑткӑс тӗслӗхӗсене сиплемелли майсем йӗркеленнӗ. Онкологсем пайӑрка терапийӗн меслечӗсемпе ӗҫлессине алла илнӗ.
Медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхӗпе юрӑхлӑхне лайӑхлатассине Республика клиника больницин больница комплексне, Республикӑри ача-пӑча клиника больницин ҫӗнӗ сиплев комплексне, Хулари перинаталь центрӗн ҫӗнӗ корпусне туни тивӗҫтермелле. Ку тӗлӗшпе, мӗнле калас, ӗҫ кал-кал пырать.
Чӑваш Ен Строительство министерствин Чӑваш Ен Сывлӑха сыхлас ӗҫ министерствипе пӗрле ӗҫе йӗркелесе тӑмалла тата 2023 ҫул вӗҫнелле Республикӑри клиника больницин больница комплексӗн тата Республикӑри ача-пӑча клиникин сиплев корпусӗн проекчӗсене, патшалӑх экспертизин лайӑх пӗтӗмлетӗвне илсе, туса пӗтерессине тивӗҫтермелле. Чӑваш Ен Сывлӑха сыхлас ӗҫ министерствин вара – обьектсене федерацин адреслӑ инвестици программине кӗртме заявкӑсем ямалла.
2022 ҫултан тытӑнса медицина реабилитацине аталантармалли федераци программи пурнӑҫланать. Ҫавна пула Республикӑри ача-пӑча клиника больницине тата Хулан 1-мӗш клиника больницине хальхи вӑхӑтри пысӑк технологиллӗ оборудованисемпе пуянлатнӑ, черетре – Республикӑри кардиодиспансер.
Ҫар ҫыннисене пулӑшу кӳни тата реабилитаци иртме пулӑшни ӗҫ-хӗлӗн ҫӗнӗ ҫул-йӗрӗ пулса тӑнине палӑртмалла. Асӑннӑ пулӑшусемпе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан 60 ҫын усӑ курнӑ.Вӗсен ҫемйисен членӗсем те медицинӑпа психологи пулӑшӑвне илеҫҫӗ.
2023 ҫулта Чӑваш Ен Сывлӑха сыхлас ӗҫ министерствин федераци программин палӑртса хунӑ мӗнпур мероприятине пурнӑҫламалла. Унта «ЧӑвашЕнкурорта» патшалӑхпа уйрӑм ҫын ӗҫтешлӗхӗн никӗсӗ ҫинче тӑвакан регионсен хушшинчи реабилитаци центрӗ пек кӗртмелли мая уйрӑммӑн пӑхса тухас тӗлӗшпе ҫине тӑрса тӑрӑшмалла.
Ҫакӑ пурте пӗрле пире республикӑра пурӑнакансене паракан медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне тата унӑн юрӑхлӑхне лайӑхлатма май пачӗ, отраслӗн индикативлӑ кӑтартӑвӗсем – кӗтекен пурнӑҫ тӑршшӗ, ҫураласлӑх, вилеслӗх, ҫав шутра пепкесен вилеслӗхӗ – енӗпе лайӑх результатсем тума пулӑшрӗ.
Ҫын сывлӑхӗ мӗнлерех пуласси ҫине физкультурӑпа спорт пысӑк витӗм кӳрет.
Чӑваш Енре мухтавлӑ спорт йӑли-йӗрки пысӑк хисепре тата вӑл ҫӗршыври спортпа туслӑ регионсенчен пӗри пулнипе палӑрса тӑрать.
Республикӑра пурӑнакан кашни иккӗмӗш ҫын хастарлӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырать – 2022 ҫулта вӗсен тӳпи 2019 ҫулхипе танлаштарсан 5 процент таран ӳснӗ.
Спортпа туслӑ ҫемьесен, ачасен, ватӑ ҫынсен, ӗҫ коллективӗсен йышӗ ҫултан ҫул ӳсет. Ҫакна тума Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин чӗртсе тӑратнӑ ГТО комплексӗ те пулӑшать. 8 ҫул хушшинче Чӑваш Енре пурӑнакан 226 пин ытла ҫын ҫав сывлӑха ҫирӗплетекен пӗлтерӗшлӗ ӗҫе хастарлӑн хутшӑннӑ. Ҫакӑ пире ҫӗршыври мӗнпур регион хушшинче 14-мӗш вырӑн йышӑнма май пачӗ. Куратпӑр ӗнтӗ, тӑрӑшмалӑх пур-ха.
Чӑваш Ен йӑлана кӗнӗ пекех халӑха спорт сооруженийӗсемпе тивӗҫтернин шайӗпе малтисен йышӗнче тӑрать. Асӑннӑ кӑтарту 84 процентран ытларах шайпа танлашать, ҫакӑ Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран 25 процент чухлӗ пысӑкрах. Юлашки 3 ҫулта тӗрлӗ тӗллевлӗ вун-вун спорт обьектне 1 миллиарда яхӑн тенкӗлӗх тунӑ тата юсаса ҫӗнетнӗ.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен пысӑк объектсенчи ӗҫсене йӑлтах туса пӗтермелле. Ку – Шупашкарти «Атӑл» стадиона юсаса ҫӗнетесси, Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта искусствӑлла пӑрлӑ тӑрӑллӑ каток тӑвасси.
Пӗлтӗр вунӑ ҫула тӑсӑлнӑ ҫивӗч ыйтӑва – Хӗллехи спорт тӗсӗсен центрӗ валли йӗлтӗрпе роллер трассине тӑвассине татса патӑмӑр. Ҫакӑн валли федераци бюджетӗнчен 730 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Трассӑна хута яни тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене ирттерме май парать.
Чӑваш Ен Строительство министерствин Чӑваш Ен Спорт министерствипе пӗрле асӑннӑ обьекта тӑвассине 2024 ҫулхи хӗллехи сезона унта уҫассине шута илсе йӗркелес пулать.
Спортсменсене хатӗрлемелли тата пулӑшу памалли программӑсене палӑрмаллах тӳрлетӳсем кӗртнине пула пирӗн спортсменсем курӑмлӑ ҫитӗнӳсем турӗҫ. Иртнӗ ҫулпирӗн 237 спортсмен Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ спорт командисен йышне кӗнӗ. Ҫакӑ 10 ҫул хушшинчи чи лайӑх кӑтарту! Раҫҫейри тата тӗнчери аренӑсенче вӗсем 1200 ытла тӗрлӗ шайри медале ҫӗнсе илнӗ.
Халӗ, Раҫҫей ирӗклӗ пулассишӗн тата никама пӑхӑнманлӑхшӑн ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра, патриотлӑхпа гражданлӑх туйӑмӗсене ӑша хывтарас, хамӑрӑн ҫӗршыва хӳтӗлеме пултаракан сывӑ наци ҫитӗнтерес ӗҫре спорт отраслӗн пӗлтерӗшӗ нихҫанхинчен те пысӑк.
Чӑваш Ен Спорт министерствин Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствипе пӗрле ҫамрӑксене ҫарпа спорт тата патриотлӑх енӗпе хатӗрлекен центр йӗркелемелли «ҫул карттине» туса хатӗрлемелле. Тата кӑҫалах центрӑн вӗрентӳ сборӗсене тата профильлӗ сменӑсене 1900-тен кая мар ҫынна явӑҫ-тармалла.
2022 ҫулта Ачасен сывлӑхне ҫирӗплетсе аталантармалли ятарлӑ центрсен аталанӑвӗн концепцине йышӑннӑ. «Шурӑ чулсем», «Росинка» тата «Вӑрманти юмах» санатори никӗсӗ ҫинче ачасен сывлӑхне ҫулталӑкӗпех ҫирӗплетмелли хальхи вӑхӑтри кану центрӗсем йӗркеленӗҫ. Вӗсем ачасене хӑйсен ӑсталӑхӗпе талантне туллин уҫма, пуҫарулӑхне аталантарма тата юлташӗсен хисепне ҫӗнсе илме пулӑшӗҫ.
Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствин Чӑваш Ен Сывлӑха сыхлас ӗҫ министерствипе, Чӑваш Ен Строительство министерствипе тата Чӑваш Ен Спорт министерствипе пӗрле Концепцие пурнӑҫламалли мероприятисен планне туса хатӗрлемелле тата ӑна пурнӑҫламалла.
Хаклӑ туссем!
Ҫемье хӑть хӑш саманара та обществӑри килӗшӳлӗх никӗсӗ шутланать. Вӑл ҫынна пӑхса ҫитӗнтерес тата аталантарас ӗҫре тӗп вырӑнта тӑрать.
Республикӑра ҫемьесене комплекслӑ майпа социаллӑ пулӑшу памалли ҫӗнӗ майсем йӗркеленеҫҫӗ. Федераци, регион тата муниципалитет шайӗнче «пӗр чӳрече» йӗркепе социаллӑ пулӑшу пама «Манӑн ҫемье» консультаципе методика центрӗсем йӗркеленеҫҫӗ. Пӗлтӗр Шупашкарта тата Ҫӗмӗрлере ҫавӑн пек 2 центр тунӑ, тата 2-шне Шупашкарпа Канаш хулисенче кӑҫал тӑватпӑр.
2023 ҫултан тытӑнсасахал тупӑшлӑ ҫемьесенепулӑшу кирлӗ пӗтӗм ачана явӑҫтарса пулӑшу памалли пӗтӗмӗшле тытӑм йӗркеленет. Пӗрлехи пособие 75 пине яхӑн ҫын илме тытӑнать. Ӑна илсе тӑма электронлӑ майпа туса хатӗрленӗ пӗр заявлени кӑна тӑратмалла.
Юлашки ҫулсенчи ансат мар условисенче те Раҫҫей Президенчӗ лартнӑ тӗп тӗллеве – чухӑнлӑх шайне чакарассине – тивӗҫтерес ӗҫ пирӗн яваплӑх шутӗнчех пулчӗ. Бюджетӑн ҫӗнӗ тӑкакӗсене пӑхмасӑр, халӑха паракан социаллӑ пулӑшу калӑпӑшӗсем ӳссе кӑна пычӗҫ. Сахал тупӑшлӑ ҫемьесене пулӑшма пӗлтӗр кӑна 8 миллиард ытла тенкӗ янӑ. Танлаштарма: 2019 ҫулта ҫав тӗллевсем валли 1 миллиард та 260 миллион тенкӗ уйӑрнӑ пулнӑ.
Республика Правительстви экономика енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлени ӗҫ укҫин вӑтам хисепне 2019 ҫулхи шайран 35 процент чухлӗ ӳстерме пулӑшрӗ. Унӑн виҫи, оперативлӑ кӑтартусем тӑрӑх, 40 пин тенкӗрен те иртрӗ.
Ҫаксем пурте республикӑри чухӑнлӑха чакарас енӗпе палӑртса хунӑ кӑтартусене мала иртсе пурнӑҫлама май пачӗҫ.
Ҫапах та патшалӑх пулӑшӑвне кӗтекен ҫынсем хаксем вылянса тӑнин си-енне ҫивӗч туйнине те шута илес пулать. Ҫавӑнпа та республика Правительствине хамӑрӑн граждансене хушма пулӑшу парас тӗллевпе кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа мӗнпур социаллӑ тӳлеве пӗлтӗрхи инфляцин чӑн кӑтартӑвӗпе танлашакан виҫе чухлӗ индек-сацилеме хушатӑп. Ку 12,2 процент.
Телейлӗ ачалӑх ҫулӗнче ҫавӑн пекех тахҫанах сӳтсе явакан пулӑшу майне – тин ҫуралнӑ пепкене наци символикиллӗ парне парассине – ӗҫе кӗртмелле тесе шутлатӑп.
Нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшу памалли тата тепӗр анлӑн сӳтсе явакан мая та – ҫӗр лаптӑкӗсем уйӑрса парассине – тухӑҫлӑрах ӗҫлеттермелли мелсем туса хатӗрлемелле. Ҫемьесенчен ҫӗр лаптӑкӗсем уйӑрса пани вырӑнне альтернативлӑ финанс мерисем палӑртма ыйтакан сӗнӳсем те килеҫҫӗ. Республика Правительствине ҫавнашкал сӗнӳсене, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума пулӑшмалли майсене пӑхса хӑварса, кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта тӑратма ыйтатӑп. Ҫав хушӑрах ҫемьен ҫурта палӑртса хунӑ вӑхӑтра туса пӗтермелле.
Аслӑ ӑрӑвӑн хастарлӑ вӑрӑм ӗмӗрӗ ҫине республикӑра пурӑнакансем лайӑх пӗлекен «Манӑн социаллӑ центр» проект, паллах ӗнтӗ, пысӑк витӗм кӳчӗ. Вӑл Улатӑр, Канаш, Куславкка, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Етӗрне хулисенчи тата Шупашкар районӗнчи социаллӑ ыйтусене тивӗҫтерекен ҫичӗ центр никӗсӗ ҫинче пурнӑҫланать. Аслӑ ӑрӑвӑн пултарулӑх вӑй-хӑватне ӳстерсе пыни тата аталантарни, компьютера алла илме вӗрентни тата финанс пӗлӗвне ӑса хывтарни, физкультурӑпа тата спортпа туслашни, хӑйсен ҫулӗсенчи тантӑшӗсемпе хутшӑнни, общество тата волонтер ӗҫ-хӗлне явӑҫни сывӑ вӑрӑм ӗмӗр майӗсене йӗркелҫҫӗ. Ҫулталӑк хушшинче ҫавнашкал хастарлӑ вӑрӑм ӗмӗр центрӗсене Пӑрачкав тата Ҫӗрпӳ районӗсенче уҫма палӑртнӑ.
Республика ҫавӑн пекех социаллӑ пулӑшӑва тӳрех темиҫе ҫул-йӗрпе кӳме укҫа-тенкӗ уйӑракан регионсен шутне кӗчӗ. Ҫакӑ ҫынсене пурнӑҫри тӗрлӗ лару-тӑрура пулӑшса пымалли инфратытӑма лайӑхлатма май парать, ҫав шутра ҫынсемшӗн усӑ курма меллӗ цифра технологийӗсене тӗпе хурса та. Реабилитаци оборудованийӗ туянма, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсене комплекслӑн ҫӗнетме, сахал тупӑшлӑ ҫемьесене социаллӑ пулӑшу парассине аталантарма Чӑваш Ен федераци бюджетӗнчен 235 млн тенкӗ илет.
Чӑваш Ен Ӗҫлев министерствин асӑннӑ ӗҫсене хутшӑнакансемпе пӗрле мӗнпур тӗллевлӗ кӑтартӑва пурнӑҫлассине тивӗҫтермелле, ҫакӑ сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшак ҫынсем хӑйсене пурнӑҫра мӗнлерех туясси, халӑха ӗҫпе тивӗҫтересси ҫине витӗм кӳрет, чи кирли – пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе шайӗнчи тупӑшлӑ ҫынсен тӳпине йӗркеллӗн чакарса пыма май парать.
Хисеплӗ ентешсем!
Паян пирӗн умра тавралӑх хутлӑхне килес ӑрусемшӗн сыхласа хӑварас кӑна мар, унӑн тӑрӑмне май килнӗ таран лайӑхлатас тӗллев тӑрать. Ӗҫсене йӗркеллӗн пурнӑҫласа пынине пула Чӑваш Ен Раҫҫей экологи рейтингӗнче малти теҫеткене кӗрет. Республика ҫавӑн пекех, хӑйӗн позицийӗсене 39 пункт чухлӗ лайӑхлатса, вӑрман хуҫалӑхне тытса пырас енӗпе тата каяшсене тыткалас ӗҫри тухӑҫлӑх кӑтартӑвӗпе «симӗс рейтингра» 4-мӗш вырӑн йышӑнать. Шупашкар хули вара регионсен ESG хаклавӗн чи лайӑх кӑтартӑвӗллӗ административлӑ центрӗсен топ-15 шутне кӗчӗ.
Юлашки 2 ҫулта эпир «Раҫҫей экологи операторӗпе» пӗрле каяшсене тыткаламалли территори схемине ҫӗнетес енӗпе пысӑк ӗҫ туса ирттертӗмӗр.Пирӗн тӗллев – каяшсене 100 проценчӗпех сортлассине тата 50 процентран кая мар тирпейлессине тивӗҫтересси. Раҫҫей Президенчӗ асӑннӑ ҫав кӑтартусене 2030 ҫулччен пурнӑҫлама тӗллев лартнӑ. Пирӗн ӗҫлев планӗ ҫав кӑтартусене тивӗҫтермелли сроксене 3–4 ҫула кӗскетме май парать.
Ҫапах та чи кирли регионӑн экологи ырлӑхне тивӗҫтересси тата ҫирӗппӗн аталанмалли майсем валли лайӑх никӗс хывса хӑварасси пулса тӑрать.
Чӑваш Ен – климат улшӑнӑвӗсем тӗлӗшпе регионӑн адаптаци планне хатӗрлесе йышӑннӑ тата ӑна пурнӑҫлама пуҫланӑ ҫӗршыври субьектсен шу-тӗнче. Аталанӑвӑн наци тӗллевӗсене тӗпе хурса республикӑн Ҫирӗп аталанӑвӗн концепцине туса хатӗрленӗ. Вӑл никӗсри принципсем, тӗллевсемпе задачӑсем тата приоритетлӑ ҫул-йӗрсемпе мелсем ҫине ESG ыйтӑвӗсене тӗпе хурса хакламалли тытӑм.
Концепци Чӑваш Енӗн ҫывӑх ҫулсенчи тата инҫет пуласлӑхри эконо-микӑри тата финанс тӗлӗшӗнчи ӗҫ йӗркине палӑртать. Ӑна тухӑҫлӑн пурнӑҫлас тесен ҫулталӑк хушшинче отрасльсен императивӗсемпе стандарчӗсене ҫирӗплетмелле, ҫакӑ ҫынсен пурнӑҫӗн пахалӑхне лайӑхлатса пыракан, экологи шайлашулӑхне пӑсман, ӑна хӑш чухне лайӑхлатакан та технологисемпе усӑ курма май парать. Тӗслӗхе Мордва Республикипе тата Ульяновск облаҫӗпе пӗрле карбон полигонне тунӑ шайра пурнӑҫлакан тӗпчевсене илсе кӑтартатӑп.
Унсӑр пуҫне, «Хӑрушлӑхсӑр хула» автоматланӑ программа комплексӗн тавралӑх хутлӑхне мониторинг тумалли пайне йӗркелес ӗҫе хӑвӑртлатмалла.
Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствин вара вӗренӳ учрежденийӗсенче ҫитӗнекен ӑрӑвӑн экологи культурине йӗркелемелли пайӑр майсем палӑртакан экологи тӗллевлӗ программӑсене ӗҫе кӗртмелле.
Пӗлтӗр, хисеплӗ ӗҫтешсем, 850 пин тӑваткал метр ытла пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута ярассине тивӗҫтернӗ, ку 2021 ҫулхи калӑпӑшсенчен 19 процента яхӑн ытларах. Ҫакна харпӑр хӑй валли тӑвакан ҫурт-йӗре хута ярасси ӳснипе тума май килнӗ. Асӑннӑ ӳсӗм харпӑр хӑй валли тӑвакан ҫурт-йӗр фондне инвентаризацилени шучӗпе тата газ кӗртме пулӑшакан социаллӑ программа витӗмӗпе йӗркеленнӗ.
Кӑҫал пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута ярас ӗҫе 2022 ҫулхи шайран кая мар ти-вӗҫтермелле. 811 пин тӑваткал метр лаптӑкпа танлашакан нумай хваттерлӗ пурӑнмалли ҫурт-йӗрте строительство ӗҫӗсем пыраҫҫӗ те ӗнтӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн «Чӑваш Республикинче куҫман пурлӑх объекчӗсене патшалӑх кадастр учетне илессине тивӗҫтермелли мерӑсем ҫинчен» Указне пурнӑҫланӑ шайра вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен харпӑр хӑй валли тӑвакан ҫурт-йӗр объекчӗсене инвентаризацилес енӗпе кал-кал ӗҫлеме тивет. Чӑваш Ен Строительство ми-нистерствине асӑннӑ ӗҫе кирлӗ шайра йӗркелесе пырассине тивӗҫтерме ыйтатӑп.
Правительство пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫе, ҫав шутра инфратытӑм тӑ-вас енӗпе те, пулӑшса пырӗ. Ҫав тӗллевсем валли пире 5 милллиард тенкӗ ытла инфратытӑм тӗллевлӗ бюджет кредичӗ уйӑрса панӑ. 2022–2025 ҫулсенче Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенче тата Шупашкар районӗнче ҫурт-йӗре комплекслӑн туса лартмалли 8 участок территорийӗнче 47 км тӑршшӗ инженери сечӗсем, 11 км тӑршшӗ квартӑлсем ӑшӗнчи тата магистральлӗ ҫулсем, ҫавӑн пекех 940 вырӑнлӑ тӑватӑ ача сачӗ тума палӑртнӑ.
Ҫӳлерех калани ҫакна палӑртать: 37 км тӑршшӗ инженери сечӗсем тата 8 км тӑршшӗ ҫулсем тӑвас ӗҫ кӑҫалах вӗҫленет.
Ыйтнине хавхалантарма 2021 ҫултан пуҫласа республика ипотека креди-чӗсем енӗпе малтанхи тӳлеве тӳлеме, вӑл пурӑнмалли ҫурт-йӗр хакӗн 20 проценчӗпе танлашать, пӗр хутчен паракан укҫа уйӑрать.Пӗлтӗр ҫак пулӑшупа 204 ҫемье усӑ курнӑ.
Кунсӑр пуҫне 2023 ҫултан тытӑнса процент ставкине 3 пункт чухлӗ чакаракан ҫӗнӗ пулӑшу мелӗ хута каять, унпа 236 кая мар ҫемье усӑ курма пултарать. Енчен те асӑннӑ пулӑшу мелӗ кирлӗлӗхне палӑртсан, ун валли уйӑракан укҫа-тенкӗ калӑпӑшне эпир ӳстерме хатӗр.
Ҫемьесене пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатас енӗпе патшалӑх пулӑшасси малалла та йӗркеллӗн пурнӑҫланса пырӗ, кӑҫал 2 пинрен кая мар ҫемье пулӑшу илӗ. Юлашки икӗ ҫул хушшинче эпир ҫичӗ, сакӑр тата унтан та ытларах ачаллӑ ҫемьесене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе туллин тивӗҫтернине палӑртса хӑвармалла. Ҫав тӗллевсем валли Чӑваш Ен Правительствине 2021–2022 ҫулсенче тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн паракан федераци гранчӗсен укҫин пӗр пайне янӑ.2023 ҫулхи тӗллев – 315 тӑлӑх ача, пилӗк тата унтан та ытларах ачаллӑ 65-рен кая мар ҫемье.
Юлашки икӗ ҫулти ӗҫ йӗрки тӑлӑхсене тата нумай ачаллӑ ҫемьесене пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма ҫурт-йӗр сертификатне уйӑрса пани тухӑҫлӑ пулнине кӑтартса пачӗ. Пӗлтӗр вӗсемпе 64 тӑлӑх ача тата нумай ачаллӑ 57 ҫемье усӑ курнӑ. Ҫапах та тӑлӑхсем тӗлӗшпе ӳсӗм ҫулне 23 ҫултан чакарма ыйтакан сӗнӳсем килеҫҫӗ.
Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствине ҫавнашкал мая тишкерсе хак пама тата тивӗҫлӗ сӗнӳсене кӗске вӑхӑтра тӑратма ыйтатӑп.
Кӑҫал авариллӗ ҫурт-йӗр фондӗнчен урӑх вырӑна пурӑнма куҫармалли программӑна срокчен вӗҫлеме тӗллев палӑртнӑ. Малтанласа 218 пурӑнмалли ҫуртран 528 ҫынна урӑх вырӑна пурӑнма куҫарма йышӑннӑ. Анчах та федераци пулӑшӑвне тата республика бюджечӗн укҫи-тенкине пула программӑна анлӑлатнӑ.Унта судсен йышӑнӑвӗсем тӑрӑх авариллӗ тесе йышӑннӑ тата 10 ҫурта кӗртнӗ, вӗсенче 182 ҫын пурӑнать. Пурнӑҫламалли сроксем улшӑнман – 2023 ҫул, ун хыҫҫӑн эпир 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне авариллӗ тесе йышӑннӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗртен урӑх вырӑна пурӑнма куҫармалли про-граммӑна пурнӑҫлама тытӑнма пултаратпӑр. Ҫавӑнпа та Чӑваш Ен Строительство министерствин вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле ӗҫе тивӗҫлӗ шайра йӗркелесе пымалла.
2022 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, вӑраха кайнӑ строительство обьекчӗсен шутне ҫуррине яхӑн чакарма тата проблемӑллӑ 7 обьект тӗлӗшпе 592 ҫыннӑн правине тавӑрма май килчӗ.
Кӑҫал ҫавнашкал 5 обьект тӗлӗшпе 875 ҫыннӑн правине тавӑрас енӗпе ӗҫлемелле. «Лидер» ятарлӑ ҫурт-йӗр лартакан» тулли мар яваплӑ обществӑн вӑрах тӑвакан 4 обьекчӗ – уйрӑм шутра, ку шар курнӑ 1 пин ытла ҫын.
Ҫӗнӗ Шупашкарта проблемӑллӑ строительство обьектне тӑвас ӗҫе туллин татса панӑ, ҫав шутра инвестора явӑҫтармалли регион мелӗпе пуҫласа усӑ курнӑ. Ҫак лайӑх тӗслӗх пире, енчен те унпа усӑ куратпӑр пулсан, тепӗр ҫивӗч ыйтӑва –ултавҫӑсен киревсӗр ӗҫне пула шар курнӑ 13 ҫемьен вӑраха тӑсӑлакан нушине татса пама май парать. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри хӑйӗн хваттерне 1998 ҫултанпа кӗтет, 25 ҫул вӑл – чӗрӗк ӗмӗр!
Инвестици проекчӗсене явӑҫтармалли центр туса хурас тӗллевпе Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене тата Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗрпӳ районӗсене пӗрлештерекен Шупашкар агломерацине малалла аталантарма палӑртнӑ. «ДОМ.РФ» фондпа пӗрле стратегиллӗ документ – мастер-план тӑвас ӗҫ пырать. Вӑлтерриторие планламалли тата хула тӑвас ӗҫе зонӑсем ҫине уйӑрмалли, агломерацин мӗнпур территорине тирей-илем кӗртмелли документсен никӗсӗ пулса тӑрать. Мастер-план лайӑх пӗлнӗ пек туйӑнакан инфратытӑм тӗлӗшпе ҫирӗплетмелли йышӑнусем ҫине хальхи вӑхӑтри урбанизм майӗсене шута илсе ҫӗнӗлле пӑхма май парать.
Пӗчӗк хуласен тата истори поселокӗсен конкурсне пула пӗлтӗр Ҫӗмӗрле хулинчи «Пионер организацийӗ 50 ҫул тултарнӑ ятпа хисепленекен парк» тата Куславкка хулинчи «Геометрика» тӗп парк ҫӗнелсе илемленчӗҫ.
Пӗтӗм Раҫҫейри пӗчӗк хуласенчи хула хутлӑхӗн чи лайӑх проекчӗсен конкурсӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Ҫӗрпӳ тата Пӑрачкав районӗсен, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисен 5 проектне ҫӗнтерӳҫӗ тесе йышӑннӑ, вӗсен пӗтӗмӗшле хакӗ 600 миллион тенкӗ.
Халӑх пурӑнакан вырӑнсем ҫӗнелсе улшӑнччӑр тата программӑна малашне те хутшӑнмалли вӑйлӑ енӗсене сыхласа хӑварччӑр тесен па-лӑртнӑ пӗтӗм ӗҫе лайӑх пахалӑхпа тата вӑхӑтра пурнӑҫламалла.
Хисеплӗ ӗҫтешсем, эпир пӗчӗк хуласенчи тата ял поселенийӗсенчи коммуналлӑ инфратытӑма ҫӗнетмелли ыйтусене татса парасси ҫине тытӑмлӑн пӑхассипе ҫыхӑннӑ 2021 ҫулхи пуҫарӑва малалла пурнӑҫласа пырӑпӑр. Вӑрнарти, Ҫӗрпӳри, Шӑхасанри, Кирери шывпа тивӗҫтермелли тата шыва юхтарса кӑлармалли юсав кирлӗ сетьсене юсаса ҫӗнететпӗр, ҫакӑ 28 пин ытла ҫыншӑн вӗсен шанчӑклӑхне ӳстерме тата кӑлтӑксӑр ӗҫне тивӗҫтерме май парать.
Кӑҫал Ҫӗмӗрле хулинче, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ районӗсенче тата Комсомольски районӗн кӑнтӑр пайӗнче пурӑнакан 57 пин ытла ҫын валли шывпа тивӗҫтерекен объектсен проекчӗсене туса хатӗрлӗпӗр. Проект доку-менчӗсем пурри вӗсене федерацин коммуналлӑ инфратытӑм системисене 2023–2027 ҫулсенче ҫӗнетмелли ҫӗнӗ программипе тума тытӑнма май йӗркелет. Ун валли 760 млн тенкӗ илессе шанатпӑр, ҫакна ҫирӗплетекен сӑлтавсем пуртан.
Улатӑрти кивелсе ҫитнӗ ӑшӑ сечӗсене улӑштарма чылай укҫа-тенкӗ, пӗр миллиард тенкӗ ытла, палӑртнӑ.2023 ҫулта икӗ блок-модуль котельнӑй туни хулана ӑшӑпа тивӗҫтермелли объектсене 45 процента ҫити ҫӗнетме майсем йӗркелет. Ҫапла майпа, вӑл ҫавнашкал пысӑк инвестицисем уйӑрнӑ Чӑваш Енри виҫҫӗмӗш пӗчӗк хула шутланать. Пӗлтӗр эпир Ҫӗмӗрле тата Куславкка хулисенче ӑшӑпа тивӗҫтермелли обьектсем тума Наци пуянлӑхӗн фондӗнчен 887 млн тенкӗлӗх ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем явӑҫтартӑмӑр. Строительствӑн пӗтӗмӗшле хакӗ, республикӑран пӗрле укҫа-тенкӗ уйӑрнине шута илсе, 1 миллиард та 200 миллион тенкӗ ытла. Тӗп ӗҫсене кӑҫалхи IV кварталта вӗҫлеме палӑртнӑ, ҫакӑ Куславккари ӑшӑпа тивӗҫтермелли сетьсен 95 процентне тата Ҫӗмӗрлери ҫавнашкал сетьсен 80 процентне ҫӗнетме май парать.
Шывпа тивӗҫтермелли тата шыва юхтарса кӑлармалли, ӑшӑпа тата газпа тивӗҫтермелли ӗҫри чи «вӑйсӑр вырӑнсене» тупса палӑртнӑ.Асӑннӑ ҫул-йӗр енӗпе тытӑмлӑ йышӑнусем туса хатӗрлеме 2022 ҫултан тытӑнса республикӑри «Водоканал», «Биологи мелӗпе тасатакан сооруженисем» тата «Чӑвашгаз» компетенцисен центрӗсене явӑҫтарнӑ. Анчах инвентаризаци пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх шывпа тивӗҫтермелли тата шыва юхтарса кӑлармалли, газпа тивӗҫтермелли хуҫасӑр нумай сеть тупса палӑртнӑ.
Халӑха пахалӑхлӑ тата хӑрушлӑхсӑр коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемпе тивӗҫтерсе тӑма Чӑваш Ен Строительство министерстви умне Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн министерствипе тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле 2023 ҫулта асӑннӑ хуҫасӑр шутланакан сетьсене каярахпа ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ҫаврӑнӑша кӗртме тӗллев лартатӑп.
2023 ҫулта нумай хваттерлӗ ҫуртсенче нормӑпа пӑхнӑ усӑ курмалли вӑхӑчӗ иртнӗ лифтсене улӑштармалли республика программи пуҫласа пурнӑҫланать. Ҫӗнӗ Шупашкар тата Шупашкар хулисенчи нумай хваттерлӗ 24 ҫуртри 74 лифта улӑштарма палӑртнӑ.
Тума палӑртакан ӗҫсен анлӑшне шута илсе, унӑн калӑпӑшӗ чӑннипех пысӑк, Чӑваш Ен Строительство министерствин Чӑваш Ен Финанс министерствипе пӗрле хушма укҫа-тенкӗ хатӗрӗсене явӑҫтарни шучӗпе асӑннӑ ӗҫе хӑвӑртлатмалли пур пек майсемпе тата ҫӗнӗрен йӗркеленекен мӗнпур майпа усӑ курмалла.
Кӑçал М-12 трассӑна туса пӗтерме палӑртнӑ, çавна май çак пысӑк объекта тунӑ чухне усӑ курнӑ хамӑр çулсем çине пысӑк тимлӗх уйӑрмалла. Иртсе пыракан çулӑн III кварталӗнче строительство материалӗсене турттарса пӗтернӗ хыççӑн 227 километр тӑршшӗ çулӑн малтанхи 37 километрне çӗнетес ӗçе тытӑнатпӑр. Унӑн 190 километрпа танлашакан ытти пайне Росавтодорӑн уйрӑм программипе тивӗçлӗ шая çитерме палӑртнӑ.
Чӑваш Ен Транспорт министерствин çитес çулсенче çак ӗçе малалла тӑсма укçа-тенкӗ уйӑрас ыйтӑва Федерацин çул-йӗр агентствипе пӗрле пӑхса тухмалла. Тата, паллӑ ӗнтӗ, асӑннӑ ӗҫе май килнӗ таран хӑвӑртрах тата пысӑк пахалӑхпа пурнӑҫлама тӑрӑшмалла.
М-12 проект пӗтӗм республикӑн транспорт сетьне пысӑк витӗм кӳнине, транспортӑн халь усӑ куракан шалти тата транзит юхӑмӗсем улшӑнассине шута илмелле.
Чӑваш Ен Транспорт министерстви умне транспорт аталанӑвне планламалли документсене М-12 автоçул республикӑн транспорт сетьне витӗм кӳнине шута илсе çӗнетме тӗллев лартатӑп.
Иртнӗ çул М-7 федераци автоçулӗн участокне юсаса çӗнетмелли ӗçсен пӗрремӗш тапхӑрӗ вӗçленнӗ. Хыркасси сали патӗнче транспорт унки тунӑ. Эпир пурте транспорт унки тата транспорт хӑрушсӑрлӑхӗ мӗнлерех улшӑннине лайӑх туйса илтӗмӗр. Шупашкар хули çумӗпе иртекен 12 километр тӑршшӗ сыпӑк çаплипех хӗсӗк вырӑн пулса юлать. Ӑна юсаса çӗнетмелли проектпа смета докуменчӗсем хатӗр. Уйрӑмах кӑткӑс участоксенче тӑватӑ транспорт унки тума палӑртнӑ. Ҫакӑ М-7 трасса тӑрӑх çӳрессине хӑвӑртлатма, çавӑн пекех Шупашкар хулине пырса кӗрессине тата хуларан тухассине çӑмӑллатма май парать.
Чӑваш Ен Транспорт министерствине кӑçалах асӑннӑ объекта укçа-тенкӗпе тивӗçтерессине пуçӑнма кирлӗ мӗнпур ӗçе туса ирттерме хушатӑп.
Пассажирсене общество транспорчӗпе турттарассине улӑштарас енӗпе пысӑк ӗç туса ирттерме тивет. Иртнӗ çул пассажирсен хальхи юхӑмне, территорисемпе çулсене аталантармалли плансене, транспорт ӗç-хӗлӗн тата хӑрушсӑрлӑхпа тивӗçтерекен технологисене шута илекен пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗçе вӗçлерӗмӗр. Никӗс хывакан документсене – транспорт инфратытӑмӗн комплекслӑ аталанӑвӗн паспортне тата пассажирсене тӑтӑш турттармалли стратегине – туса хатӗрленӗ. Унччен çак документсем пулманни транспорта тата ун валли кирлӗ инфратытӑма çӗнетмелли федераци программисене хутшӑнма май памастчӗ. Халӗ çак ӗçе хӑвӑртлатма тата 2023–2024 çулсенче халӑха транспорт пулӑшӑвӗпе тивӗçтерессине тӗпрен улӑштарма, муни-ципалитетсем хушшинчи (уйрӑмах Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем хушшинчи) турттарупа çыхӑннӑ чылай çул тӑсӑлакан ыйтусене татса пама пӗтӗм май пур.
Чӑваш Ен Транспорт министерствине мӗнпур мероприятие туллин тата палӑртнӑ вӑхӑтра пурнӑçлама, çавӑн пекех кирлӗ пулсан вӗсене вӑхӑтра тӳрлетме е хушӑмсем кӗртме ыйтатӑп.
Пӗтӗмӗшле калас пулсан, пирӗн регион пандемипе çыхӑннӑ 2020 çулхи кризислӑ самантсенче тата 2022 çулхи çӗнӗ йывӑрлӑхсен условийӗсенче экономика ӗç-хӗлне тытса пырассине сыхласа хӑварма пултарчӗ.
Ҫак тапхӑрта экономикӑна ҫирӗплетме пулӑшас енӗпе йӗркеленӗ штаб тӑтӑшах ӗçлерӗ. Пирӗн тӗллев аталану сценарийӗн тӗллевлӗ тӗслӗхӗсемпе çирӗппӗн утни тата вӗсене пурнӑçа кӗртсе пыни пулнӑ та, пулать те.
Экономикӑра сиксе тухакан йывӑрлӑхсене вӑхӑтра татса панӑ май эпир, паллах, планлас тата плансене пурнӑçа кӗртес ӗçре хӑйсен тухӑçлӑхне çирӗплетсе панӑ йӑлана кӗнӗ хатӗрсемпе те усӑ куртӑмӑр.
Эпӗ тата пӗтӗм Правительство Чӑваш Республикин Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2025 ҫулчченхи комплекслӑ программине тата 2035 ҫулчченхи Стратегине туса хатӗрленӗ пысӑк ӗçе хутшӑннӑ ҫынсене пурне те татах та татах тав тӑватпӑр. Аса илтеретӗп: çак ӗçе республикӑра пурӑнакан пин-пин çын хутшӑннӑ. Вӗсем пире малашне усӑ курма май пур мелсене, халӑха пӑлхантаракан çивӗч ыйтусене туллин палӑртма пулӑшрӗç. Вӗсен никӗсӗ çинче эпир малашлӑхлӑ инвестици проекчӗсен, чӑн малтанах социаллӑ тата коммуналлӑ инфратытӑм проекчӗсен (çав шутра хупӑ цикллӑ тата симӗс экономика проекчӗсен) портфельне йӗркелессине тивӗçтертӗмӗр.
Ҫӳлерех асӑннӑ проектсене пурнӑçласа эпир халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма пултартӑмӑр, çавӑн пекех пайӑр пуçарулӑха тата предпринимательлӗхе аталантарма, хамӑр плансене пурнӑçа кӗртме мӗнпур пло-щадкӑсемпе усӑ курма условисем йӗркелерӗмӗр. Вӗсен шутӗнче федераци тата регион влаçӗн ӗç тӑвакан органӗсен площадкисем те, Раççей тата тӗнче шайӗнчи форумсем те, çав шутрах Шупашкарти экономика форумӗ.
Проектсене пурнӑçланӑ чухне эпир пирӗн продукцие Раççей рынокӗсенче те, чикӗ леш енчи рыноксенче те лайӑх йышӑнччӑр тесе тӑрӑшатпӑр. Ҫакӑ вӑл, пирӗн шутпа, ку е вӑл продукци пахалӑхӗн тӗп индикаторӗ. Ҫавӑнпа та хушӑннӑ пысӑк хаклӑхлӑ таварӑн экспортне ӳстересси – пирӗн тӗп çул-йӗр. Шӑпах çак тӗллевпе 2022 çулта Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ çумӗнчи Экспорт канашне туса хунӑ, «Манӑн экспорт» цифра платформине, экспортерсене усӑ курма йӗркеленӗ патшалӑх пулӑшӑвӗн пӗрлехи порталӗ евӗрлӗскере, ӗçе кӗртнӗ. Ҫакӑ вӑл – пире хирӗç йышӑннӑ санкци чарӑвӗсем çине тивӗçлӗн хурав пани.
2023 çул валли республика Правительстви умне çакӑн пек тӗллевсем лартатӑп: экспорт портфелӗн диверсификацине тӗпе хурса тата çакӑнпа пӗрлех пулӑшу памалли çӗнӗ формӑсемпе тата регионти 2.0 экспорт стандарчӗпе усӑ курса экспортӑн çӗнӗ географине йӗркелемелле, экспорт тӗлӗшӗнчи менюна хута ямалла. Экономика аталанӑвӗн министерствине çак ӗçсене вӗсен хӑвӑртлӑхне чакармасӑр туса пыма ыйтатӑп.
Иртнӗ çул пысӑк турбулентноçа пӑхмасӑрах унччен пуçланӑ инвестици проекчӗсене малалла тӑсма тата пысӑк масштаблӑ çӗнӗ проектсене хута яма май килчӗ. Чӑн малтанах çакӑ 2.0 стандартпа çыхӑннӑ ятарлӑ инвестици контракчӗсем.
2021 çулта пӗчӗк тата вӑтам хӑватпа ӗçлекен тракторсем туса кӑларассине йӗркелес, 2022 çулта антрахинон мелӗпе усӑ курса водород перекиҫне туса кӑларас енӗпе контрактсем тунӑ.
Хисеплӗ ӗҫтешсем, аса илтеретӗп: асӑннӑ стандарт проекчӗсем çӗршывӑн технологисен суверенитетне уйрӑм сферӑсенче тивӗçтерме кирлӗ. Ку ӗҫе маларахах пуҫланӑччӗ. Вӑл кирли иртнĕ çул пуçламăшĕнче, Америкӑпа Хӗвел анӑҫ ҫӗршывӗсем Раҫҫей тӗлӗшпе экономика вӑрҫине тапратса янӑ тата халиччен пулман санкцисем йышӑннӑ вӑхӑтра, уйрӑмах вӑйлӑ сисӗнчӗ. Тытӑм тӑвакан предприятисен командисемпе пĕрле эпир производствăна самаях, хăш-пĕр çĕрте тĕпренех çĕнетме тата анлӑлатма пултартăмăр.
Асăннă тĕллевсене пурнăçлама промышленность бизнесне патшалăх пулăшăвĕ парассине ӳстертӗмӗр – 2020 çулхи 325 млн. тенкĕрен 2022 çулхи 7 млрд. ытла тенкĕ таран, урăхла каласан, 21 хут! Предприятисене кадрсемпе тивĕçтерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене те хăвăрт татса пама тăрăшрăмăр.
Вак тата вăтам предприятисен хастарлӑхӗ сисӗнмеллех ӳсни те савăнтарать – вĕсен шучĕ чĕрĕк шай чухлӗ, хăй тĕллĕн ĕçлекенсен шучĕ 5 хут ӳсрĕ. Палӑртма кӑмӑллӑ: вĕсенчен 79 проценчĕ – çӗнӗ предпринимательсем. Апла пулсан «вӑрттӑн» ӗҫлеме пӑрахастуртӑм палӑрма пуçлани çинчен калама пулать. Чи кирли вара – вĕсем пурте юридически сăпатсемпе тата уйрăм предпринимательсемпе пĕрле патшалăх пулăшăвĕн мӗнпур формипе усӑ курма пултарнӑ, ҫав шутра «Манӑн бизнес» центр «пӗр чӳрече» йӗркипе паракан пулӑшу мелӗсемпе те. Çакă социаллă предприятисен хисепне 2 хута яхӑн ӳстерме май пачĕ, муниципаллă пĕрлĕхсенче мĕнпур пулăшу илекенсен шутӗнче çамрăк предпринимательсен тӳпи 50 процента çитнĕ.
Тепĕр енчен, инвестици хастарлăхне аталантарма çирĕп никĕс хывнă. «Çĕнĕ Шупашкар» ятарлӑ экономика зонине туса хунӑ, ҫакна эпир пӗтӗм республика экономикин ӳсĕм паллийӗ тесе палăртатпăр. Унсӑр пуçне эпир пӗрремӗшсем пулса республикăри пӗтӗм муниципаллă пĕрлĕхĕн инвестици профилĕсене туса хатĕрлерĕмӗр, «Бизнес капитанĕсем» проекта пурнăçа кĕрт-нĕ. 2023 ҫулта муниципаллӑ инвестици командисене, вӗсене малашне вӗрентессине шута илсе, йӗркелӗпӗр.
Патăрьел районĕнчи тата Çĕнĕ Шупашкар хулинчи индустри паркĕсенче инженери инфратытăмĕн объекчĕсене тума пуçланă.
Эпир пилĕк çĕнĕ инноваци площадкине производствӑсем вырнаçтарассине укçа-тенкĕпе тивĕçтермелли федераци конкурсĕнче çĕнтерме пултартӑмӑр. Ку площадкӑсенче 64-ран кая мар пӗчӗк тата вӑтам компанисем вырнаçмалла. Халĕ «Машзавод» тата «АБАТ» уйрăм çын тытса тӑракан икӗ парк тăвас ĕç пырать, «Агрегат», «Волгахим» тата «Бреслер» уйрăм çын паркӗсене тума федераци укçи-тенки шутĕнчен 1,5 млрд. тенкĕ чухлĕ субсиди уйăрса парассине ырланă. «Контур» заводăн, Шупашкарти агрегат завочĕн хавшанӑ производство площадкисем, «Химпромӑн», «Текстильмашӑн» тата Шупашкарти уннчченхи «Пахча» пахча ҫимӗҫ управӗн усӑ курман хӑвачӗсем ҫӗнӗрен вӑй илни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.
Чăваш Ен экономикин кластерĕсене йӗркелес ĕç вӑй илсе пырать. 2022 çулта Кластер мелӗпе аталантармалли центр пулăшнипе тата тепĕр 5 кластер туса хунă: «Приводлă машинăсем тăвасси», машинăсем тăвакан кластер, креативлă кластер, пир-авăр тата çăмăл промышленность кластерĕ, чĕр тавар тата каяш рециклингӗн кластерӗ. Ҫитес вӑхӑтра трактор тата хими кластерӗсем йӗркеленессе шанатпӑр.
Йӗркеленнӗ ҫак никӗсӗн мультипликат эффекчӗ пултӑр тесен Чӑваш Ен Правительствин ятарлӑ экономика зонисене те, çавӑн пекех çӗнӗрен туса хуракан уйрӑм çын технопаркӗсемпе патшалӑхӑн индустри паркӗсене те май пур таран резидентсемпе тултармалла. «Тӑтӑш инвестици юхӑмӗ» проекта пурнӑçлама тытӑнмалла, ҫакӑ инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртмелли сроксене чакарма май парать. Офсет контракчӗсем, укçа-тенкӗ хывассине хӳтӗлесси тата хавхалантарасси çинчен калакан килӗшӳсем тӑвас ӗçе пуçлани те пӗлтерӗшлӗ. Ман шутпа, çӗнӗ инвестици циклне хускатса яма пирӗн пӗтӗм май пур.
Экономика çирӗплӗхӗ тата шайлашулӑхӗ, хисеплӗ ӗҫтешсем, энергипе тивӗçтерекен шанчӑклӑ тытӑмсӑр пулма пултараймасть.
Энерги тухӑҫлӑхӗ енӗпе патшалӑх политикине пурнӑçланин рейтингӗнче республика 11-мӗш вырӑн тата энерги çителӗклӗхӗн рейтингӗнче 29-мӗш вырӑн йышӑнать.
Чӑваш Ен çавӑн пекех электросеть хуçалӑхӗн объекчӗсене пӗрлештерес енӗпе ӗçлекен пилот регионсен шутне кӗрет, çакӑ энергипе усӑ куракансемшӗн электричество энергийӗн хакӗ ӳсессине тытса чарма, çухатусене чакарма тата бизнесшӑн технологи ҫыхӑнтарӑвне ансатлатма май парать. 2022 çулта пӗрлештерес ӗçӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ вӗçленнӗ, кӑçал иккӗмӗш тапхӑр – электросеть хуçалӑхӗн концесси килӗшӗвӗсемпе панӑ муниципаллӑ объекчӗсене пӗтӗмпех пӗрлештересси.
Регионта «Цифрӑллӑ энерги тухӑçӗллӗ район» пилот проектне пурнӑçа кӗртнӗ, халӗ вара ӑна пӗтӗм республикипе сарас енӗпе ӗҫлеме пуҫлатпӑр.
Ҫакӑнпа пӗрлех электричество сечӗсене тытса пыракан пӗрлехи диспетчер службин информаци тытӑмне туса хурас енӗпе «Цифрӑллӑ электричество сечӗсем» проект пурнӑҫланса пырать.
Республикӑна электротранспорт хатӗрӗсене зарядламалли инфратытӑма 2024 çулччен туса хурас тӗллевпе федераци пӗлтерӗшлӗ территорисемпе автоçулсен переченьне пилот регионӗ пек кӗртнӗ. Пӗлтӗр электричествӑпа хӑвӑрт зарядлакан пӗрремӗш станцие хута янӑ. Кӑçал тата тепӗр 14 çакӑн пек станци уçӑлӗ, 2030 çулччен – 164.
Энергин ҫӗнелекен ҫӑл куҫӗпе усӑ курса ӗҫлекен генерацилекен объектсем тӑвассин пӗлтерӗшӗ те пысӑк. Планра виçӗ çул хушшинче 100 мегаватран кая мар электроэнерги туса кӑларакан хӑватсем тӑвасси. Пӗлсе тӑма: ҫакӑн пек хӑват халӗ 5 муниципалитета электричествӑпа тивӗçтерме кирлӗ. Ҫавна май эпир электричествӑн тулли çителӗклӗхне тата электроэнерги хакне чакарассине тивӗçтерме пултаратпӑр.
Тепӗр пӗлтерӗшлӗ аспект. Иртнӗ çул энерги тухӑçлӑхӗн муниципаллӑ программисене туса хатӗрленӗ. Вӗсен экономикӑри эффекчӗ ҫулсерен 200 млн. тенкӗ таран пулма пултарать. Унчченхи çулсенчи пек программӑсем пурри çинчен манса каймалла мар. Вӗсене пурнӑçа кӗртмелле, ҫапла майпа перекетлеме кӑна мар, энергетика хуçалӑхӗн ӗç-хӗл шанчӑклӑхне ӳстерме пултармалла.
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене çак программӑсене пурнӑçа кӗртес ӗçе хастар хутшӑнма, Чӑваш Ен Промышленноçпа энергетика министерствине вара çирӗплетнӗ плансене пурнӑçа кӗртес ӗçе йӗркелесе тата тӗрӗслесе тӑма ыйтатӑп.
Ял хуçалӑхӗнче, хисеплӗ ӗҫтешсем, пӗлтӗр йывӑр çул пулчӗ пулин те, эпир чылай мала кайрӑмӑр, иртнӗ çулсенчи кӑтартусене ӳстерсе пысӑк тухӑç илме пултартӑмӑр. Рекордлӑ тухӑҫ теме пулать. Агропромышленность комплексӗн таварӗсен калӑпӑшӗ çулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пӗрремӗш хут 100 млрд. тенкӗрен иртрӗ, ӳсӗм 15 процентпа танлашрӗ.
Аграрисене паракан пулӑшу майӗсене сыхласа хӑвармалла тесе шутлатӑп тата Чӑваш Ен Правительствин отрасле мала иртме май паракан çӗнӗ мелсем туса хатӗрлемелле.
Кашни муниципаллӑ пӗрлӗхех çитес виçӗ çул валли тӗп инвестици проекчӗсен портфельне çӗнетни, вӗсем валли «хатӗрлесе çитернӗ» çӗр лаптӑкӗсем йӗркелени уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Ҫакӑнпа пӗрлех усӑ курман ҫӗрсене ял хуçалӑх çаврӑнӑшне кӗртсе пымалла, вӗсен чӑн лаптӑкӗ муниципаллӑ пӗрлӗхсем халӗ кӑтартнинчен темиçе хут пысӑкрах. Ял хуçалӑхӗнче усӑ курма юрӑхлӑ мӗнпур çӗр лаптӑкӗпе пирӗн аграрисем усӑ курма пултармалла.
АПКан пӗтӗм çул-йӗрне – туса илессинчен пуçласа туса тирпейлесси таранах – инвестици пулӑшӑвӗ памалла. Республикӑшӑн стратегилле пӗлтерӗшлӗ шутланакан хӑмла туса илесси çине уйрӑмах тимлӗн пӑхмалла. Чӑрмав кӳрекен сӑлтавсене пӗтермелле, наукӑпа лаборатори инфратытӑмне туса хурас, лартмалли сывӑ хунавсем çитӗнтерме лайӑх материал хатӗрлес, хамӑр çӗршыври хӑмла татакан комбайнсен сериллӗ производствине йӗркелес енӗпе «ҫул карттисем» туса хатӗрлемелле. Ҫакӑнпа эпир тӗп тӗллеве – импорта пӑхӑнса тӑма пӑрахассине – пурнӑçлатпӑр.
Ӳсен-тӑран туса илессинче те пирӗн çав тӗллевех. Тӗп вырӑнта – вӑрлӑх туса илес енӗпе импорта пӑхӑнса тӑрассине чакарасси. Ҫак тӗллевпе Федерацин Атӑлçи округӗн условийӗсенче çӗр улмин çӗршыври малашлӑхлӑ сорчӗсен конкурентлӑ вӑрлӑх фондне туса хумалли проекта пурнӑçлас ӗçе малалла тӑсӑпӑр. Ҫапла майпа республика агропромышленность комплексне хамӑр çӗршыври вӑрлӑхпа тивӗçтерессине хӑйӗн тӳпине хывать.
Ҫӗнӗ производствӑсем йӗркелемелли майсене тата халь усӑ куракан аграри специализацийӗсене тӗпе хурса муниципаллӑ пӗрлӗхсен кӑçалах аталанӑвӑн тӗп çул-йӗрне палӑртмалла, кашни ял хуçалӑх таварӗ туса кӑларакан валли производство планӗсем тумалла.
Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес отрасльте те ӗçе хӑвӑртлатассине малалла тӑсмалла, сӗт суса илессине, ӑратлӑ выльӑх йышне ӳстерессине тивӗçтермелле. Ҫакӑн валли çывӑх вӑхӑтрах выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗçе приоритетлӑ майпа аталантармалли 2025 ҫулчченхи стратегине туса хатӗрлемелле. Кӑçалтан пуçласа республика укçи-тенки шутӗнчен ҫӑмарта туса илекен кайӑк-кӗшӗк комплексӗсене ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илме пӗрремӗш хут субсидисем уйӑрса панӑ, çакӑ халӑха чӑх çӑмартипе тивӗçтерме пулӑшӗ.
Выльӑх-чӗрлӗх отраслӗн кал-кал аталанӑвне тивӗçтерекен тепӗр пӗл-терӗшлӗ фактор вӑл – выльӑх-чӗрлӗх чирӗсем сарӑлманни. Кӳршӗ регионсемпе танлаштарсан ку енӗпе пирӗн лару-тӑру çирӗпрех. Эпир чӗр чунсен экономика тӗлӗшӗнчен пысӑк сиен кӳрекен уйрӑмах хӑрушӑ чирӗсем сарӑлассине вӑй илме памарӑмӑр. Хамӑрӑн тавар туса кӑларакансене вӗсен продукцийӗн пахалӑхне шалти тавар туянакан валли те, экспорт валли те çирӗплетсе панӑ чухне пулӑшса пырассине ӳстерсе пымалли майсем пур. Ку тӗлӗшпе те тивӗҫлӗ плансем тата задачӑсем тӑратма ыйтатӑп.
Эпир хамӑр аграрисемпе мухтанатпӑр, вӗсем ансат мар условисенче экспорт калӑпӑшне 3 процент ытла ӳстерсе хӑйсен таварӗсене Китая, Беларуçе, Казахстана, Таджикистана, Арменине ӑсатма пуҫларӗç. Ҫакна тата 37 экспортер-çӗршывран 20-шӗ пире хирӗҫ санкцисем йышӑннине пӑхмасӑр тума пултарчӗҫ.
Тӗслӗхсем илсе кӑтартатӑп, «ЧУВА» агрохолдинг кайӑк-кӗшӗк ашне экспорта яракан ТОП-10 шутне кӗнӗ. Кӑçалтан тытӑнса экспорта пӗрремӗш хут çӑнӑх тата комбикорм ӑсатма пуçланӑ.
Республика ытти регионсенчен экспортӑн пысӑк тӳпине (80 процент ытла) тирпейлесе ярса панипе уйрӑлса тӑнине палӑртса хӑвармасӑр май ҫук. Ҫакӑ унӑн экономикӑри малашлӑхне йӗркелет.
Пирӗншӗн малашлӑхлӑ çул-йӗр – «Ольдеевская» агрофирмӑн «Симӗс çурт» çӗнӗ биоцентрӗнче усӑллӑ хурт-кӑпшанкӑ, энтомофагсем ӗрчетесси. Центр вӗсемпе Федераци Атӑлçи округӗнчи регионсен теплица комплексӗсене тивӗçтерме пултарать. Санкцисемпе пусарнӑ условисенче вӗсем уйрӑмах кирлӗ, кун пек хурт-кӑпшанкӑпа продукци экологилӗхне тивӗçтерме тата ESG стандарчӗпе килӗшӳллӗ тума усӑ куракан хими препарачӗсем вырӑнне усӑ кураççӗ.
Агропромышленность комплексӗ – пӗтӗм ӗç-хӗл ял çӗрӗпе çыхӑннӑ пӗртен-пӗр отрасль, çавӑнпа та ялсенче пурӑнакансен тӳпине сыхласа хӑварасси пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ, сӑмахран, ял территорийӗсене комплекслӑн аталантармалли программӑсен шучӗпе.
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен çак программӑн мероприятийӗсене хутшӑнмалли проектсене хатӗрлес ӗçӗн пахалӑхне ӳстермелле.
Халӑх пурӑнакан тӗп вырӑнсем йӗркелени асӑннӑ приоритетлӑ тӗллеве пурнӑçламалли чи пӗлтерӗшлӗ мел пулса тӑрать. Вӗсенче пурӑнакансене кирлӗ пек мӗнпур пулӑшупа, транспорт юрӑхлӑхӗпе тивӗçтермелли тата тирпей-илем кӗртмелли инфратытӑм объекчӗсене чи малтан тума тытӑнӗҫ. Паянхи куна Чӑваш Енре халӑх пурӑнакан çавӑн пек 110 вырӑн палӑртнӑ.
Ял территорийӗсене мӗнпур министерствӑсем тимлӗх уйӑрнине шута илсе ял халӑхӗн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас енӗпе пӗрлехи тӗллеве пурнӑçлама мӗнпур пулӑшу майне синхронизацилемелле.
Хисеплӗ ӗҫтешсем, туризма паян регионти хуçалӑх комплексӗн региона инвестици явӑçтарма пулӑшакан тулли пӗлтерӗшлӗ отрасль пек хаклаççӗ. Ҫав шутра иртнӗ ҫул тивӗҫлӗ наци проекчӗ хута кайнӑ. Пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх республика туристсен йышне 60 процент чухлӗ ӳстерсе туризма тата тараватлӑх индустрине аталантарассин çирӗплӗхӗпе Раççейре 6-мӗш вырӑн йышӑнчӗ.
«Чӑваш Ен – Атӑл чӗри» туризм кластерӗн тивӗҫтерсе тӑмалли инфратытӑм объекчӗсене тӑвас ӗçсене вӗçлерӗмӗр, «Валдай-45Р» хӑвӑрт çӳрекен карапсемпе пассажирсене турттарма пуçланӑ, ача-пӑча туризмӗн программи пурнӑçланать. Ача-пӑча туризмӗ енӗпе эпир чӑннипех те малтисем – виçӗ пин ытла шкул ачи валли тӑван Чӑваш Ен тӑрӑх икӗ кунлӑх турсем йӗркеленӗ. 2023 ҫулта ҫак программӑна пилӗк пин ытла шкул ачине хутшӑнтарӑпӑр.
Промышленность туризмне тата агротуризма аталантармалли ӗçе тытӑмлӑн йӗркеленӗ. Туризмӑн Пӗтӗм Раççей шайӗнчи «Чӑваш Ен туризмӗ» пӗрремӗш форумӗ ӑнӑçлӑ иртрӗ тесе шутлатӑп.
Кӑҫал «Аслӑ Атӑл» макрорегионӑн территорипе хутлӑха планламалли федераци схемине туса хатӗрленӗ çӗре хутшӑнассине тивӗҫтерни пӗлтерӗшлӗ. Халӗ ку программӑпа килӗшӳллӗн пысӑк ӗҫ пырать тата, паллах ӗнтӗ, вӑл пирӗншӗн Атӑл юхан шывӗ ҫумӗнче вырнаҫнӑ хамӑрӑн пӗчӗк хуласене унта хутшӑнтармалли лайӑх май та.
«Нумай сӑнлӑ Чӑваш Ен – ӗмӗрсен çулӗпе» турист маршрутне ӗçе кӗртессине, ача-пӑча патриотлӑхӗн, вӗренӳ тата наукӑпа популярлӑ, про-мышленность, ял туризмӗн регион моделӗсене туса хатӗрлессине тата ытти мероприятисене йӗркелесе ирттерессине тивӗçтермелле.
Патшалӑха тытса пырассин тухӑҫлӑхне ӳстерес тӗллевпе юлашки çулсенче Правительство влаçӑн ӗç тӑвакан органӗсем те, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем те пурнӑçлакан пӗрешкел ӗçсене централизациленӗ. Вӗсен шутӗнче – туянусем, бюджет (бухгалтери) учечӗ, кадрсене ертсе пырасси, коррупципе кӗрешес ӗç-хӗл.
Ҫакӑ пӗтӗмӗшле влаç уҫӑлӑхне тата уҫӑмлӑхне йӗркелме, бюджет укçи-тенкине тухӑçлӑ усӑ курма пулӑшать, коррупци хӑрушлӑхӗ сиксе тухасран е тата тӗрлӗ должноçсене хӑйсен тӑванӗсене уйӑрса лартакан «кумлӑх» пуласран хӑтарать.
Тӗслӗхрен, влаçӑн ӗç тӑвакан мӗнпур органӗ, уйрӑм хысна учрежденийӗсем пӗрлехи бухгалтери учечӗ çине куçрӗç.
2023 çулта мӗнпур хысна учрежденийӗсен, 2024 çулта вара автономлӑ тата бюджет учрежденийӗсен бухгалтери учетне централизацилессине вӗçлемелле.
Чӑваш Ен Пуçлӑхӗн Администрацийӗ умне республикӑри ведом-ствӑсене пӑхӑнса тӑракан учрежденисенче кадрсемпе тивӗçтерессин лайӑх ӗç опытне тата коррупципе кӗрешмелли пӗрлехи стандарта сарма тӗллев лартатӑп.
Ҫӳлерех асӑннӑ пӗтӗм улшӑнӑва цифровизаци ӗçӗ-хӗлӗпе тата вӗсене «Росатомпа» пӗрле ӗçе кӗртекен «Тухӑçлӑ регион» проект шайӗнче пурнӑçлассине çӗнӗрен пӑхса тухассипе çыхӑнтарса пынӑ.
Патшалӑха тытса пырас сферӑра перекетлӗ производство проекчӗсене пурнӑçламалли Республикӑри компетенцисен центрне туса хунӑ, чи лайӑх проектсен базине йӗркеленӗ, ӗҫлев тӑкакӗн ытлашши 530 яхӑн сехетне тупса палӑртнӑ. Уйрӑм проектсем тӑрӑх ӗҫсене туса ирттермелли вӑхӑта 20 хут тата унтан та ытларах кӗскетнӗ. Ку ӗҫ малалла та пурнӑҫланса пырӗ.
Цифра трансформацийӗн уçлӑхӗнче республикӑра 10 çӗнӗ платформа тата «Патшалӑх çынсем валли» концепци шайӗнче 55 проект туса хунӑ. Массӑллӑ социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пулӑшу ӗҫӗсене электронлӑ майпа парасси çине куçнӑ. «IT-отраслӗн малашлӑхлӑ кадрӗсем» проекта пурнӑçлама пуçланӑ, таврӑнуллӑ çыхӑну платформипе 1500 организацие çыхӑнтарнӑ.
Унсӑр пуçне, Чӑваш Республикин Лару-тӑру центрне туса хунӑ, çакӑ экономика отраслӗсен тӑрӑмӗн мониторингне тата прогнозне, ҫирӗплетекен йышӑнусен эксперт хаклавне тума тата вӗсен витӗмне калӑплама, кризис лару-тӑрӑвӗнче тухӑçлӑ ертсе пыма май парать.
Цифра трансформацийӗн проекчӗсем уйрӑм отрасле те, тӗп отрасльсене те, пӗтӗмӗшле региона та цифра тӗлӗшӗнчен аталанма пулӑшаççӗ.
Чӑваш Ен Цифра министерствине влаçӑн ӗç тӑвакан органӗсемпе тата муниципаллӑ влаçпа пӗрле çак çул-йӗре малалла аталантарма, Чӑваш Ен Экономика министерствине вара – «Тухӑçлӑ министерство» тата «Тухӑçлӑ муниципалитет» пилот проекчӗсене пурнӑçа кӗртме хушатӑп.
Иртнӗ çул халӑх влаçӗн пӗрлехи тытӑмне Раççей Федерацийӗн Конституцийӗн нормисемпе килӗшӳллӗн йӗркелес ӗçе вӗçленӗ. Вӗсене аталантарма, хисеплӗ депутатсем, регион саккунӗсене, ҫав шутра Чӑваш Республикин Конституцине те, эсир тӑрӑшнипе улшӑнусем кӗртнӗ, муни-ципаллӑ районсемпе поселенисене пӗрлештерсе муниципаллӑ округсем туса хунӑ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑха пӗр шайпа йӗркелени стратегилле задачӑсене татса панӑ чухне мӗнпур ресурспа тухӑçлӑ усӑ курма, йышӑнусем тӑвассине хӑвӑртлатма, халӑхпа ӗçлемелли майсене анлӑлатма, чи кирли тата ячӗшӗн ӗçленине пӗтерме пулӑшать. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх çынсемшӗн халӑх влаçӗн чи çывӑх сыпӑкӗ пулса юлать.
Чӑваш Ен Пуçлӑхӗн Администрацийӗ умне вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен тухӑçлӑхне хак памалли тытӑм туса хатӗрлеме тӗллев лартатӑп.
Управлени командисен компетенцийӗсене, муниципаллӑ службӑн ят-сумне ӳстерме витӗмлӗ пулӑшу пани пӗлтерӗшлӗ. Муниципаллӑ чи лайӑх практикӑсемпе усӑ курма вӗрентесси те тимлӗх ыйтать. Ку вӑл экономикӑпа хула стро-ительствин политики те, муниципалитетсен укçи-тенкине тытса пырасси те, цифра технологийӗсемпе «ӑслӑ хула» платформӑллӑ йышӑнусене ӗҫе кӗртесси те, халӑхпа таврӑнуллӑ тухӑçлӑ çыхӑну йӗркелени, нацисем хушшинчи тӑнӑçлӑхпа килӗшӗве çирӗплетни те.
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене кадрсен пахалӑхлӑ резервне хатӗрлес тата тухӑçлӑ управлени командисене йӗркелес енӗпе пулӑшу кӳмелле.
Граждан обществин институчӗсем пирӗн пурнӑçра пӗлтерӗшлӗрех те пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса пыраççӗ. Ку енӗпе ӗçе йӗркелесе пыраканни Чӑваш Республикин Общество палати пулса тӑрать. 2022 çул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх вӑл çӗршыври палатӑсен ТОП-10 шутне кӗнӗ. Унӑн паха опычӗпе халь кӑна йӗркеленнӗ муниципаллӑ округсенче те усӑ курмалла тесе шутлатӑп.
Коммерциллӗ мар социаллӑ тӗллевлӗ организацисен ҫитӗнӗвӗсем пушшех те савӑнтараҫҫӗ, вӗсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ обществӑлла проектсене пурнӑҫлама республикӑна явӑҫтарнӑ грант укҫи-тенкин калӑпӑшне пӗрре виҫҫӗмӗш пая яхӑн ӳстернӗ. Ку 125 миллион тенкӗ. Ҫавӑн пек организацисене республика укҫи-тенки шучӗпе пулӑшу парассине, эпир те, 2020 ҫулхипе танлаштарсан, виҫӗ хут ӳстертӗмӗр.
Ҫавӑнпа та вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн ыйтӑвӗсене татса панӑ çӗре обществӑна анлӑрах хутшӑнтарас тӗллевпе 2023 çулта муниципаллӑ общество палатисем йӗркелеме вӑхӑт çитнӗ тесе шутлатӑп. Паллах, çакӑ граждан обществин аталанӑвне тата пӗтӗм республикӑна çӗнӗ вӑй кӳрӗ.
Ҫӳлерех асӑннӑ мӗнпур çул-йӗре калӑпӑшӗ енчен те, пурнӑçа кӗртмелли сроксем тӗлӗшпе те укçа-тенкӗпе тивӗçтермелле. Пӗтӗмӗшле юлашки çулсенче, 2019 çулпа танлаштарсан, республикӑн финанс майӗсем ӳсрӗç – тӑкаксем 50 процент чухлӗ, хамӑрӑн тупӑшсем вара 40 процент чухлӗ. Ҫакӑнпа пӗрлех хамӑрӑн тупӑшсен ӳсӗмӗн хӑвӑртлӑхӗ енӗпе Чӑваш Ен 2022 çулта ФАОра Тутарстан хыççӑн 2 вырӑн йышӑнчӗ. Муниципаллӑ пӗрлӗхсене пулӑшу парасси 70 процент таран пысӑкланнӑ. Хамӑрӑн тупӑшсем ӳснине тата укçа-тенкӗ çӑл куçӗсене çӗнӗрен пайласа панине пула вырӑнти бюджетсен бюджет тивӗçтерӗвӗ пӗрре çурӑ хут ӳсрӗ.
Республикӑна аталантармалли пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллевсене татса пама асӑннӑ çав майсене федераци бюджетӗнчен, аталану институчӗсенчен инвестици евӗрлӗ укçа-тенкӗне, çав шутра «симӗс» укçа-тенкӗне явӑç-тармалли хатӗр пек усӑ курни тӗрӗс тесе шутлатӑп. Ҫакӑнпа пӗрлех, паллах, унӑн финанс çирӗплӗхне тивӗҫтермеллине те шута илмелле.
Хамӑн сӑмаха вӗçленӗ май, хисеплӗ ӗҫтешсем, ҫак ҫулшӑн пӗлтерӗшлӗ шутланакан тема – ачасем патне таврӑнас тетӗп. Мӗн калани пӗтӗмпех вӗсен пултарулӑхне туллин уçса пама лайӑх майсем туса парассипе çыхӑннӑ, вӗсем историне аван пӗлекен, мӑн аслашшӗсен йӑли-йӗркине хисеплекен граждансем пулса çитӗнччӗр, тӗрлӗ йывӑрлӑха хирӗç тӑма пултаракан патриотсем пулччӑр.
Ачамӑрсене мӗнпур лайӑххине тата ыррине суннӑ май, пирӗн паллӑ ентешӗн, Чӑваш Ен халӑх поэчӗн Геннадий Айхи сӑмахӗсене илсе кӑтартатӑп:
Çын – пулмалла вăл ирĕклĕ, телейлĕ.
Çак ирĕк пуçланать вăл çĕр çинче.
Ачалăх пултăр лăпкă та хĕвеллĕ,
Çын ÿстĕр ыр çaнталăк çутинче.
Эпир сирӗнпе пӗрле хамӑрӑн малашлӑхшӑн – Чӑваш Ен ачисемпе çамрӑкӗсен ырлӑхӗшӗн килӗштерсе кал-кал ӗçлесен çаксене пӗтӗмпех тума пулать!
Итленӗшӗн пысӑк тав!
Хисеплӗ ӗçтешсем!
Хӑнӑхнӑ йӗркене кӑштах пӑсас тетӗп. Паян пирӗн хушӑмӑрта – чӑваш халӑхӗн мухтава тивӗçлӗ ывӑлӗ, Улатӑр хулинче çуралса ӳснӗ Артемий Олегович Репкин. Иртнӗ çултанпа вӑл ятарлӑ çар операцине хутшӑнать, унтах тата аманнӑ та.
2022 çулхи нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче разведкӑн уйрӑм бригадин опе-ративлӑ ушкӑнӗ йышӗнче Раççей Федерацийӗн Хӗç-пӑшаллӑ Вӑйӗсен колоннин пурлӑх тата тыл тивӗçтерӗвӗн задачисене пурнӑçланӑ. Колонна вут-çулӑм засадине лекнӗ. Тивӗçтерӳ подразделенийӗн йышне ертсе пырса Артемий Олегович хӑйсенчен чылай йышлӑ ВСУ ушкӑнӗпе çапӑçӑва кӗнӗ. Минометсем пӗр чарӑнмасӑр вут-хӗм тӑкнине пӑхмасӑр хамӑрӑн салтаксене çапӑçуран пӗр çухатусӑр илсе тухнӑ.
Хисеплӗ тивӗçе пурнӑçлама – Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑлама ирӗк пар-самӑр. Ку ордена вӑл гражданла тивӗçе пурнӑçланӑ чухне паттӑрлӑхпа хӑюлӑх тата хастарлӑх кӑтартнӑшӑн Раççей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗпе тивӗçнӗ.