photo 2025 11 20 09 25 11 2

Çав авăра ытларах ял пуçласа çирĕп пурăнакан йăхри ачисем лекеççĕ, вĕсене нимĕнсĕр хăвараççĕ. Яков Никитич Никитина чухăнсен комитетĕнче тăракансем, кулак тесе, вилмеллех хĕнеççĕ. Вăл 15 çул хушши хĕсметре тăнă, Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă пулнă. Сăмах май каласан, ватăсем калатчĕç, йăхри çынсем нихăçан та тарçă тытса ĕçлеттермен, иртен пуçласа каçчен хăйсем пилĕк авнă, çĕршыв инкекре чухне ялан халăхпа пĕрле пулнă. Çавăн пек кăткăс вăхăтра Павел Семенович Лидия йăмăкне хăйĕнпе пĕрле Комине илсе каять.

Иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçлансан Павел Семенович август уйăхĕн 20-мĕш кунĕнче вăрçа тухса каять. 33-мĕш стрелковăй бригадăра Ленинград хули çывăхĕнче нимĕçсемпе çапăçать. Вăрçă хирĕнчи хаяр самантсем пирки аса илтерме те кирлĕ мар. Вăрçă хаяр, унта çухатусăр пулмасть. 1942 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче хĕрÿ çапăçура 29-ти каччăна вилмеллех амантаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ çук, çавăнпа та вилни çинчен пĕлтерекен хута 16-ри йăмăкне ярса параççĕ. Чăтма çук пысăк хуйхă! Вăрçă пĕтсен Лидия яла таврăнать, Кивĕ вăрмар ялне качча тухать. Ĕмĕрне Вăрмарти социаллă тивĕçтерÿ организацийĕнче аслă инспекторта ĕçлесе пурăннă. Лидия Ивановна Никифорова «Отличник социального обеспечения Российской Федерации» ята тивĕçнĕ. Унăн сăн ÿкерчĕкĕ Шупашкарта социаллă тивĕçтерÿ центрĕнче Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă.

Кама, мĕне пула курмалла килсе тухнă вăрçă нушине малтан ашшĕсен, тепĕр вăрçинче — ачисен, тăванĕсен? Вăрçă хирĕнче нумайăшĕн çамрăклах ĕмĕрĕсем татăлаççĕ. Вĕсен телейĕ, пуласлăхĕ çавăнта юлать.

Турри, е урăххи çапла шăпа çырать?

Мĕн пĕчĕкрен пурнăçĕ такăнса пырать.

Ÿстернĕ çирĕп амăшĕ, тăлăх арăм

Пăхмасăр чăрмава нăк-нăк ача. Туйрăм,

Ÿссе çитĕннĕ вăл, каччă шутне кĕнĕ,

Пĕрре те наянланман, ĕçре пиçĕхнĕ.

Суха тунă, тырă акнă, утă çулнă,

Ал ĕç майĕ те аллинче шăраннă.

Çемçе кулă çеç пит-куçĕнче выляннă,

Паллă, вăйăра хĕрсен чунне хускатнă.

Кăмăллă каччă, тĕллевлĕ, пит правур, -

Унашкалне калаççĕ: «Шутсăр маттур!»

Тÿссе ирттернĕ пур килен йывăрлăха,

Çирĕп утăмлă, шаннă малашлăха.

Анчах нумайлăха-ши килнĕ канăçу?

Умра кĕтеççĕ хатарлăх, çапăçу.

Вăрçă çулăмĕ, терчĕ пулнă вĕçсĕр,

Тăшман усал, çĕмĕрнĕ тĕлли-паллисĕр

Чăтать çамрăк каччă, хăюллăн çапăçать,

Пĕлет, тылра тăванĕсем. Çавă хумхантарать.

Ĕмри кĕске килнĕ. Хуравĕ — анăçра,

Яланлăхах хупать куçне вăл вăрçăра.

Кĕтсе илме сăмах парсаччĕ хĕрĕ...

Юратăвĕ — ашшĕн, ывăлĕн... Вăрçă мурĕ.

Пулаймĕ тек ялта пĕрле тăвансемпе,

Вăратмĕ те автанĕ сассине ирпе.

Савса вăл ыталаймĕ ăшшăн савнине,

Илтеймĕ-çке «атте, асатте» тенине.

Мĕнпе çаплах айăпа кĕнĕ-ши вĕсем?

Тĕпленĕ-çке ĕрехетне малтан хăйсем.

Çавна кăна сунас килет паян чунтан:

Ан пултăр вăрçă Çĕр çинче вуç, нихăçан!

Тен, вăрçă пулман пулсан Елизавета Харитоновнăпа Семен Кузьмич Арапуç ялĕнче телейлĕ те вăрăм кун-çул пурăнса ирттернĕ пулĕччĕç. Ĕçлетчĕç, савăнатчĕç. Мăнукĕсене те иккĕшĕ пĕрле мĕн ватăличчен утьăкка та сиктернĕ пулĕччĕç. Хăнана çÿренĕ пулĕччĕç ĕнтĕ Эçпепе ялне, тен... Анчах та вăл çутă ĕмĕтсене яланлăхах вăрçă пĕтерсе хунă, ылханлă вăрçă. Вĕсене çеç мар, пиншер-пиншер çынсен шăписене улăштарă. Вĕсем ĕнтĕ лăпкă, телейлĕ пурнăçшăн, малашлăхшăн çапăçнă. Нумайăшĕ пуçĕсене хунă. Питĕ шел! Пурăннă чухне пĕрисем хăтлăхшăн, илемшĕн тăрăшнă, теприсем пĕр шелсĕр аркатнă.

Надежда НИКОЛАЕВА-ТАЯВАÇ

Вăрмар поселокĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика