З.ПАВЛОВА, «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ:

«Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ умĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2018 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ. «Чăваш Ен наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе тĕллевлĕн ĕçлет», - тесе палăртрĕ М.Игнатьев. Ку сăмахсене цифрăсем те çирĕплетсе параççĕ. Сăмахран, республикăра вак тата вăтам бизнес аталанса пырать. Республикăра 120 инвестици проекчĕпе ĕçлеççĕ. Çавна май 1500 çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра суту-илÿ енĕпе 98 çĕршывпа пирĕн республика тачă çыхăнура ĕçлет.

Чăваш Енре промышленность, строительство, ял хуçалăхĕ пысăк хăвăртлăхпа аталанса пыраççĕ. Ял хуçалăх отраслĕнче кăтартусем те курăмлă. Ял хуçалăх производствин индексĕ иртнĕ çул 101 процентпа танлашнă. Ку енĕпе Чăваш Ен Раççей регионĕсем хушшинче тăваттăмĕш вырăнта. Юлашки 5 çулта республикăра туса илнĕ ял хуçалăх продукцине ют çĕршывсене сутассин калăпăшĕ икĕ хут ытларах пулни чăннипех те пысăк кăтарту. Çакă ял тăрăхĕсенче хресчен (фермер) хуçалăхĕсем аталанса пыни ялсен малашлăхĕ пуррине палăртать. «Ял территорийĕсене аталантарассипе ытларах тимлĕх уйăрмалла. Çамрăксем валли ялта тĕпленсе пурăнма кирлĕ условисем туса памалла. Вĕсем тупăшлă ĕçлеччĕр, пурăнма та интереслĕрех пултăр», - терĕ Михаил Васильевич.

Çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăра çурт-йĕр хăпартассипе, çул-йĕр тăвассипе тĕллевлĕ ĕçлесе пынине палăртрĕ. Хăрушсăрлăхлă тата пахалăхлă çулсем» федераци шайĕнчи программăпа килĕшÿллĕн пирĕн республикăра иртнĕ çул чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Çакă хула, районсен территорийĕсенчи çул-йĕрсене капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлама майсем туса пачĕ.

Иртнĕ çул наци проекчĕсем вĕрентÿ, медицина, культура сферинче ăнăçлăн пурнăçланса пынă. Яллă вырăнсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем хăпартнă, вĕсенчен пĕри пирĕн районти Анаткас ялĕнче те çĕнĕ фельдешерпа акушер пункчĕ иртнĕ çул хута кайрĕ.

Палăртма кăмăллă: пирĕн республика экологи тĕлĕшĕнчен Раççей Федерацийĕнче чи таса 10 регионсен шутне кĕнĕ.

 

А.НИКОЛАЕВА, редактор:

«Чăваш Республикин Министрсен кабинечĕ пĕтĕмĕшле илсен тухăçлă ĕçлесе пыни палăрать. Мана ытларах ял хуçалăх сферинчи ĕç-хĕл кăсăклантарчĕ. Чăваш Енре 2018 çулта усă курман çĕрсен нумай лаптăкне пусă çаврăнăшне кĕртнине лайăх тесех калас килет. Унсăр пуçне хамăр тăрăхра туса илнĕ ял хуçалăх продукчĕсене вырăнта та лайăх туянни тата экспорта та чылай продуктсем яма пултарни савăнтарать. Ял хуçалăх сферине çамрăк специалистсене явăçтарасси те малти вырăнта пулнине палăртса хăварчĕ Михаил Васильевич. Çавăн пекех Чăваш Республики экологи тĕлĕшĕнчен регионсем хушшинче 10-мĕш вырăнта пулни те Чăваш Енре пурăнакансем тасалăхпа тирпейлĕхе мала хунине пĕлтерет. Пуçарулăх бюджечĕпе усă курса та çул-йĕр тата ытти тĕрлĕ объектсене туса лартас е тата юсав ĕçĕсем тăвассипе ĕçлеççĕ. Вырăнта пурăнакан халăх пурте пĕр тĕллевлĕн ĕçлесен республикăри социаллă-экономикăлла аталану та малтан мала кайĕ».

 

Э.МИХАЙЛОВА, редактор:

«Апрель уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн XXXI-мĕш Сессийĕ иртнĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2018 çулхи ĕç кăтартăвĕсен отчечĕпе тухса калаçнă. Ку отчет мана ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн çулсеренех Патшалăх Канашне тухакан Çырăвне аса илтерчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсенчен пуçласа культурăпа спорт, экологи ыйтăвĕсем таранах çутатрĕ. Вĕрентÿ системине аталантарасси çине уйрăмах тимлĕх уйăраççĕ республикăра. Пысăк хăвăртлăхпа çĕнĕ ача сачĕсем хăпартнăран 3 çултан иртнĕ ачасене вырнаçтармалли черетсене пĕтерме пултарнă. Хальхи вăхăтра 3 çул тултарман ачасене ача сачĕсене вырнаçтарассипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ.

2018-2025 çулсенче 13449 ача вырнаçмалăх 29 çĕнĕ шкул хăпартма е реконструкцилеме палăртнă. Çулсеренех Чăваш Енри шкулсенчен вĕренсе тухакансен Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсенчи вăтам кăтартăвĕ Раççейри вăтам кăтартусенчен çÿллĕрех. Юлашки 3 çулта пирĕн республика Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсене хутшăнассипе чи лайăх 10 регион шутне кĕнĕ. Вăрмар районĕнчи педагогсем те Раççей шайĕнчи олимпида çĕнтерÿçисене хатĕрлеççĕ.

Вĕрентÿ тытăмне аталантарни, пысăк укçа-тенкĕ уйăрни ăслă-тăнлă ăру çитĕнтерме май парĕ. Раççей çĕршывĕн, Чăваш Республикин пуласлăхĕ шăпах та çамрăк ăрура».

 

И.ДАНИЛОВА, редактор:

ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев апрелĕн 30-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн XXXI-мĕш Сессийĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн 2018 çулхи ĕç кăтартăвĕсен отчечĕпе тухса калаçрĕ. «Республикăн влаç тăвакан органĕсен ĕçĕнче тĕп вырăнта — Чăваш Енĕн социаллă-экономикăллă çирĕп аталанăвĕн никĕсĕ çинче халăх валли пурăнма тата ĕçлеме тивĕçлĕ те хăтлă условисем туса парасси», — терĕ хăйĕн сăмахĕнче Михаил Васильевич, обществăлла пурнăçăн кашни сфери çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, вĕсенче курăмлă улшăнусем пулассине палăртрĕ.

«Сывлăх — чи хаклă пурлăх», — теççĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕшĕн тĕллевлĕ задачăсенчен пĕри шăпах регионта пурăнакансен сывлăхне сыхласа хăврасси тата çирĕплетесси пулнине каларĕ М.Игнатьев. Çакна юлашки çулсенче регионсенчи сывлăх сыхлавĕн тытăмĕн эффективлăхĕ тĕлĕшпе пирĕн республика çĕршыв рейтингĕнче малтисен ретĕнче пулни те çирĕплетет. 2018 çулхи кăтартусем тăрăх, республикăра пурăнакансен вăтам пурнăç тăршшĕ 73 çултан иртнине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Республикăра сывлăх сыхлавĕн сферине аталантарас енĕпе чăнах та нумай ĕçсем тăваççĕ, тĕрлĕ проектсем пурнăçланаççĕ: «Мужское здоровье», «Цеховая медицина» тата ыттисем те. Çĕнĕ ФАПсем уçăлаççĕ, поликлиникăсене юсаса çĕнетеççĕ. Пирĕн районта та тĕрлĕ улшăнусем пурнăçа кĕреççĕ: 2018 çулта Анаткас ялĕнче çĕнĕ ФАП уçăлчĕ, кăçал тĕп поликлиникăра лифт хута кайрĕ.

Михаил Васильевич халăх медицина пулăшăвĕн пахалăхĕпе кăмăллă пулнине, çапах та татса паман ыйтусем те пуррине палăртрĕ. Вĕсене çитсе вăхăтра татса парасса шанатпăр».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика