Иртнĕ юнкун Чупай ялĕ çывăхĕнчи посадкăра йĕлтĕрпе чупса мала тухассишĕн район шайĕнчи ăмăрту тата чемпионат иртрĕ. Унта хамăр район çыннисем кăна мар, Тăвай, Куславкка спортсменĕсем те — шкул ачисенчен пуçласа ветерансем таранах — хаваспах хутшăнчĕç.

Асăннă мероприятине йĕл­тĕр спортне халăх хушшинче сарас, çынсене физкультурăпа туслаш­тарас, сывă пурнăç йĕр­кине пропагандăлас, чи пултаруллă йĕлтĕрçĕсене, унсăр пуçне ялсенчи хĕллехи вăйăсене хутшăнма чи хастар спортсменсене тупса палăртас тĕллевпе ирттереççĕ.

Спорт уявĕн савăнăçлă па­йĕ Чупай ялĕнчи культура çурчĕ çумĕнче уçăлчĕ. Пухăннисем умĕнче саламлă сăмахпа Вăрмар район администраци­йĕн физкультурăпа спорт па­­йĕн начальникĕ — вăлах ăмăр­тă­вăн тĕп судйи — А.Краснов, А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ А.Григорьева, Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти физкультура вĕрентекенĕ — ăмăртăвăн тĕп секретарĕ — А.Ноздрин тухса калаçрĕç. Ушкăнăн-ушкăнăн пĕр рете тăрса тухнă спортсменсене старта ăнăçлă пуçласа финишалла хавхалануллăн ăнтăлма, йĕлтĕр трассине çăмăллăнах парăнтарма çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм сунчĕç. Ăмăрту результачĕсене ГТО нормативĕсене пурнăçланă пек шута илессине пĕлтерчĕç, мĕнпур правилăсене çирĕп пăхăнса чупмаллине те асăрхаттарчĕç.

Малалла пурте пĕрле ял çумĕнчи посадка еннелле çул тытрĕç. Çанталăкĕ спортсменсем майлă — ăмăр пулин те, лăпкă та ăшă — пулчĕ. Вăрманлă вырăнта, уçă сывлăшра йĕл­тĕрçĕсем шалти туйăмĕсене пытараймарĕç, хăшĕсем старта тухиччен калла-малла пĕрер çаврăм чупса тухса кĕлеткисене çемçетрĕç, теприсем умра выртакан йĕлтĕр йĕрĕ çинчен куçĕсене илмесĕр пĕр вырăнтах урисене хускатса тăчĕç. «Эх, епле те пулин ăнăçлă чупса тухасчĕ!» — тесе сасăпа калакансем те пулчĕç. Чăнах та çапла ĕнтĕ, ăмăртăва хутшăнакансенчен кашниех приз­лă вырăн йышăнас тесе ĕмĕтленет...

Акă кĕтнĕ вăхăт та çитрĕ. Ăмăртăва тимлесе тăракансем секундомер ячĕç те йĕлтĕрçĕсем пĕрин хыççăн тепри, пĕрерĕн-пĕрерĕн, çул ÿсĕмне кура черетпе йĕлтĕр йĕрĕпе малалла вирхĕнтерчĕç. Программăпа килĕшÿллĕн, хăшĕсем 2, теприсем 3 километр чуп­рĕç. Вĕсене хавхалантарса юлташĕсем: «Хăвăртрах! Хă­вăртрах! Атя! Атя!» — тесе хыттăн кăшкăрчĕç. Шкул ачисен тренерĕсем те хăйсен вĕренекенĕсемшĕн пăлханни палăрчĕ. Финиш патне çитеспе ăмăртакансем хăвăртлăхне татах ÿстерме тăрăшрĕç. Вĕсене финишра кĕтсе тăракан судьясем кам хăш вăхăтра чупса çитнине паллă туса пычĕç. Кунтах шурă халатлă медицина ĕçченĕ те пулчĕ, енчен те кама та пулин пулăшу кирлĕ пулсан хăйĕн тÿрĕ тивĕçне пурнăçлама хатĕрленсе тăчĕ.

Йĕлтĕрçĕсенчен кам ми­çе­­мĕш вырăна тивĕçнине па­лăрт­нă хыççăн вĕсене черетпе наградăлама пуçларĕç. Явап­лă çынсем çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсемпе тата грамотăсемпе чысларĕç, малалла та спортра çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума çирĕп сыв­лăх сунчĕç. Малти вырăна тухнисен савăнăçне палăртса вĕсен пичĕсем çинчен йăл кулă каймарĕ. Çапах та çĕнтерекенсен йышне кĕрейменнисем те тунсăхламарĕç. «Тепрехинче малти вырăна алăран вĕçертместпĕрех», — хĕрÿллĕн каларĕç хăшĕсем. Çапла йĕлтĕр ăмăртăвĕ кашнин кăмăл-туйăмне çĕклерĕ, хаваслăхпа хавхалану парнелерĕ. Ăмăртăва йĕркелекенсем тă­рăшнипе спорт мероприятийĕ çÿллĕ шайра иртрĕ.

Тĕрлĕ дистанцисенче шкул­та вĕренекенсем хушшинче çĕнтернисем: Тăва­йĕнчи «Аль» спорт шкулĕн воспитанникĕ Евгений Николаев, Элпуçĕнчи Ангелина Антонова, Чупайĕнчи Максим Николаев, Элпуçĕнчи Лилия Пет­рова, Тăвайĕнчи «Аль» спорт шкулĕн воспитанникĕ Данил Поликарпов, Чупайĕнчи Анна Иванова, Пинерти Владимир Васильев, Элпуçĕнчи Ольга Никифорова. Аслă ÿсĕмри йĕлтĕрçĕсем хушшинче Мăн­çырмари Олег Мефодьев, Кавалти Владимир Моклаков, Кивĕ Вăрмарти Эдуард Мясников, Енĕш Нăрвашри Кирилл Иванов, Тăвайĕнчи Эдуард Буинцев, Чупайĕнчи Светлана Егорова, Лариса Скворцова, Куславккари Иван Шидиков чи пĕрремĕшсем пулчĕç.

Шкул ачисен Спартакиади шучĕпе районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсем хушшинче Энĕшпуç шкул команди пĕрремĕш, Пысăк Енккасси шкул команди иккĕмĕш, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкул виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Районти пĕ­тĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем хушшинче Чупайĕнчи шкул команди пĕрремĕш, Пинерти шкул команди иккĕмĕш, Чулкасри шкул команди виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика