photo 2024 05 09 12 12 59Татьяна Васильева, РФ Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи Вăрмар муниципаллă округĕнчи клиент службин руководителĕ: «Аслă Отечественнăй вăрçăра пирĕн салтаксем çĕнтернĕренпе 79 çул çитрĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансен йышĕ çулран-çул чакса пычĕ. Халĕ пирĕн округра пĕр ветеран — Георгий Павлович Павлов кăна пурăнать. Çавăн пекех вăл вăхăтри тыл ĕçченĕсен паттăрла ĕçĕсене те палăртмалла. Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене чавма хутшăннă ĕç паттăрĕсем умĕнче те пуç таятпăр çак кун. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрла çапăçса ĕмĕрлĕхех пуçĕсене хунă районти шкулсен вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсене ĕмĕрех асра тытатпăр. Вĕсен паттăрлăхĕ ĕмĕр манăçми. Сирĕн çарти тата тылри паттăрлăх — Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен хальхи ăрăвĕшĕн чăн-чăн тĕслĕх. Историре çырăнса юлнă паттăрлăх обществăна пĕрлештерет, юратнă тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн тăрăшма, тĕнче шайĕнче Раççей патшалăх хăватне çирĕплетме тата ят-сумне çĕклеме хавхалантарать. Эпир вăрçă паттăрсене яланах асра тытатпăр, вĕсем ĕмĕрлĕхех пирĕн чĕресенче».

photo 2024 05 09 12 12 13Ирина Алексеева«Ингосстрах» страховани компанийĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти офисĕн директорĕ тата кунти специалистсем: «Пирĕн халăхăн паттăрлăхĕ палăксенче, кĕнекесенче, фильмсенче. хуласемпе урамсен ячĕсенче ĕмĕрлĕхех юлнă. Кашни çемьен хăйĕн историйĕ, вăрçă çинчен хăйĕн асаилĕвĕ тата Аслă Çĕнтерĕве хывнă хăйĕн тÿпи. Эпир те паян Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрла çапăçса пуçĕсене хунисене асăнса Вăрмар поселокĕнчи Çĕнтерÿçĕ — салтак палăкĕ умне чĕрĕ чечексем, чечек кăшăлĕ хутăмăр. Вĕсен паттăрлăхĕ пирĕн асăмăртан нихăçан та тухмĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ салтаксен паттăрлăхĕ пире татах та тăрăшуллă ĕçлеме хавхалантарать, çамрăк ăрăва патриотла воспитани парса ÿстерме пулăшать».

photo 2024 05 09 12 12 54Нина Григорьева, Надежда Семенова, районти тĕп больницăн фельдшер-лаборанчĕсем: «Пирĕн атте — Григорьев Василий Григорьевич, 1922 çулта çуралнăскер, вăрçă пуçлансан Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Партизансен отрядĕнче пулнă май тăшмана хирĕç Ленинград çывăхĕнче çапăçнă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн медальсене тивĕçнĕ. Паян эпир унăн сăн ÿкерчĕкĕпе пĕрле пĕтĕм вăрçă паттăрĕсене асăнатпăр. Вĕсене эпир яланах асра тытатпăр. Вăрçă хирĕнче пулнă тăванăмăрсен çарти сăн ÿкерчĕкĕсемпе медалĕсене типтерлĕн упраса пурăнса мăнуксене паллаштаратпăр, вĕсен паттăрла ĕçĕсем çинчен каласа паратпăр, мирлĕ пурнăçа хаклама вĕрентетпĕр».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика