IMG 6492

Аслă Çĕнтерÿ кунне куççуль витĕр паллă тăвакан уяв тесе ахальтен каламаççĕ. Паян, Майăн 9-мĕшĕнче, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Тăван çĕршыв Хÿтĕлевçисен аллейине уçнине халалланă мероприятине пухăннисем пĕри те вĕри куççульне тытса чараймарĕç. Пĕр енчен хурлăхлă, тепĕр енчен торжествăлла мероприяти кашнин чуннех пырса тиврĕ.

Аллейăна Афганистанра, Çурçĕр Кавказра, ятарлă çар операцийĕнче паттăрла вилнĕ шкул выпускникĕсен ячĕпе уçнă.

Мероприятине Тăван çĕршыв Хÿтĕлевçисен тăванĕсемпе çывăх çыннисем, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Зорин тата Леонид Пронин, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕн — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Виктор Павлов тата ыттисем те хутшăнчĕç. Яваплă çынсем пухăннисене уяв ячĕпе саламласа кашни паттăрăн ятне асра тытмаллине палăртрĕç.

Ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă Александр Николаевпа Владимир Сергеевăн амăшĕсем те сăмах илчĕç, хăйсен чун ыратăвне уçса парса пурне те вĕсен ывăлĕсене манманшăн тав турĕç.

Аллейăна уçнă май кашни паттăрăн ятне каларĕç. Акă вĕсем: Владимир Петрович Сергеев, Владимир Ильич Иванов, Александр Николаевич Николаев, Евгений Всеволодович Сорокин, Вадим Владимирович Николаев, Олег Ефремович Никифоров, Геннадий Николаевич Александров, Сергей Владимирович Григорьев, Даниил Александрович Соластей, Юрий Самуилович Баданов, Дмитрий Леонидович Викторов. Вĕсен паттăрла ĕçĕ вилĕмсĕр!

Шăплăх минучĕ хыççăн Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене асăнса вĕсен çывăх çыннисем йывăçсем лартрĕç. Шкулта вĕренекенсем юрă юрласа, сăвă каласа паттăрсене хисеплерĕç.

 

 

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика