Çак ыйту пурне те кăсăклантарать, юлашки вăхăтра пушшех те. Ял хуçалăхĕнче туса илекен продуктсем тавра пулĕ паянхи калаçу.

Уйрăмах юлашки вăхăтра сĕт юр-варĕ ытларах калаçтарать. Халăхран сĕте мĕн хакпа пуçтарни пирки хĕлĕн-çăвĕн калаçатпăр. Çавăн пекех сĕт продукчĕсене ÿсен-тăран çăвĕ хушни çинчен те сăмах çаврăнать. Енчен те сĕт продукчĕ çине ÿсен-тăран çăвĕ хушнă пулсан, çакна этикеткăсем çинче кăтартмаллине таможня пĕрлĕхĕсем çирĕплетсех калаççĕ. Çакă вăл «Сĕт тата сĕт продукцийĕн хăрушсăрлăхĕ çинчен» текен Техника регламенчĕпе те çыхăннă.

Россельхознадзорăн Чă­ваш Республикинчи тата Улья­новск облаçĕнчи управлени­йĕн специалисчĕсем продуктсен пахалăхне тĕрĕслессипе тăтăшах рейдсем ирттерет. 2018 çулхи кăтартусене илер-ха. Россельхознадзорăн лабораторийĕсенче тĕпченĕ Чă­ваш Енре илнĕ 127 пробăран сĕт-çăвăн 16,8 проценчĕ иккĕленÿллĕ пулнă. Ытларах сыр тата услам çу, хăйма фальсификат пулни палăрнă. Акă, тĕслĕхрен, Брянск облаçĕнчен илсе килнĕ «Сыр Стародубовский» тата «Сыр сметанковый», Псков облаçĕнчен çитнĕ «Сыр полутвердый российский», çавăн пекех Чулхула облаçĕнчен кÿрсе килнĕ «Сыр Российский», Мускав тата Иваново облаçĕсенчен илсе килнĕ хăйма, çавăн пекех Мускав облаçĕнче, Пермь кра­йĕнче туса кăларнă услам çу, Волгоград облаçĕнче хатĕр­ленĕ услам çăва тепĕр енчен палăртнă – левомецитин /антибиотик\ тупнă. Пĕтĕмпе рес­публикăра ытти регионтан килнĕ продукцин 18 тĕслĕхĕ «ултавлă» пулнă. Шел пулин те хамăр тăрăхра туса кăларакан сĕт юр-варне те ÿсен-тăран çăвĕ хушнине тупса палăртнă. Россельхознадзор специалисчĕсем иккĕленÿллĕ продуктсем тĕл пулсанах, 2013 çулта хута янă «Сирано» тытăмра вырнаçтараççĕ. Кунти пĕлтерÿсем тăрăх пахалăхсăр тавар тата ăна туса кăларакан предприятисем тĕлĕшпе кирлĕ мерăсем йышăнаççĕ.

«Сирано» çинчи пĕлтерÿсене шута илсе тĕрĕслÿсем ирттернĕ хыççăн требованисемпе килĕшсе тăман продукци туса кăларнă 12 предприятие 3 уйăх тимлĕхрен вĕçертмен, 10 проба илсе лабораторисенче тĕпченĕ. Шел пулин те, ютран илсе килнĕ сĕт юр-варĕсенче сиенлĕ бактерисемпе микробсем пуррине тăтăшах асăрхама пулать. Чĕрĕ сĕт çинче вĕсем уйрăмах палăраççĕ. Мĕншĕн тесен сĕте халăхран пуçтарнă вăхăтра санитарипе гигиена правилисене пăхăнмаççĕ. Мордва Республикинчи тата Чулхула облаçĕнчи çынсенчен пуçтарнă сĕт таса мар пулнă. Тĕпчев витĕр тухнă 98 пробăран 20-шĕ иккĕленÿллĕ, ку вăл – 20 процент. Çакăн хыççăн вĕсенче тĕрĕслеве вăйлатнă, 3 уйăх хушшинче 10 проба илсе тепĕр хут тĕпченĕ. Сĕт юр-варне малалла та контрольлесех тăрăпăр.

Н.ВАСИЛЬЕВА,

Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика