Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн пĕрремĕш эрнинче 14 миллион енне çын çак кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ ĕçе хутшăннă, 11 миллионĕ Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче харпăр хăй тĕллĕн çырăннă.
Çĕнĕ цифра технологийĕсем хăйсене ĕçре мĕнле кăтартнă? Ун пирки октябрĕн 21-мĕшĕнче Мурманскра иртнĕ «Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ. Пĕрремĕш эрне кăтартăвĕсем» пресс-брифингра Раççей статистикин ертÿçин çумĕ Павел Смелов каласа панă.
«Порталти çырав çĕршывра пурăнакансем çĕнĕ цифра технологийĕсемпе усă курма хатĕррине кăтартрĕ. Хăшпĕр регионсенче Интернет урлă 10 процент ытла халăх çырава хутшăнчĕ», - тенĕ Раççей статистикин ертÿçин çумĕ Павел Смелов.
Он-лайн çыравра Тула облаçĕ малта пырать. Унта патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче 15 процент ытла, пĕтĕмпе вара 21 процент çырăннă. Вунă процентран иртнисен шутĕнче Мордва Республики (14,8 процент), Сахалин облаçĕ (14,4), Ямал-Ненец автономи округĕ (14,2), Мари Эл Республики (11,4), Санкт-Петербург (11 процент), Смоленскпа Мурманск облаçĕсем (10,8), Крым Республики (10,6) тата Мускав облаçĕ (10,4 процент).
Саха (Якути) Республикинче çырава пĕрремĕш эрнерех чи нумай çын хутшăннă – 23 процент, Тула облаçĕнче -21, Крымра 19,6 процент.
Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче çырав йĕркеллĕ пырать. Куллен вăтамран 1-1,5 миллион çын çырăнать.
Унпа пĕрлех 268 пин çыравçă планшетлă компьютерсемпе килсене тухса çÿреса тата стационарлă участоксенче халăхран ытса пĕлеççĕ. Пĕрремĕш эрнере нумай функциллĕ центрсене çын нумай пынă.
«Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче тултарнă анкета унта сыхланса юлмасть, вăл тÿрех ятсăр-шывсăр Раççей статистикине каять. Технологисемпе ятарлă программăсем харпăр хăй çинчен инфрмацие шанчăклă хÿтĕлеççĕ. Вĕсене тытса илме çук. Хуравлакан хăй çинчен мĕн каланине никам та пĕлеймест. Планшет çинчен те информацие копи туса илме пулмасть. Пĕтĕм кăтартусене шифрланă», - тенĕ Раççей статистикин ертÿçин çумĕ.
Павел Смелов çыравçăсем чир-чĕре пула тунă чарусем тапхăрĕнче мĕнле ĕçленине тата çырава хутшăнакансен сывлăхне сыхламалли хушма майсем пирки каласа панă.
Раççей статистики паян куллен ковидпа чирленисем пур адрессен реестрне Сывлăх министерствинчен илсе тăрать. Унта ятсем çук, çуртсем кăна. Çавнашкал хваттерсемпе çуртсене çырава харпăр хăй тĕллĕн мĕнле хутшăнма май пурри пирки пĕлтерекен листовкăсем хăвараççĕ. Кашни эрнере вĕсен ПЦР-тест тумалла. Ăна Раççейпотребнадзрĕ тĕрĕслесе тăрать. Ку ĕçе пур регионсенче те йĕркеленĕ.
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ октябрĕн 15-мĕшĕнче пуçланса ноябрĕн 14-мĕшĕччен пырать.
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн медиаофисĕ.