35813b0f 4e4c 4764 82de 345d5c6e8e14«Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕ шайĕнче 2025 çултанпа «Профессионалитет» федераллă проект пур­нăç­­ланать. Унăн тĕллевĕ — экономика валли кадрсем хатĕр­лесси. Ача-пăча сачĕсенче çак проектăн формачĕ малтанхи профориентаци евĕр пулса пырать. Чăваш Енри ача-пăча сачĕсенче, акă, «Профессионалитет ача-пăча садĕнче» проект пурнăçланать. Вăл шкулчченхи учрежденисене вĕ­рентÿ организацийĕсемпе тата предприятисемпе пĕрлештерсе тăрать.

Вăрмар поселокĕнчи 3 номерлĕ «Зоренька» ача-пăча сачĕн воспитанникĕсем «Профессионалитет ача-пăча са­дĕн­че» проект шайĕнче «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче интереслĕ экскурсинче пулчĕç. 15 çам­рăк тĕпчевçĕ кăсăклансах ял хуçалăх ĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллашма çула тухрĕ. Ачасемшĕн чылай çĕнĕлĕх пулчĕ кунта. Вĕсем хальхи йышши ял хуçалăх техникине курса тĕлĕнчĕç. Пысăк хăватлă тракторсемсĕр, комбайнсемсĕр, сеялкăсемсĕр паянхи кун пĕр хуçалăх та тухăçлă ĕçлеймĕ.

«Иванов В.А.» хрес­чен-фермер хуçалăхĕн ĕçченĕсем пĕчĕк хăнасене тараватлăн кĕтсе илчĕç, кашни машина çинчен тĕплĕн каласа пачĕç, вĕсемпе усă курса уй-хирте мĕн­ле ĕçсем пурнăçланине ăнлантарчĕç, хăш-пĕр механизма ĕçлеттерсе те кăтартрĕç.

Ачасем вĕсене тимлĕн итлерĕç, ыйтусем те пачĕç: «Ку пысăк машина уй-хир тăрăх мĕнле çÿрет? Пĕр гектартан мĕн чухлĕ тырă вырса илме пулать? Ку пысăк трактор рулĕ умĕнче кам ĕçлет?»

Фермăри ĕçсен пысăк калăпăшĕ, çăкăр, пахчаçимĕç туса илес пулсан мĕн чухлĕ пĕлÿ тата ăсталăх кирли вĕсене уйрăмах тĕлĕнтерчĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕн специалисчĕсем палăртса каларĕç: ял хуçалăхĕ — йывăр ĕç кăна мар, вăл наука та. Кунта техника, технологисем, тăван çĕре юратни пĕлтерĕшлĕ.

Экскурси ачасене çав тери хавха­лан­тарчĕ, мĕн курнине асра тытса вĕсем пултарулăх ĕçĕсем хатĕрлерĕç. Тракторсемпе комбайнсене, симĕс уй-хире, ырă кăмăллă фермерсене сăнласа ÿкерчĕксем ÿкерчĕç, хăйсен аллипе япаласем ăсталарĕç. Кашни ĕçре ача ял хуçалăх тĕнчине мĕнле куçпа курни, савăнса та тĕлĕнсе йышăнни палăрчĕ.

Педагогсем палăртнă тă­рăх, çакăн евĕр тĕлпулусем шкул çулне çитмен ачасен тавракурăмне анлăлатаççĕ, аграри сферинчи профессисемпе кăсăклантараççĕ, çĕр ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлне хаклама вĕрентеççĕ, сăнавлăха тата твор­чест­вăри пултарулăха аталантараççĕ.

«Эпир ача-пăча сачĕпе çы­хăнса ĕçлеме яланах хапăл, — терĕ хресчен-фермер хуçалăхĕн руководителĕ Владимир Анатольевич Иванов. — Ачасем çăкăр сĕтел çине мĕнле килсе выртни çинчен пĕчĕкренех пĕл­ни тата фермерсен ĕçне хисеплени пысăк пĕлтерĕш­лĕ. Шанас килет, тен çак ачасенчен хăшĕ-пĕри пуласлăхра пирĕн ĕçе малалла тăсĕ!»

Экскурси ачасен пурнăçĕн­че паллă йĕр хăварчĕ, вĕсен асĕнче нумайлăхĕ юлĕ вăл. Халĕ çамрăк агрономсем юлташĕсене хăйсем ÿкернĕ ÿкерчĕксемпе савăнсах паллаштараççĕ тата чăн-чăн ферма мĕн­ле ĕçлени çинчен каласа параççĕ. «Профессионалитет ача-пăча садĕнче» проект ачасене профессисен тĕлĕнмелле тĕнчине утăм хыççăн утăм уçса пырать, вĕсемпе интереслентерет.

Екатерина ВАСИЛЬЕВА, аслă воспитатель

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика