Чăваш Енре пурăнакансем Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă çар учечĕн реестрĕнчен уведомлени илме пуçларĕç, çав шутрах – салтакра тахçанах пулнисем те. Çак повесткăсем мĕне пĕлтереççĕ, вĕсене илсен мĕн тумалла? Енчен те çын ку çырăва курмасан тата уçса пăхмасан мĕн пулать?
Александр Королев.
Ыйтăва Чăваш Республикин юристсен ассоциацийĕн членĕ Алина САВЕЛЬЕВА професси адаптацийĕн центрĕн «Юридици фабрики» проекчĕпе килĕшÿллĕн хуравлать:
– Хальхи вăхăтра повесткăсене чăнласах та çар учечĕн реестрĕ тата Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă яма пултараççĕ. Çакнашкал меслете федерацин 2023 çулхи апрель уйăхĕн 14-мĕшĕнчи 127-ФЗ номерлĕ саккунĕнче /федерацин 1998 çулхи март уйăхĕн 28-мĕшĕнче кăларнă «Çар тивĕçĕ тата çар служби çинчен» 53-ФЗ номерлĕ саккунне улшăнусем кĕртнĕ хыççăн\ палăртса хăварнă.
53-ФЗ номерлĕ саккунăн 31 статйипе килĕшÿллĕн çар призывне юрăхлă граждансене повесткăсене хутпа та, электронлă мелпе те – Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ тата повесткăсен реестрĕ урлă – яма пултараççĕ. Электронлине гражданинăн харпăр уйрăм кабинетне вырнаçтарсанах ăна çынна панă шутланать, повесткăсен реестрĕнче вара – унта лартнăранпа 7 кун иртсен, гражданин аккаунта кĕмен тата уведомленине уçман пулсан та. Çавăнпа «эпĕ курман», «портала кĕмен» тени çар комиссариатне пырассинчен хăтармасть. Енчен те çын повестка илсен, анчах чĕннĕ çĕре пымасан ун тĕлĕшпе вăхăтлăх чару мерисем йышăнма пултараççĕ, çав шутрах – Раççей Федерацийĕн тулашне кайма та /маларах асăннă саккунăн 7.1 статйипе килĕшÿллĕн\.
Çар учечĕн тытăмĕ урлă призывниксем çеç мар, салтак тивĕçне пурнăçланă тата халĕ саппасри граждансем те уведомлени илме пултараççĕ. 53-ФЗ номерлĕ саккунăн 31 статйи шăпах призывниксене повестка ярассине тÿррĕнех йĕркелесе тăрать, çапах саппасри граждансен те çар учетĕнче тăмалла тата çар комиссариачĕ чĕнтерсен унта каймалла. Çакнашкал тивĕçсене саккунăн 8 тата 10 статйисенче палăртнă. Саппасри граждансен комиссариат чĕнтерсен унта хăйсен кăтартăвĕсене çĕнетме тата çар учечĕн тивĕçĕсене пурнăçлама каймалла. Унсăр пуçне çак саккунăн 54-56 статйисенче саппасра тăракан граждансене çар пухăвĕсене /сборсене\ чĕнтерме пултарассине палăртнă. Çавăнпа хĕсметре пулнă çынна Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă уведомлени çар учечĕн кăтартăвĕсене тĕрĕслес-çĕнетес е çар пухăвĕсене чĕнес тĕллевпе килме пултарать.
Кашни тĕслĕхрех повесткăра мĕн çырнине тĕплĕн вуламалла: мĕншĕн чĕннин тĕллевне, хăçан пымаллине, отсрочка валли сăлтавсем пуррипе çуккине. Тавлашуллă самантсем сиксе тухсан юристсемпе вăхăтра канашлама тăрăшмалла.
