60453d28 aea6 44fa b761 606fc87102e2Чăваш Енри Шалти ĕçсен министерстви министерство çумĕнчи Обществăлла канашăн ларăвне ирттерчĕ, видеоконференци мелĕпе муниципалитетсенчи Шалти ĕçсен уйрă­мĕсем çумĕнчи Обществăлла канашсемпе çыхăнăва тухрĕ. Тĕп тема — ачасен çуллахи вăхăтĕнчи канăвне хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси. Канашлăва РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ Алексей Софронов, Обществăлла канашăн членĕсем — Вăрмарти Ача-пăча пултарулăх çурчĕн директорĕ Кристина Пудрикова, Кивĕ Вăрмарти вăтам шкул директорĕ Сергей Антонов, Энĕшпуçĕнчи вăтам шкул директорĕн заместителĕ Петр Алексеев та /ÿкерчĕк çинче/ хутшăнчĕç.

Ларура çуллахи вăхăтра ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси пирки, «Каникулы с Общественным советом» акци ирттересси пирки калаçрĕç. Çуллахи вăхăтра республика территорийĕнче 17 ача-пăча лагерĕ ĕçлĕ, шкулсем çумĕнче 281 лагерь уçăлĕ. Çак шутра Вăрмар округĕнче «Романтика» кану лагерĕнче ачасем кăçал та 4 сменăпа канĕç, 1-мĕш смена июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçланнă. Пирĕн округри шкулсем çумĕнчи 6 лагерь ачасене йышăннă. Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕсем лагерьсенчи общест­вăлла йĕркене тимлесех тăрĕç. Çак шутра РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн сотрудникĕсем те çула çитмен ачасемпе профилактика калаçăвĕсем ирттерĕç.

ЧР Шалти ĕçсен министерстви Чăваш Республикинчи Ачасен прависемпе ĕçлекен Уполномоченнă­йĕн аппарачĕпе пĕрле Пĕтĕм Раççейри «Ачалăх хăрушсăрлăхĕ» акцие те хутшăнĕ. Асăннă акци тĕллевĕ — граждансене ачасен хăрушсăрлăхĕн правилисене ăнлантарса парасси, ача-пăча площадкисене, хуçасăр çуртсене, парксемпе стадионсене тĕрĕслесси, пурнăçшăн хăрушă пулма пултаракан факторсем пуррипе çуккине палăртасси. Çуллахи каникул вăхăтĕнче çавăн пекех çул çитмен çамрăксем хушшинче «Подрос­ток» оперативлă-профилактикăллă мероприяти ирттерме палăртнă. Шалти ĕçсен министерстви çул-йĕрпе тата транспортпа çыхăннă инкексенчен сыхланас тĕллевпе профилактика ĕçĕсем ирттересси çине пысăк тимлĕх уйăрать.

Обществăлла канашăн ларăвĕнче «Полицейский дядя Степа» Пĕтĕм Раççейри конкурсăн регион тап­хăрĕнчи çĕнтерÿçисене те чысланă. Кăçал пултарулăх конкурсне Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне халалланă. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ачасем конкурса хутшăнса хăйсен ĕçĕсенче пирĕн тăван тăрăх епле илемлĕ те пуян пулнине кăтартнă. ЧР Шалти ĕçсен министерствин Обществăлла канашăн членĕсемпе полици сот­рудникĕсем жюри пулса çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Çĕнтерÿçĕсем хушшинче Вăрмар поселокĕнчи Березка ача сачĕн воспитанникĕ Михаил Николаев та пулнă.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика