4d0076e2 f518 4a9e b88c 8590a43b0894Чăваш Республикинче «Сывлăх патне утăм» çĕнетнĕ профилактика акцийĕ малалла пырать. Вăл июнĕн 1-мĕшĕнче старт илнĕ. «Единая Россия» партин «Сывă пуласлăх» проекчĕ пулăшнипе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçăравĕ çĕнĕ шая хăпарнă. Халĕ акцие икĕ направлени кĕрет — стационарлă «Сывлăх пункчĕсем» тата куçса çÿрекен «Сывлăх пуйăсĕсем».

«Сывлăх патне утăм» проект «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн тĕллевĕсене пурнăçлассишĕн — респуб­ликăри кашни çын хăйĕн сывлăхне вăхăтра тĕрĕслеттерме пултартăр, нумай-нумай çул çирĕп вăй-халпа пурăнтăр тесе — ĕçлет.

«Ача-пăча тухтăрĕ» сывлăх пуйăсĕ» çула июнĕн 1-мĕшĕн­че тухнă. Республикăри ертсе пыракан клиникăсен чи ла­йăх специалисчĕсем Улатăрта пулса кунта пурăнакан ачасен сывлăхне тĕрĕсленĕ.

Июнĕн 10-мĕшĕнче, 09:00 сехетрен пуçласа 17:00 сехетчен, «Ача-пăча тухтăрĕ» сывлăх пуйăсĕ» Вăрмар округĕнче ĕçлĕ. Специалистсем ачасене Вăрмар районĕнчи тĕп больницăра йышăнса консультацисем ирттерĕç.

Наци проекчĕн тĕп задачи — Чăваш Енре пурăнакан кашни çынна профилактика тĕрĕс­левĕсемпе чăрмавсăр тивĕçтересси. Сывлăха тĕрĕслеттерсе тăни чир-чĕре вăхăтра, вăл палăрма пуçличченех тупса палăртма тата унран сывалма пулăшать, çавăнпа профилактика малти вырăнта пулмалла. Июнĕн 10-мĕшĕнче «Ача-пăча тухтăрĕ» сывлăх пуйăсĕ» Вăрмар округĕнчи ачасене хапăл туса кĕтет.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика