Санкт-Петербургра иртекен Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче /ПМЭФ-2026/ Чăваш Республики «симĕс» энергетика сферинче лидер пулнин статусне çирĕп­летнĕ, отрасльти сумлă наградăна — «Самый индустриальный ВИЭ-регион» ята тивĕçнĕ.

«Çĕнелекен энергетика паянхи кун тавралăха упрассипе, çĕнĕ производствăсем хута ярассипе, инвестицисем илĕртессипе, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе çыхăннă, регион технологи енĕпе лидер пулса тăрать, унăн конкурентлăхĕ ÿсет. Чăваш Ен ку енĕпе çĕршывра малта пыраканнисен шутĕнче. Награда эпир тĕрĕс çул-йĕрпе пынине çирĕплетет. Эпир пысăк технологиллĕ промышленноçе утăм хыççăн утăм аталантаратпăр, инновацисене ĕçе кĕртме тата «симĕс» экономика сферинче çĕнĕ проектсем пурнăçлама условисем йĕркелетпĕр, çав шутра «Тухăçлă тата конкурентлă экономика» наци проекчĕ шайĕнче те», — палăртнă Чăваш Рес­публикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Çак награда регионшăн иккĕмĕшĕ ĕнтĕ. Çавнашкал титулах Чăваш Ен пĕлтĕрхи çул çĕнсе илнĕ. Экспертсен ушкăнĕ рес­публика таса энергетикăна тата индустри экологине стратегиллĕ тÿпе хывнине хальхинче те пысăк хак панă. Шупашкарти ГЭСăн стабиллĕ ĕçĕ-хĕлне, Çĕнĕ Шупашкарти хĕвеллĕ модульсем кăларакан Раççейри пĕрремĕш тулли цикллă заводăн /«Хĕвел» компанисен ушкăнĕ\ ăнăçăвне палăртнă. Предприятин продукцине унч­ченхи пекех лайăх туянаççĕ, «Хĕвел» ертсе пыракан проектсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 1600 МВт таран çитнĕ.

Малтанхи пекех лидерсен йышĕнче пулни Чăваш Ен экономикăн «симĕс» трансформацийĕн çулĕпе çирĕппĕн пынине тата регионăн промышленноç потенциалĕ çÿллĕ шайра пулнине çирĕплетет. Респуб­лика ВИЭ тĕлĕшпе çума-çумăн пыракан направленисенчи хăватăн эффективлăхне малалла ÿстерсе пырать. Энергоэффективлăх облаçĕнчи патшалăх политикине пурнăçлассипе Чăваш Ен Раççейри регионсем хушшинче 12-мĕш вырăна хăпарнă /2024 çулта — 18-мĕш пулнă\, энергоэффективлăхăн чи çÿллĕ «АÇ» классне тивĕçнĕ.

Аса илтеретпĕр, «ВИЭ-регион» статуса электроэнергин çĕнĕ çăлкуçĕсемпе активлă усă куракан Раççей регионĕсене параççĕ.

ЧР ПА пресс-служби

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика