Вăрмар районĕнчи потребительсен обществин тытăмĕнчи «Общепит» тулли мар яваплă обществăн çăнăхран апат-çимĕç пĕçерекен цехра аслă поварта вăй хуракан Вера Геннадьевна Баранова /сăн ÿкерчĕк çинче/ çак организацинче нумай та мар, сахал та мар — 36 çул пĕр улшăнми ĕçлет.
1971 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ вăл, ялти шкулта 11 класс пĕтернĕ, унтан Шупашкарти коопераци техникумĕнче повар-кондитера вĕреннĕ. Алла диплом илнĕ хыççăнах, 1990 çулхи май уйăхĕн 21-мĕшĕнче, «Общепита» ĕçе кĕнĕ те паянхи кунчченех юратнă профессинче чунтан парăнса тăрăшать, çав шутра 17 çула яхăн аслă повар тивĕçне тытса пырать, çăнăхран апат-çимĕç пĕçерекен цех ĕçне йĕркелесе тăрать.
Чăннипех те хăйĕн вырăнĕнче Вера Геннадьевна. Ĕç процесне ăнăçлă пурнăçлассишĕн чунĕ вĕресе тăрать унăн. Хăйĕнчен те, ытти работниксенчен те /пурĕ 11 çын ĕçлет кунта/ çирĕп ыйтать вăл. «Цех коллективĕ туслă та хастар, пĕр-пĕрне ăнланса, кирлĕ чухне пулăшса вăй хуратпăр», — тет Вера Геннадьевна. Пĕтĕм округĕпех пахалăхлă продукципе тивĕçтерсе тăрать «Общепит». Хамăр округ çыннисем кăна мар, юнашарти Тутар Республикинчен те килсе туянса каяççĕ çемçе кукăльсемпе пылак тортсене, çав тери килĕштереççĕ, кăмăллаççĕ вĕсене. Çапла пулмасăр, «Общепитăн» ĕçчен те вашават хĕрĕсен ăшă та çемçе аллисем витĕр тухакан кукăльсемпе çăкăр-кулачсенче, пÿремечсемпе пиццăсенче вĕсен ырă кăмăлĕн чĕптĕмĕ те юлать, çавăнпа çав тери тутлă вĕсем.
Вера Геннадьевна, Чупай ялĕнче пурăнаканскер, ирхине-ирех, малтанхи электричкăпа ларса килет ĕçе. Кашни пĕчĕк кукăле, кашни пысăк хуплăва шута илсе ĕç кунĕнче мĕн чухлĕ продукци пĕçерсе кăларнине, миçе тенкĕлĕх тата ăçта ăсатнине паллă тăвать, компьютерти программăна кĕртсе пырать. Пысăк яваплăхпа ĕçлет вăл, хăйне шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Коллективра та хисеплеççĕ ăна, руководство те унăн тăрăшулăхне пысăк хак парать. Ахальтен мар наградисем те сумлă Вера Геннадьевнăн. Вăрмар райповĕн Канашĕпе профкомĕн, РФ Центросоюзĕн Хисеп грамотисемпе, Вăрмар районĕн администрацийĕн Тавĕпе тата Хисеп грамотипе, ЧР Потребительсен Союзĕн Тавĕпе, ЧР Экономика аталанăвĕн министерствин Хисеп грамотипе тата ытти наградăсемпе те чысланă ăна, «Потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ» хисеплĕ ят панă. Çавăн пекех ЧР Потребительсен Союзĕн Хисеп хăми çинче те пулма тивĕçнĕ вăл.
Хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийĕ пынă май Тăван çĕршывăмăра хÿтĕлекен паттăр салтак-ентешсене те пулăшма активлă хутшăнаççĕ «Общепит» ĕçченĕсем Вера Геннадьевна ертсе пынипе. Ырă ĕçне кура вĕсен патне çар чаçĕсенчен темиçе хутчен те Тав çырăвĕсем ярса панă.
Ĕçре те ĕлкĕрет Вера Геннадьевна, çемье ăшшине те упрать. Мăшăрĕпе Юрий Игорьевичпа 33 çул алла-аллăн туслăн пурăнаççĕ вĕсем, кил-çуртри тăнăçлăха тытса пыраççĕ, мĕнпур ĕçе пĕрле ĕçлеççĕ. Хĕрпе ывăл çуратса ÿстернĕ Барановсем. 29-ти Анастасия та, 23-ри Сергей те шкул хыççăн пĕлÿ илсе хальхи вăхăтра республикăн тĕп хулинче ĕçлесе пурăнаççĕ.
«Вера Геннадьевна — хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн ăста. «Общепит» çитĕнÿллĕ ĕçлесе пынинче унăн тÿпи пысăк», — мухтаса калать аслă повар пирки Вăрмар райпо Канашĕн председателĕ Марина Аркадьевна Сейфуллина. Мĕнех, малашне те тĕллевĕсене пурнăçлама çирĕп сывлăх тата вăй-хал сунар Вера Геннадьевнăна!
Ирина ДАНИЛОВА
