Çитмĕш ялĕнчи клубра ятарлă çар операцине хутшăнакан Юрий Олегович Ивановпа тĕлпулу иртрĕ. Вăл çак кунсенче тăван тăрăхра кĕске отпускра пулчĕ.
Мероприяти ăшă та туслă лару-тăрура иртсе кайрĕ. Юрий Олегович пухăннисене ятарлă çар операцийĕн тĕллевĕсем, службăри пурнăçĕ, çарти юлташĕсем çинчен каласа пачĕ, паттăрлăх тĕслĕхĕсене илсе кăтартрĕ, йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Гуманитари пулăшăвĕн темине те тимлĕх уйăрчĕ вăл, хăйсене пулăшу кÿрекен çынсене пысăк тав сăмахĕ каларĕ.
Тĕлпулу кашнин чĕринче тарăн йĕр хăварчĕ. Паттăрсем чăнах та пирĕн хушăмăрта пурăнаççĕ. Вĕсем хăйсене шеллемесĕр Тăван çĕршывăмăра хÿтĕлеççĕ, çитĕнекен ăрăва патриотизм тĕслĕхне кăтартаççĕ.
Ял çыннисем салтака çирĕп сывлăх, службăра ăнăçу тата тăван киле Çĕнтерÿпе таврăнма сунчĕç.
Марина АНИЛИНА, Çитмĕш клубĕн культорганизаторĕ
